
Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

Красноармейски муниципалитет округне (Трак районне) туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки Виталий Михайлов хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Красноармейскине малтан Трак ятпа пӗлнӗ, ҫавӑнпа халӗ те ку тӑрӑха Трак Енӗ теҫҫӗ. Ҫурҫӗр енче Шупашкар районӗпе, кӑнтӑрта Канашпа Вӑрнар районӗсемпе, хӗвел анӑҫ енче Элӗкпе Муркаш районӗсемпе тата ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче Ҫӗрпӳ районӗпе чикӗленет. Чӑваш Енре вӑл лаптӑкӗпе чи пӗчӗк район шутланать.
Района Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Тӑвакан Тӗп Комитечӗн Йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче туса хунӑ. Ӑна малтан Трак районӗ тенӗ, каярах, 1940 ҫулта, Красноармейски ятпа улӑштарнӑ. Пирӗн район кун-ҫулӗ ҫакӑнтан кӑна пуҫланмасть, паллах, унӑн тымарӗсем темиҫе ӗмӗр каяллах, сӗм авалах никӗсленнӗ.
Красноармейски районӗн хальхи ҫӗрӗ ҫинче пирвайхи ҫынсем темиҫе пин ҫул каяллах пурӑнма пуҫланӑ. Кун ҫинчен район тӑрӑхӗнче ирттернӗ археологи тӗпчевӗсемпе истори палӑкӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ: Ҫӗньял Упи таврашӗнче вырнаҫнӑ авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнӗ, Красноармейски ҫывӑхӗнчи Мӑн Шетмӗ юхан шыв хӗрринче вырнаҫнӑ улӑп тӑпри, Кӑмакал ялӗ ҫывӑхӗнчи улӑп тӑпри (пӑхӑр ӗмӗрӗ), Тусай ялӗ ҫывӑхӗнчи Хулату ятлӑ хулаш, Мӑн Шетмӗ яле ҫывӑхӗнчи Мӑн сӑрт ятлӑ хулаш, Кӳлхӗрри Карай ялӗ ҫывӑхӗнчи улӑп тӑпри (тимӗр ӗмӗрӗ), Кӗрекаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑн тата масар, Янмурҫин ялӗ ҫывӑхӗнчи хулаш (вӑтам ӗмӗрсем).

Паян 12 сехет те 53 минутра Красноармейскинчен инҫех мар 121-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус ҫине ҫӑмӑл машина пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен – хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса маршрутка ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире пӗр ҫын шар курнӑ. Вырӑнта тухтӑрсем, ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ.

Красноармейски районӗнчи культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культура, ӳнер тата литература пӗрлӗхӗн 35 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Мероприяти раштав уйӑхен 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Ҫав кун пӗрлӗхӗн преми лауреачӗсене те чысланӑ.
Ҫак ҫулсенче ку хисепе 100 ытла ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫалхисен йышӗнче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗ те пур иккен.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче Земфира Яковлеван «Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ» чӑваш халӑх юррисен антологийӗн презентацийӗ иртнӗ.
Земфира Кузьминична — педагог, фольклорист, наци йӑла-йӗрке музыка культурине пухаканӗ тата тӗпчевҫи, Раҫҫей халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Кӗнеке уявне республикӑри культурӑпа наукӑн тата вӗрентӗвӗн паллӑ ӗҫченесем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, журналистсем пуҫтарӑннӑ.
«Тури чãвашсен юрри-кӗвви фольклор» – тури чӑвашсен чӑваш музыка фольклорӗн юрӑ антологийӗ. Кӑларӑма Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Элӗк, Муркаш, Красноармейски, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи этнографи экспедицийӗсем пынӑ вӑхӑтра пухса пына материалсем кӗнӗ.

2025 ҫулта Чӑваш Енри икӗ яла комплексла аталантарӗҫ. Ятарла программана Красноамрейски тата Патӑрьел ялӗсем кӗнӗ.
Красноармейскине комплекслӑ аталантарма 204,9 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Унта, сӑмахран, Ленин урамӗнче культура ҫурчӗ тӑвӗҫ. блокпа модульлӗ котельнӑйсем тума палӑртнӑ. Кӑнтӑр-ӗвелтухӑҫ микрорайонт шыв башни туса лартмалла. Вырӑнти спортшкол валли воспитанниксене ӑмӑртӑва турттарма микроавтобус туянӗҫ.
Патӑрьел ялне комплекслӑ аталантармалли проект тӑрӑх 202,3 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫа-тенкӗ культурӑпа кану центрӗн ҫуртне тӗпрен юсама, ун валли оборудовани туянма палӑртнӑ тата паркра интернет ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ.

Чӑваш Енре «Чӑваш ахах-мерченӗ» регионсем хушшинчи фольклор фестиваль-конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса «Трктор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ ирттернӗ.
Конкурса Чӑваш Енри 16 муниципаллӑ округран тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 12 коллективран заявкӑсем килнӗ. Хутшӑнакансен шучӗ ҫапла майпа 750 ҫынна ҫитнӗ. Иккӗмӗш тура Чӑваш Енри Элӗк, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенчи тата Мускаври, Пушкӑртсанри, Тутарстанри, Пензӑпа Самара облаҫӗсенчи 6 коллектива суйласа илнӗ.
Пӗрремӗш степеньлӗ дипломсене виҫӗ коллектив тивӗҫнӗ. Вӗсем — Красноармейски тӑрахӗнчи «Трак ен» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Антонина Никонорова), Мускаври «Ентеш» фольклор ансамбьлӗ (ертӳҫи — Алевтина Тельцова), Пушкӑртстанри «Мерчен» фолькор ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Романова).

Красноармейски тӑрӑхӗнчи прокуратура ачасене йытӑ ҫыртнӑшӑн администрацине явап тыттарасшӑн.
Хуҫасӑр йытӑсем ачасене Красноармейскинчи Ленин тата Слукин урамӗсенчи ҫуртсем тӗлӗнче тапӑннӑ. Вӗсем икӗ ачана шар кӑтартнӑ. Вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ачасен правине хӳтӗлесе вырӑнти надзор органӗ суда тухнӑ. Тавӑҫра Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен 20 пин тенкӗ укҫа шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Ку вӑл — ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма.

Красноармейскинче ҫапкаланчӑк йытӑсем ачана тапӑннӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Ленин урамӗнче пулнӑ, тепри — Слукин урамӗнче. Ачасене кун хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Кам айӑплӑ? Килсӗр чӗрчунсемшӗн вырӑнти администраци яваплӑ. Ҫавӑнпа прокуратура округ администрацийӗнчен кашни ача валли 20-шер пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӑна пӑхса тухаҫҫӗ.

Красноармейски салин культура ҫуртӗнче, Ҫемье ҫулталӑкне тата Хӗрарӑмсен кунне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ.
Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухнӑ. Хӗрсем чӑваш нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне ятарлӑ жюри хак панӑ.
Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2024» ята Анастасия Ершова (Трак вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2024» — Анна Жидова (Упи вӑтам шкулӗ). «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» - Ирина Степанова (Красноармейски вӑтам шкулӗ), «Сӑпайлӑ пике» - Карина Родионова (Еншик Чуллӑ территории пайӗ), «Хӳхӗм пике» - Инна Андреева (Алманч вӑтам шкулӗ), «Тарават пике» - Агния Егорова (Чатукасси территори уйрӑмӗ), «Пултаруллӑ пике» - Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ), «Илӗртӳллӗ пике» - Кристина Иванова (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята вара Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ.
