Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ черетлӗ хутчен уҫӑлнӑ. Ӑна, аса илтерер, Максим Михайлова халалланӑ.
Паянхи фестиваль шучӗпе — ҫирӗм ҫиччӗмӗш. Паян П. Чайковскин «Евгений Онегин» оперипе куракана савӑнтарнӑ. Тӗп партисенче Сартури Михаил Журков, Ярославььти Альбина Хрипкова, Беларуҫри Юрий Городецкий пулнӑ.
Кӑҫалхи фестивальте ҫавӑн пекех — Г.Доницеттин «Любовный напиток», Дж.Вердин «Риголетто» оперисемпе, «21 ӗмӗрти тенорсен» арт-проекчӗ тата, яланхиллех, гала-концерчӗ. Ют регионсенчен килнӗ сцена ӑстисем те чӑвашсене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗрлӗ оперӑра тӗлӗнтерӗҫ.
Опера фестивалӗ уҫӑлнӑ савӑк саманта кураканпа Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе, ытти тӳре-шара пайланӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кашни ҫулах ҫу уйӑхӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ҫитес ҫул вӑл хӑҫан йӗркеленӗ?
Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти кинофестивале ирттересси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче иртӗ. 11-мӗш хут йӗркеленекенскер пилӗк куна тӑсӑлӗ.
Михаил Игнатьев хушура ЧР Министрсен Кабинечӗн кинофестивале йӗркелемелли пирки палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Михаил Васильевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ку ӗҫе хутшӑнма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене кинофестивале ҫутатма сӗннӗ.
Паян, чӳкӗн 17-мӗшӗнче, «Асам» III кинофестивале пӗтӗмлетӗҫ, ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. Вӑл 13 сехетре «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче иртмелле.
Чӑваш халӑх сайчӗ сире хӑш номинацире кам мала тухнине онлайн мелӗпе пӗлтерсе тӑрӗ! Пирӗнпе пулсан эсир хыпарсене чи малтан пӗлӗтӗр!
Ҫакӑнпа эпир хамӑр онлайна вӗҫлетпӗр. Тепӗр кинофестивальччен!
Марат Никитинӑн тепӗр фильмне чӑваш халӑхӗ пирки ӳкерме шантарчӗҫ.
Гран-при кӑҫал та Марат Никитин фильмне лекрӗ. FUGA фильм тивӗҫрӗ.
Гран-при париччен хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.
Сцена ҫине Ултиар Цыпленков хӑпарать. Вӑл ҫӗнтерӳҫе пӗлтерӗ.
Дуняша стайлсем юрланӑ хыҫҫӑн гран-при кама лекнине пӗлтерӗҫ. Кама лекессине ӑнлантӑр та ӗнтӗ пуль? Куракансем вӑл фильма пысӑк хак панӑччӗ, ӑна ҫитекеннисем ҫук тенӗччӗ.
Халь ӗнтӗ гран-при ҫеҫ юлчӗ пулас. Пирӗн вулакансем кинофестивальпе ытлашши кӑсӑкланмаҫҫӗ пулас, нихӑште хӑйӗн шухӑшне пӗлтермерӗ-ха.
Куракансен кӑмӑлне кайнӑ фильмсем: "Движение в Чебоксарах" тата "Дамский угодник".
Андрей Армант оператора ("Битва за Новоюжку") тата Алексей Енейкина ("Пирӗн пуласлӑх туслӑхра") чысларӗҫ.
"Шанчӑк" номинаципе Николай Медведьев чыслать.
Купӑсҫи - Егор Матвиевский.
Чи лайӑх илемлӗ фильм тесе "Битвӑ за новоюжку. Политик" пӗлтерчӗҫ. Режиссерсем: Юрий Спиридонов тата Дмитрий Цыганов.
Чи лайӑх докуменлӑ фильм - "Шагнувшие в бессмертие". Реж. В. Васильев.
Чи лайӑх кӗске фильм - "Мэтр". Леонид Трифонов чыслать.
