Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Тутарстанри «иккӗмӗш Яковлев» — аллӑра

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.07.2015 19:23 | 1657 хут пӑхнӑ
Персона Тутарстанри хастар чӑваш Константин Яковлев
Тутарстанри хастар чӑваш Константин Яковлев

Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Тутар ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш Хусанти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтах вӑл хӑй хастарлӑхне тата правурлӑхне кӑтартнӑ: факультетра комсомол ҫыруҫи пулнӑ. Е тата стройотряд йышне кӗрет те Украинӑна Чернобыль инкекне сирме тухса каять. Радиоактивлӑ вырӑнта вӗсем ҫӗнӗ ял тӑваҫҫӗ. Унти урамсенчен пӗрне Казански ят параҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрте куҫакансене уҫӑ тыттарнӑ сӑнӳкерчӗк унӑн архивӗнче халӗ те пуррине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Николай Сорокин пӗлтерет.

Константин Яковлев Тутарстанра чӑваш чӗлхине аталантарас тесе самай тӑрӑшать. Вӑл тӑрӑхрисем ӑна шӳтлесе «иккӗмӗш Яковлев» (Иван Яковлев ҫулпуҫӑмӑр хыҫҫӑн ӗнтӗ) тесе те калани пирки ӗнентерет маларах асӑннӑ Николай Сорокин.

Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Константин Яковлев Тутарстанра иртнӗ «Янра, хуткупӑс» фестиваль вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пани пирки Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов пӗлтернӗ.

#ТЧНКА, #юбилейсем, #Тутарстан, #кӳршӗре, #ЧНК

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/422.html
 

Комментари:

Agabazar // 3108.37.0044
2015.07.22 19:45
Agabazar
Ай-яй-яй-яй!
Agabazar // 4175.42.3625
2015.07.22 20:55
Agabazar
"Иккӗмӗш Яковлевсене" курса йӑлахрӑмӑр ӗнтӗ...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.23 09:09
Вӑт каллех Акасапара пурте килӗшместь. Ӑна "шурӑ" япалана кӑтартсан вӑл ку япалана-"хура" ку теме пултарать. Вӑт ҫавӑн пек ҫынпа вӑхӑт ирттерсе лармалла. К.Яковлев тем тесен пит тӑрӑшуллӑ,тивӗҫлӗ чӑваш. Вӑхӑтне шеллемесӗр тӑрӑшать, чӑвашлӑха кирлӗ пулсан Шупашкара хуть ҫурҫӗрле, хуть ирхине 5 сехетре персе ҫитеть. Акасапар шӑл йӗрсе ларни чӑрмантаримасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем