Чӑваш патшалӑх филармонине юсама пуҫланине «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова паян халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Рита Кириллова ку хыпара «нумай калаҫнӑ, питех кӗтнӗ» пулӑм тесе хакланӑ.
Чӑн та, 2016 ҫул вӗҫӗнче эпир Чӑваш Ене килмелли 80 миллиона пирӗн региона ярса памассине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавассӑр хыпара ун чухне Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑччӗ.
Пирӗн тӑрӑха уйӑрма палӑртнӑ 79,6 миллион ытларах тенке касса илесси ҫинчен калакан хушӑва РФ финанс министрӗ Антон Силуанов раштавӑн 16-мӗшӗнчех кӑларнӑччӗ. Ун пек тума федераци министрӗ Чӑваш Ен спорт объекчӗсене хӑпартма хӑй енчен укҫа уйӑрманнипе сӑлтавланӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем Мария Матвеева патӗнче пулнӑ. Чӑвашла тумланса, купӑс йӑтсах кайнӑ унта вӗсем. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Мария Александровна 90 ҫул тултарнӑ.
Мария Матвеева ӗмӗрӗпех тӑван совхозра ӗҫленӗ. Малтан вӑл фермӑра дояркӑра тӑрӑшнӑ, кайран хӑмла пахчинче тар тӑкнӑ. Пур ӗҫре те вӑл тивӗҫе чунтан пурнӑҫланӑ, йывӑр е ҫӑмӑл ӗҫ тесе тиркесе тӑман.
Тӑхӑр вунӑ ҫула ҫитнӗ пулин те кинемей хӑйне аван туять. Вӑр-варлӑхӗ те унӑн чакман, пурнӑҫа та вӑл малтанхиллех юратать.
Мария Матвеевӑна культура ӗҫченӗсем ҫуралнӑ кунпа саламласа нумай-нумай ҫул пурӑнма сывлӑх, вӑй-хал суннӑ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарса хӑварнӑ. Хӑйне хисеп тунӑшӑн кинемей вӗсене тав тунӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Федор Павлов (1892-1931) ҫыравҫӑ тата композитор ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах унта ҫыравҫӑпа тата композиторпа паллаштаракан кӗнекесем тата сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллаштаракан «Итле купӑс мӗн калать...» курав уҫӑлӗ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Федор Павловӑн юбилейне халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнине, ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Телятова асра тытнине палӑртса каҫ иртнӗ.
Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче телеоператор 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче вилнӗ.
Вулавӑшӑн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче иртнӗ асӑну каҫне наци культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗсем (малтан тӑрӑшнисем тата хальхи вӑхӑтрисем), вӗренекенсем, журналистсем хутшӑннӑ.
Асӑну каҫне Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкҫӑ, композитор тата телеертӳҫӗ Александр Осипов уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Вячеслав Телятов телеоператор пурнӑҫӗ, унӑн Чӑваш Республикин культуринчи пӗлтерӗшӗ, утса тухнӑ кун-ҫул каҫалӑкӗ ҫинчен вӑл питех те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин Культурӑн, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви культура отраслӗнче вӑй хуракансем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутласа кӑларнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсенче культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи сакӑр уйӑхринчен 3,7 процент ӳснӗ.
Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра ӗҫ укҫи уйӑхсерен вӑтамран 16 пин те 83 тенкӗ 60 пуса ларнӑ. Шалу патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлени тӑрӑх уйрӑлса тӑрать. Статистика цифрисем ҫапларах: патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 19 пин 865 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ, муниципалитетӑн культура учрежденийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсенче 13 пин те 952 тенкӗ те 90 тухнӑ.
Мускаври «Наука» (чӑв. Ӑслӑлӑх) издательство ҫулталӑк вӗҫӗнче чӑваш ӑсчахӗсен монографийӗсенчен пухса хатӗрленӗ кӗнекене кӑларма пикенӗ. Вӑл «Чӑвашсем» ятпа вырӑсла кун ҫути курӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем ӑна темиҫе ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑсчахсен ушкӑнне истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ертсе пынӑ.
Кӗнекене вуласа мӗн ҫинчен пӗлме май пулӗ-ха? Тӗпрен илсен, унта чӑвашсен этника тата культура аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн этногенез тата этнодемографи лару-тӑрӑвне ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш йӑли-йӗркине, хальхи культурине, ӗненӗвӗпе мифологине сӑнласа кӑтартнӑ. Кӗнекере культура тытӑмӗнчи профессионалсем ҫинчен те, наци кухнипе ҫи-пуҫӗ пирки те вуласа пӗлме май пулӗ.
Палӑртса хӑварар, пархатарлӑ проект епле пурнӑҫланнине Раҫҫейри Этнографипе антропологин наукӑпа тӗпчев институчӗ сӑнаса тӑрать.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗ ҫумӗнче «Ҫунатлӑ чӑвашсем» пултарулӑх тӗпелӗ йӗркеленӗ. Ун пирки хастар хӗрарӑмсем Шупашкарти чӑваш наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлекен кафене пуҫтарӑнса калаҫса татӑлнӑ.
Пултарулӑх тӗпелӗнче — сӑмах, ӳнер, сцена ӑстисем, вӗрентекенсем, музей ӗҫченӗсем, кӗнеке кӑларас тата сиплев тытӑмӗнче вӑй хуракансем.
Йӗркелӳ саманчӗсемпе пӗрлех калаҫу тӑван литература, чӗлхе, ӳссе пыракан ӑрӑва ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине манма парас мар тесен мӗнле ӗҫ-утӑм тӑвасси тавралла пынине «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтерет.
«Ҫунатлӑ чӑвашсем» пултарулӑх тӗпелӗн черетлӗ ларӑвне авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Таллин кӑҫалхи кӗркунне уйӑхсерен чӑвашла калаҫӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫуртне Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова чӑваш пӗлтернӗ.
Ираида Захарова «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2010 ҫулта Эстони радиопӗрлешӗвӗ тӗрлӗ халӑхпа ӗҫлессине ҫӗнӗ шая кӑларать. Ҫавна пула 2010-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа унта «Ӑраскал» радиокӑларӑм тухма тытӑннӑ.
Чӑвашла передачӑсене Ираида Захарова йӗркелесе ертсе пырать. 2010 ҫултанпа эфира кӑларӑм 71 хут тухнӑ, вӑл шутран 52-шӗ — чӑвашла, ыттисем — вырӑсла.
Эстонири радио 4 каналпа ӗнер паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шурсухалсем республикӑри наци политикине Чӑваш Наци вулавӑшне пухӑнса сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял Чӑваш халӑх сайчӗн журналистне Нелли Пальмовӑна ӗнер пӗлтернӗ.
Лару тӗллевӗ — наци чӗлхисене урӑх халӑх ҫыннисене вӗрентнине ирӗксӗрлени вырӑнне хаклакансем тухса кайнине сӳтсе явасси. Пусахлани тенипе Виталий Станьял ӑсчах пӗр енчен килӗшет — ҫынна пусмӑрлани ырӑ япала мар. Анчах шкул программинчи предмета ирӗксӗрлени вырӑнне йышӑна пуҫласан ачамӑрсене вырӑсла та, акӑлчанла та, тутарла та, чӑвашла та, хӑшӗсене вара физикӑпа химие те вӗрентмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл предметсем те теприсене кирлӗ пулмӗҫ.
Наци республикинче пурӑнса унти халӑха тата унӑн культурине хурланине Виталий Станьял культурӑсӑрлӑх тесе хаклать.
Чӑваш республикин культура министрӗ Константин Яковлев паян Иваново облаҫӗнче пулнӑ, унти культура учрежденийӗсене ҫитсе курнӑ.
Тӗпрен илсен, Ивановӑри музыка училищин, патшалӑх театрӗсен комплексӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, Палех поселокӗнчи Палех искусствин патшалӑх музейне, Ново-Талицы салинчи Цветаевсен ҫемье музейне ҫитсе курнӑ. Унсӑр пуҫне министр Ревель Федоров художникӑн Ивановӑри художниксен ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Хайӗн туприпе вӑрттӑнлӑхӗсем» куравӗпе киленнӗ.
Ҫапах та Константин Геннадиевич инҫе ҫула тухнин тӗллевӗ урӑх: Чӑваш республикин Культура министерствипе Иваново облаҫӗн культурӑпа туризм департаменчӗ малашне пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме, пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа чӑваш театрӗсем хӑйсен спектаклӗсемпе Иваново облаҫӗнчи куракансене паллаштарӗҫ, унти театрсем пирӗн пата гастрольпе килӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.