Тӑхтав вӑхӑтне "Янташ" ушкӑна пачӗҫ.
Арҫын рольне чи ӑста выляканӗ вара - Василий Павлов (Ехрем хуҫа)
Зоя Аристархова хӗрарӑм рольне чи ӑста вылякан тесе пӗлтерчӗҫ. (Йӑх вӑрманӗ)
Иккӗмӗш планри арҫын рольне чи ӑста вылякан Сергей Трапыцын.
Анна та Демьян та тухмарӗҫ, инҫетрисем иккен.
Иккӗмӗш планри хӗрарӑм рольне чи ӑста вылякан - Анна Троянская (FUGA).
Эпизодлӑ арҫын рольне чи ӑста вылякан - Демьян Корягин. Мэтр кинори.
Эпизодлӑ хӗрарӑм рольне чи ӑста вылякан - Римма Гаврилова
Чи лайӑх вылякансене сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Светлана Асамат чыслать.
И лайӑх сасӑ режиссерӗ - Алексей Гордеев. ("Мэтр" фильм)
Илтимер Иосиф Трера пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшнӑшӑн тав турӗ.
Чи лайӑх монтаж режиссерӗ - Виктор Чугаров.
Чи лайӑх оператор - Илтимер Ефремов.
Чи лайӑх композитор - Фуга фильм кӗвӗҫи - Ян Тараненко тата Илья Чесноков
Чи лайӑх сценаришӗн Татьяна Ильина тивӗҫрӗ. Николай Угаслов чысларӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Иванова Ирина (Шупашкар), иккӗмӗш - Бабичева Диана (Питӗр), виҫҫӗмӗш - Слепых Юлия (Ӗренпур). Иккӗшӗ инҫетрен ҫитеймен.
Халь плакатсен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетеҫҫӗ. Праски Витти чыслать.
Кӳлепене кӑҫал чи малтан пирӗн Лапсар тӑрӑхӗнчи ҫын тивӗҫрӗ :)
Ятарлӑ номинаци. Чӑваш кино ӳнерне алаталтарнӑшӑн ятарлӑ парнене Леонид Трифонова чысларӗҫ. Культура министрӗн ҫумӗ чысларӗ.
Жюри пайташӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш пикисем фестиваль кӳлеписене илсе тухрӗҫ.
Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем "Чӗрӗ сас" спектакльти пӗр пая лартаҫҫӗ.
В 1930-х годах чувашскому кино пришел кирдык терӗ, паян вара вӑл чӗрӗлчӗ терӗ. Пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.
Сцена ҫине Иосиф хӑй тухрӗ.
Аса илтеретпӗр, ку фильмри тӗп роле Иосиф Трер вылянӑ.
Пуҫланчӗ. "Ҫеҫпӗл" фильм кӑтартаҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулсенче чыславра халӑх уҫнинчен сахалрахччӗ. Кӑҫал вара ку ҫитменлӗхе пӗтернӗ. Залра халӑх уҫнӑ вӑзӑтринчен те ытларах.
Николай Угаслов ҫитрӗ. Министрсем пулмаҫҫӗ пулас. Культура министрӗн ҫумӗ ҫитмелле. Яковлев командировкӑран таврӑнайман терӗҫ.
Сӑмах май зал паян та лӑк тулли пулӗ. Пӗчӗк ҫав ку зал.
Чыслав вӑхӑтӗнче фотосем пулмӗҫ пуль. Ҫыхӑну кунта япӑхрах.
Сирӗн шутпа хӑш фильм гран-прине тивӗҫӗ? Комментарисенче ҫырӑр. //пире пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ, анчах эпир сире халех каламӑпӑр. Тӑхтама тивӗ.
Кинофестивале чаплӑн мӗнле уҫнипе паллашма пултаратӑр: chuvash.org/news/17424.html — ӑна та эпир онлайн мелпе ҫутатса пытӑмӑр.
