Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Тин кӑна чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Г.А. Дегтярёв хатӗрленӗ «Изучаем чувашский язык» пособи. Малтантарах ку кӗнеке 1995 ҫулта пичетленсе тухнӑччӗ — халӗ вара, иккӗмӗш кӑларӑмпа тухнӑ май, автор ӑна самай ҫӗнетнӗ. Ҫӗнетӳсем чылай — кӗнекене кӗртнӗ сӑвӑ тӗслӗхӗсен пурин те тенӗ пекех чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ варианчӗсем вырнаҫнӑ; умсӑмахӗ ҫӗнелнӗ. Кӗнеке хальхилле пичетленӗ — ӑна алла тытма та питӗ кӑмӑллӑ. Тата саспаллийӗсем те малтанхи пек вӗтӗ-вӗтӗ мар — шултра.
Кӗнеке рецензенчӗ — Атнер Петрович Хусанкай. «Хальхи нумай-нумай культурӑллӑ аслӑ тӗнчере ҫӗтсе каяс мар тесен пире мӗнле те пулин хатӗр кирлӗ. Чӗлхе вара — шӑп та лӑп ҫавнашкал хатӗр, тӗнчене туйма пулӑшакан ҫӑраҫҫи», — тет вӑл хӑйӗн умсӑмахӗнче.
Мӗнех, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑллакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке тухни питӗ лайӑх! Чӑвашла пӗлмен тусӑрсене ӑна парнелеме ан манӑр — тепрехинче вӗсем патне хӑнана кайсан чӑвашла пуплешме те пултаратӑр.
