Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Ҫӗрпӳел

Пӑтӑрмахсем

Самартан Шупашкара килекен автобус паян ҫул ҫинчех ҫунма тытӑннӑ. Ку Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Телее, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ. Салонра пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, автобус 15 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Алексей Казанцев арӑмӗпе тата ачипе мотор ҫывӑхӗнче ларнӑ. Вӗсем шаплатнине илтнӗ. Унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем пулӑшман, автобус вӑйлӑ ҫунма тытӑннӑ.

Уявпа ҫыхӑннӑ канмалли кунсем пулнӑран салонра халӑх нумай пулнӑ. Пассажирсен хӑш-пӗр япали ҫунса кайнӑ. Пассажирсем Шупашкара урӑх транспортпа ҫитнӗ.

Вырӑна ИӖМ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Автобусран нимӗн те юлман: тимӗр каркас ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/40152
 

Ял хуҫалӑхӗ

Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелти фермер йӳҫмен сӗтлӗ ӗне тытать. Ку ӑрата вӑл Мускав облаҫӗнче туяннӑ. Вырӑссен хура-ула ӑрачӗпе Индири зебу текеннипе хутӑштарнӑ ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх паян ун хуҫалӑхӗнче 40 пуҫ. Вӗсенчен хӑшӗсем пӑрулама та ӗлкӗрнӗ. Ӗнесене вырӑнтах пӗтӗлентерме май килтӗр тесе вӑкӑр та туяннӑ фермер.

Экзотикӑллӑ ӑратлӑ ӗнен сӗчӗ паха тесе ырлаҫҫӗ вырӑнтисем. Тата вӑл час йӳҫмест иккен.

Хӑйне евӗр ӑратлӑ ӗне-выльӑх епле ӗрченипе нумаях пулмасть вӑл тӑрӑхри тӳре-шара — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тата райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Илдус Миннетуллин — паллашнӑ.

Фермерӑн, сӑмах май каласан, ахаль йышши ӑратлӑ ӗнесем те пур. Сумаллисем паянхи куна унӑн — 61 пуҫ.

 

Вӗренӳ

Комсомольски районӗнчи шкулсенче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗрен конкурссемпе олимпиадӑсем, семинарсемпе фестивальсем иртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, сӑмахран, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче хӑйсен черетлӗ фестивальне истори, право, обществознани тата экономика предмечӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальсем кашни ҫулах историри мӗнле те пулин паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ: иртнӗ 2015 ҫул — Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулне халалланӑ, кӑҫал — XIX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ декабристсен пӑлхавӗн юбилейне.

Ҫитнӗ хӑнасене малтанах С.А.Лукиянов шкул директорӗ саламларӗ, шкулӑн пуян историпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн педагогсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ. Унтан виҫӗ ушкӑна пайланса уҫӑ уроксене ирттерме кӑмӑл тунӑ О.Г.Сорокина (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Р.Д.Тимаев (Аслӑ Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), И.В.Пильщиков (Урмаел вӑтам шкулӗ) вӗрентекенсем патне саланчӗҫ. Чӑн та, тӗплӗн хатӗрленнӗ ҫамрӑк вӗрентекенсем фестивале: шкул ачисене те, ытти шкулсенчен килнӗ вӗрентекенсене те кӑсӑклантарчӗҫ вӗсем.

Малалла...

 

Персона

Комсомольски районӗнчи аслӑ ҫӗрпӳелсем асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ ентешне, Евгений Антонович Федоров (03.01.1936–10.08.2011) композитора асӑнса мероприяти ирттернӗ.

Мероприятие Аслӑ Ҫӗрпӳел ял пуҫлӑхӗ Геннадий Ракчеев, композиторӑн мӑшӑрӗ Нина Якимовна, Клара Осокина юрӑҫӑ, Галина Кӗмӗл сӑвӑҫ, Шупашкарти «Промэнерго» пӗрлешӳ ертӳҫи Анатолий Флегентович Иванов, ҫывӑх тӑванӗсем тата ял-йыш хутшӑннӑ.

Малтанах Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекарӗ Галина Родионова Федоров композиторӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Тӑванӗсем, хӑнасем Евгений Антонович ҫинчен ӑшшӑн аса илнӗ. Галина Кӗмӗл сӑвӑҫпа Клара Осокина юрӑҫ композиторпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те пулӑшма васкакан ҫын пулнине палӑртса хӑварнӑ. Евгений Антонович Галина Кӗмӗлӗн чылай сӑввине юрра хывнӑ, поэт ҫав сӑвӑсене вуласа панӑ. Клара Осокина вара Е.А. Федоровӑн ҫепӗҫ юррисене шӑрантарнӑ.

Евгений Антонович — икҫӗре яхӑн юрӑ авторӗ. Вӑл Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин чи малтанхи музыканчӗсенчен, баянисчӗсенчен, хор ертӳҫисенчен пӗри пулнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2018 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 24

1887
131
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
52
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, малалла ĕçлемелле
Маншăн пур-пĕрех
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org