Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Иртнӗ кӗҫнерникун, акан 8-мӗшӗнче Куславкка районне кӗрекен Кӗҫен Карачпа Ҫатрӑк ял ҫыннисем пухӑнса кулленхи ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Пуху ялти Культура ҫурчӗ умӗнче иртрӗ. Пурӗ 43 ҫын килчӗ.
Карач ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекен Е. Плотникова ял ҫыннисен умне ҫак ыйтусене кӑларса тӑратрӗ:
● икӗ уйӑх хушшинче ялсенчи урамсене ҫӳп-ҫапран тасатасси, ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса илсе тухасси;
● ҫӑвана тирпей кӳртесси;
● Йывӑҫ Кунне ирттересси;
● ҫурпа ҫу кунӗсенче пушартан сыхлас ӗҫе тӑвасси;
● йӗркене пӑснисене пӑхса тухасси;
● ҫитсе пыракан Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ;
● 2010 ҫул валли кӗтӳҫсемпе ӗҫ килӗшӗвне хатӗрлесси тата ӑна ҫирӗплетесси.
Ял ҫыннисем шӑматкунлӑхсене (субботниксене) акан 17-мӗшӗнче тата 24-мӗшӗнче ирттерме килӗшрӗҫ. Пушартан сыхланмашкӑн кашни килте 200 литртан ытла шыв тытма калаҫса татӑлчӗҫ. Кӗтӳҫсемпе 2010 ҫул валли тунӑ килӗшӗве пӑхӑнма тата вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе тӑма шантарчӗҫ.
Ҫакӑнпа пуху вӗҫленчӗ — ҫынсем килӗсене саланчӗҫ.
