«Гордость чувашской нации - народная артистка СССР Вера Кузьмина (16.11.1923 г.р.) Вере Кузьминичне 94 года, но она по сегодняшний день на сцене Чувашского академического драматического театра.
Пирӗн Аннемӗр, пирӗн мӑнаҫӑмӑр, халӑхӑмӑрӑн чун-чӗрепе ӑс-тӑн хӑватне кӑтартакан Ҫын», — ҫапла хыпарланӑ паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче паллӑ тележурналист, драматург, сӑвӑҫ, Марина Каяргина.
Чӑн та, Вера Кузьмина кӑҫал 94 ҫул тултарчӗ. Тӑхӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ пулин те вӑл чӑваш театрӗн сцени ҫине тухать. Ытти тӗрлӗ мероприятие те халӑх юратакан, сума сӑвакан, пуҫ таякан, вӑл сцена ҫине тухнине пысӑк уявӑн йышӑнакан артист тӗрлӗ мероприятие хутшӑнать. «Асам» кинофестивальте те СССР халӑх артисткине курма тӳр килнӗччӗ.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ вӗҫленчӗ. Аса илтерер, ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви тата Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫал иккӗмӗш хут театр форумӗнче тӗрлӗ номинаципе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Унта хамӑр театрӑн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев та палӑрнӑ. «Виҫ кӗтеслӗ юрату» спектакле режиссер пулса лартнӑ. Иосиф Дмитриев «Ҫамрӑксем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» палӑрнӑ. Ҫак спектаклӗн авторне Геннадий Тимофеева (Челпир) «Чи лайӑх пьеса» номинацире палӑртнӑ. Ку спектакльте Аниҫҫе сӑнарне калӑпланӑ Наталья Ахмед «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
(Л.Н. Сачковӑн юбилейӗ ҫитнӗ май)
Хур кайӑксем карталанса вӗҫетчӗҫ,
Алӑ сулса ӑсатрӑм вӗсене.
Кӗрхи ҫанталӑк куҫҫульпе йӗретчӗ,
Текерлӗк ҫеҫ шыратчӗ савнине...
...Хуркайӑксен вӗсен хӑйсен ҫул терчӗ.
Алӑ сулсах ӑсатрӑм вӗсене.
Паян сив хӗл ҫил вӗҫтерсех хӳтерчӗ
Ман чунӑмри аса илӳ йӗрне.
(Сачкова Л.Н. Ҫеҫенхирти ир. – Шупашкар, 2012. С. 22).
Халӗ те, ӗлӗк те кун-ҫул лавне пуҫӗпех кӳлӗннӗ чӑваш ҫыннишӗн пурнӑҫ сукмакӗсем пӗртте ҫӑмӑл пулман. Уйрӑмах, тен — ҫыравҫӑсемшӗн те. Апла пулин те, кашни ҫын ӑраскалӗ-шӑпи савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ самантсем ҫак тӗркешӳллӗ пӑрӑҫ-пурӑнӑҫ-пӑрӑнӑҫра парнелетех пире. Ҫавна ытлӑн-ҫитлӗн туйма-курма ҫуралнӑ та хут ҫине сипетлӗ Сӑмах шӑрҫалакан калем ӑсти. Ун валли — куҫпа виҫейми, алпа тытайми, сӑмахпа вырнаҫтарайми пӗтӗм ӑс-хакӑл тӗнчи.
Пӗр енчен, ҫав вӗршӗн евӗрлӗ харсӑр та вӗҫевлӗ Ҫӗр-аннемӗрӗн, Ҫутҫанталӑкӑн, Ӑс-Хакӑлӑн таҫти авӑрӗсенчен капланса килекен тарӑнӑҫлӑ тивлетсем утса тухнӑ кун-ҫулӑн такӑрах мар сукмакӗсене куҫ умне ҫавра ҫил пек кӑларса тӑратаҫҫӗ те ҫыравҫӑсем, тен, туса ҫитереймен ӗҫсем патне тепӗр хут вӗсемех таврӑнма пире хистеҫҫӗ, малаллах шав уттараҫҫӗ.
Муркаш рсйонӗнчи Юнкӑри культура ҫуртӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куракансем валли чаршав уҫӑлнӑ. Ҫавна май унта «Яланах театр» кану каҫӗ иртнӗ.
Сцена ҫине культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юнкӑ» драмкружока ҫӳрекен артистсем тухнӑ. Ҫакӑнпа драмкружок хӑйӗн театр сезонне пуҫланӑ. Сцена ҫине ташӑ кружокне ҫӳрекен ачасем те хӑпарнӑ. Кану каҫӗнче тӗрлӗ сценкӑсам, шӳтсем, анекдотсем пулнӑ.
Н. Сидоров ҫырнӑ «Пуҫа килсен пуҫана» комедири тата Г. Скворцовӑн «Мыскарасӑр туй пулмасть» сыпӑксене куракансем кӑмӑлпах йышӑннӑ. «Кин килчӗ» тата «Аполлон статуя» шӳтснм е куракана килӗшнӗ.
Драмкружока ҫӳрекен А. Яргунькина ҫырнӑ «Упрасччӗ аннене» тата «Тӑвас марччӗ йӑнӑш» сценкӑсенче куракана валли пӑлханмалли тата пурнӑҫра шухӑшлаттаракан самантсем пулнӑ.