Чи малтанах аса илтерер, пӗлтӗрхи кинофестивальте гран-прине Владимир Карсаковӑн «Сурӑм хӗрӗ» тивӗҫнӗччӗ; виҫӗмҫул — Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Слован Савгайӑн хайлавӗсен ача-пӑча валли «Ӗмӗт» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
500 экземплярпа кун ҫути курнӑ кӗнеке авторӗ, Вячеслав Николаевич Кондратьев, Слован Савгай ячӗпе ҫырнӑ. Кӗнекене Светлана Бритвина художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Иванова.
Кӗҫӗн шкул ачисем валли пичетленӗскер аслӑрах ҫулхисӗне те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Кӗнекери сӑвӑсен тӗп шухӑшӗ — тӑрӑшмалли. Пӗчӗккисен, паллах, тӑрӑшса вӗренмелле. Ҫине тӑрсан ӗмӗтсем пурнӑҫланасса шанма пулать.
Ҫӗнӗ кӗнеке тухни пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Чӑваш кӗнеке издательстви пӗлтерни тӑрӑх хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Кавказра тата Раҫҫейӗн кӑнтӑр районӗсенче сахал вулани Раҫҫей патшалӑхӗн хӑрушлӑхӗ пуласси пирки хӑйӗн шухӑшне маларах ФСБ пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Степашин пӗлтернӗ. Енчен те Мускавра халӑхӑн 70% кӗнеке вулать пулсан, палӑртнӑ тӑрӑхсенче ку кӑтарту 15-17% ҫеҫ.
«Если там отсутствует наша общая российская и советская культура, наш русский язык, наша книга, то они будут читать свою ваххабитскую литературу. Это вопрос не только потери общекультурного пространства, это и вопрос безопасности» (чӑв. ́́́Енчен те унта пирӗн пӗрлехи раҫҫей тата совет культури, пирӗн вырӑс чӗлхи, пирӗн кӗнеке ҫук пулсан — вӗсем хӑйсен ваххабит литературине вулӗҫ. Ку пӗрлехи культура анлӑшне ҫухатас ыйту ҫеҫ мар, кунта хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ те пур), — ӑнлантарнӑ Степашин.
Сахал вуланин сӑлтавӗсен шутӗнче вӑл кӗнекесем ытла хаклӑ пулнине каланӑ. Хушма хак налукне (НДС) кӗнеке ҫумне Европӑри патшалӑхсенчен Раҫҫейре тата хӑшӗ-пӗринче кӑна хушаҫҫӗ имӗш. Ку вара кӗнеке хакне вӑйлӑ ӳстерет.
Паян Санкт-Пеьербургри Эрмитажӑн Тӗп штабӗн ҫуртӗнче асӑннӑ хулара енчери VI культура форумӗ уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец, РФ культура министрӗ Владимир Мединский, Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Георгий Полтавченко тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Питӗрти 34 пин ҫынлӑ форума Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.
Кӑҫалхи форума 79 ҫӗршыври делегаци хутшӑнни паллӑ. Ольга Голодец мероприятие уҫнӑ чух калашле, унта ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ.
Форум виҫӗ куна тӑсӑлӗ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта Питӗрти мӗнпур культура учрежденийӗ хутшӑнать.
Фонограммӑпа юрлакансене «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗннӗ. Хӑйӗн ятне пытарса Шӗвӗртӳк аппа тесе ҫыракан ҫав этем ҫапла ҫавӑрттарнӑ: «Пустуях калаҫҫӗ: куракан фонограмма плюспа юрланине йӗркеллӗ пулӑм евӗр йышӑнать, хӑнӑхрӗ тесе. Ҫакна хирӗҫлес килет. Ҫынсем искусствӑллӑ хӑтланусенчен йӑлӑхрӗҫ, вӗсем чӑн-чӑннине курасшӑн. Полина Борисовӑн концертӗнче эпӗ хам асӑрхарӑм ҫакна.
Полина ашшӗпе пӗрле номер хатӗрленӗ. Раҫҫей культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий пичче купӑс каласа хӗрӗпе пӗрле халӑх юррине шӑрантарчӗ. "Ҫапла мӗн пӗчӗкрен аттепе пӗрле юрласа ӳснӗ эпӗ", - аса илчӗ Полина. Вӗсене зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. Чи лайӑх номер пулчӗ вӑл маншӑн. Патреккелтен ҫитнӗ фольклор ушкӑнне те лайӑх йышӑнчӗ куракан. Полинӑн ывӑлӗ Максим, амӑшӗн пӗр концертӗнчен те юлманскер, хальхинче «Кампур» юрра шӑрантарчӗ. Хӑйсене чӑваш эстрадинче ят-сум ҫӗнсе илнӗ тесе шутлакан юрӑҫсене ҫак арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗнес килет: Максим пек чӗрӗ сасӑпа юрлӑр! Вара сирӗншӗн те алӑ ҫупма ӳркенмӗҫ».
Француз писателӗн Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗк принц» аллегорилле юмах-повеҫне француз чӗлхинчен Юрий Артемьев профессор, паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ чӑвашла куҫарнине чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке ют ҫӗршыв ҫыннисене те кӑсӑклантарнӑ. Австрири Герхард Вольц кӗнекен 5—10 экземплярне туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «…Эпӗ ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллатӑп, «Маленький принц» кӗнеке питӗ килӗшет. Ман ӑна питӗ туянас килет», — ҫырнӑ Бельгире пурӑнакан Патрик Баерт. Кӗнекешӗн вӑл акӑлчанла, вырӑсла тата чӑвашла тав тунӑ.
Испанири Хосеп Гонзалес Николас вӗренекенсемпе пӗрле Антуан де Сент-Экзюпери пултарулӑхне тӗпчет. Ҫавна май «Маленький принц» кӗнекене тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнине пухать. Испание 20 экземпляр ярса пама ыйтнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тутапстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче «Пӑва районӗнчи чӑваш пики — 2017» титулшӑн ӑмӑрту пулса иртнӗ.
Тӳрере культура управленийӗн ертӳҫисем, Пӑва тӑрӑхӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи Владимир Ильин, Рункӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Гордеев, 2017 ҫулхи «Уяв пики» Анастасия Павлова, 2016 ҫулхи «Раҫҫей чӑваш пики» Ксения Романова пулнӑ.
Сцена ҫинче ултӑ хӗр тухнӑ. Спонсорсем хушшинче чӳречепе алӑк кӑларакансем те, ылтӑн сутакансем те, усламҫӑсем те пулнине пӗлтерет «Сувар» хаҫатра Константин Малышев.
Тӗрлӗрен номинацире мала тухнисене ювелир салонӗнче тавар туянмалӑх 5 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.
Мӑкӑр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплина мала тухнӑ. Екатерина кӑҫал «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗнче» те палӑрнӑ, ҫитес ҫул ҫуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсра Пӑва районӗн чысне хӳтӗлӗ.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Ольга Шарыкина пианистка тата концертмейстерӑн юбилей концерчӗ иртнӗ.
Халӑхсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ концерт пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех рояль умӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыкине Ольга Николаевна парӑнни 42 ҫул ӗнтӗ. Ҫав шутран
виҫӗ теҫетке ытла ҫулне пианистка Федоров Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тӑрӑшать. Вокалистссемпе инструменталистсен коцертмейстерӗ пулса вӑл вӗренекенсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнисем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Сартури, Хусанти тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухаҫҫӗ.
Ольга Шарыкина пики каласан, хай вӑл Йошкар-Олари музыка училищинче тата Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторинче фортепьяно факультетӗнче вӗреннӗ. Тулӑри музыкӑпа педагогика училищинче фортепьяно ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Шупашкарта вӑл филармонин музыка лекторийӗ концертмейстерӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ балет класӗнче аккомпаниатор пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.