Кино фончӗ 500 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе хуласенчи кинотеатрсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурс кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен иртнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура ҫурчӗ те каялла тавӑрса памалла мар субсидие илме тивӗҫ учрежденисен йышне лекнӗ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, халӗ те ял-салари культура учрежденийӗсене 5 миллион тенкӗ таран парса пулӑшаҫҫӗ. Анчах ҫав кинозалсенче кайран хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене 50 процент таран кӑтартмалла.
Палӑртса хӑварар, 2015 тата 2016 ҫулсенче Кино фончӗ ял-салари тата пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсене цифра оборудованийӗпе тивӗҫтерме, залсене ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енри 12 учреждени пӗтӗмпе 60 миллион тенкелӗх субсиди илнӗ, унпа усӑ курнӑ.
Юрий Янилкин блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче темиҫе кун каярах Чӑваш Енӗн культура министрӗн Константин Яковлевӑн ячӗпе ҫыру вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл Ютуб видеохостингра ofizery канала тытса пынине пӗлтернӗ. 6 ҫул ӗҫлекен канал чӑваш культурин, эстрадин, классика музыкин, ӳнерӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнине палӑртнӑ. Каналпа паллашма ҫырӑннисен шучӗ 1700-тен иртнӗ, куллен 2 пине яхӑн ҫын унти видеосене пӑхать-мӗн. Ултӑ ҫулта канала 2,5 миллион хут пӑхнине, унта 5 пине яхӑн видео пулнине те асӑннӑ.
Каналта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн 85 ҫулхи юбилей концертне те вырнаҫтарнӑ иккен. Анчах автор правине пӑснӑ тесе видехостинга ҫӑхавлакансем тупӑннӑ, хостинг канала хупасси пирки блогера асӑрхаттарнӑ.
Каярах ҫак ыйту татӑлнӑ. Театрӑн ертӳҫисем ҫӑхавламанни, унта ӗҫлекенсем кӑмӑлсӑрланни палӑрнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Михаил Семенова халалласа тӗрлӗ регионсенчи ҫамрӑк эстрада юрӑҫисен хушшинче Х-мӗш конкурсӗ иртнӗ. Унта Муркаш райтнӗнчи Москакасси культура ҫуртӗнчи «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи Радимир Семенов та хутшӑннӑ.
Конкурс 4 сехет тӑсӑлнӑ. «Тӳресем конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ хушӑра, ытти юрӑҫсепе пӗрле, Мосакаксси культура Ҫуртӗнче «Шуҫӑм» ушкӑнра вӑй хуракан Сергей Николаев залра ларакансене илемлӗ юррисемпе хавхалантарчӗ. 24 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Р. Семенов «Юр пӗрчи» юррипе, жюри членӗсене тыткӑнласа I степенлӗ лауреат ятне илсе ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. С. Николаева та ҫак конкурса йӗркеленӗ ҫӗрте пулӑшу парса тӳпе хывнӑшӑн, тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарчӗҫ», — тесе хыпарлать Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г. Голубева.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Муркашра «Муркаш пики — 2017» районти конкурс иртнӗ. Илемлӗх ӑмӑртӑвне 10 ял тӑрӑхӗнчен: Муркаш, Катькас, Ярапайкасси, Чуманкасси, Шетмӗпуҫ, Хӗтеркасси, Юнкӑ, Оринин, Москакасси, Турай — енчи хӗрсем хутшӑннӑ.
Хӗрсене тӳре пулса «Строительство материалӗсен комбиначӗ» предприятийӗн пуҫлӑхӗ Павел Вязовӗ, райадминистрацин культура, архив ӗҫӗн тата туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Рената Ананьева, Чӑваш наци конгресӗн районти пайӗн пуҫлӑхӗ, 2016 ҫулта «Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ Наталия Николаева, Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Давыдов хакланӑ.
«Муркаш пики — 2017» ята Муркашри Арина Тихонова ҫӗнсе илнӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗ тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗрлехи викторина ирттереҫҫӗ. Ӑна ӳнер учрежденине уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Театр ӳнерне кӑмӑллакансен хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме тата парне выляса илме май пур.
Викторинӑна хутшӑнакансен 11 ыйтӑва хуравламалла. Вӗсем театр историйӗнчи паллӑ тапхӑрсенчи пӗлтерӗшлӗ фактсемпе ҫыхӑннӑ.
Викторнӑн хутшӑнакансен хуравӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хуравсене lrigel@rambler.ru электрон адреспа ямалла е редакцие кӗртсе памалла. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче «Конкурссем» рубрикӑра вырнаҫтарнӑ.
Пӗрремӗш каналпа шӑмат кунсерен эфира тухакан «Играй, гармонь любимая» (Выля, юратнӑ хуткупӑс) телекӑларӑмра паян Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем пулчӗҫ. Эфирта Шупашкар районӗнчи «Телей», Шупашкарти «Эревет», «Уяв» ансамбльсене, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Нестареющие сердца» тата Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗнчи сыпӑксене кӑтартрӗҫ. Хуткупӑсҫӑсенчен Николай Алексеев, Ҫӗрпӳри Николай Ключников татӑ Эльвира Тимофеева, Комсомольски районӗнчи Михаил Луков, Етӗрне районӗнчи Михаил Михайлов, Шупашкар районӗнчи Валерий Васильев пулчӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал иртнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑрккине «Играй, гармонь любимая!» кӑларӑма ӳкерекен Захар тата Анастасия Заволокинсем концертпа килнӗччӗ. Кайран вӗсем темиҫе пултарулӑх ушкӑнне телекӑларӑм ӳкернӗччӗ. Телекӑларӑма хатӗрлекенсем Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.