«Чӑваш эстрада юррисенчен тӗлӗнсе каятӑп: хӑш юрра кӑна ямастӑн — пӗр тӗрлӗ тӑнкӑр-тӑнкӑр кӗвӗ... Пӗр ҫыракан пурин валли те кӗвӗсем шаплатарать кӑна. Ҫакӑн пек кӗвӗсем 90-мӗш ҫулсенченех пыраҫҫӗ... Юрлаканнисем лайӑх юрлаҫҫӗ, сассисем те пур - лӗпӗр- лӗпӗр мусӑкки пӗтерет... Ҫавӑнпа чӑваш эстрадин аталанӑвӗ ҫук», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский.
Микулай Павловский шухӑшне аталантарса теприсем сӑвӑ пахалӑхне те, юрлас ӑсталӑха та хурлассӑн туйӑнать. Мӗнех, кашнин хӑйӗн шухӑшӗ тейӗпӗр те лӑпланӑпӑр.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсене культурӑн ытти учрежденине куҫарнӑ. Мӗншӗн? Филармони ҫуртне юсаса ҫӗнетесшӗн.
Унта юсав ӗҫӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Ку ӗҫе часах вӗҫлеймӗҫ: 2020 ҫул тӗлне ҫеҫ.
Юсав ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗ Трактор тӑвакансен культура керменне куҫса кайнӑ. Хӑй филармони Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тата Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӗҫлӗ.
Куҫса кайнӑ пулсан та филармонири ушкӑнсен ҫӗнӗ пултарулӑх сезонӗ юпа уйӑхӗнче уҫӑлӗ.
Чӑвашла ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртакан комисси хӑйӗн ӗҫне кӑҫаллӑха вӗҫленӗ, чи маттуррисене палӑртса сумлӑ премисене кама памаллине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комисси пайташӗсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, ал ҫырусене тӗплӗ тишкернӗ, чӗлхине хак панӑ, хайлавсен стильне, композицине танлаштарнӑ, произведенисен воспитани сӗмне шыранӑ, вӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен еплерех калӑпланнине пахаланӑ.
Ҫапла майпа «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн «Шураҫка» ал ҫырӑвне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ, уншӑн автора 50 пин тенкӗлӗх грант пама йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире палӑрса Марина Карягина «Ҫӑкӑрпа сахӑр» хайлавӗшӗн 75 пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш номинацире Римма Прокопьевӑна ҫитекен пулман. Аслӑ классенче ӑс пухакансем валли шӑрҫаланӑ хайлавсене тишкерсе комисси пайташӗсем Римма Прокопьевӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» ал ҫырӑвне пысӑк хак панӑ.
Ҫак кунсенче Мускавра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ пырать. Унта артистсем виҫӗ спектакльпе: «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун», «Куккуклӑ сехет», «Манра Пихампар чунӗ» — ятлисемпе кайнӑ. Ӗнер кӑтартнӑ Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» драмине курма «чӑваш артисчӗсен виҫӗ ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ профессорсем те» пынӑ. Кун пирки артистсемпе Мускава кайнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищин профессорӗсем Татьяна Аносова тата Тамара Лякина спектакле те, артистсене те ырланӑ.
Татьяна Аносова, сӑмахран, Сергей Ивановпа Петр Садовникова хӑй вӗрентнине палӑртнӑ. Вӗсем пирки вӑл: «Маттур», — тесе каланӑ.
Ҫакна та аса илтерер: Ӗпхӳре тӗрӗк театрӗсен «Туганлык» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче «Куккуклӑ сехет» спектакль лартнӑччӗ, «Чи лайӑх сценографи» номинацире Валерий Яковлев режиссера палӑртнӑччӗ.
Шупашкар архитекторӗсем хулари Карл Маркс урамӗнчи Суту-илӳ ҫуртне хирӗҫле лаптӑкра 26 хутлӑ ҫурт тӑвассине хирӗҫленӗ. Кун пирки вӗсем ӗнер, аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Ҫӳллӗ ҫуртӑн строительствин проекчӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ лаптӑкра нумай функциллӗ ҫурт хӑпартмалла. Аялти хучӗсенче халӑха пулӑшу паракан предприятисем, темиҫе сийлӗ парковка, чи ҫӳлти хутра ресторан, ытти вара пурӑнмалли хваттерсем пулмалла. Анчах, архитекторсен шухӑшӗпе, кунашкал ҫурт хӑпартма ирӗклӗ вырӑн сахал, мӗншӗн тесен вӑл культура палӑкӗсен хӳтӗлев зонине те йышӑнма пултарать. Апла пулин те Евгений Тертышный тата Станислав Удяков архитекторсем строительствӑна хирӗҫ мар. Хула варринче пурӑнмалли ҫурт сахаллине, ҫавна май каҫсерен кунта ҫын сахал ҫӳренине палӑртнӑ вӗсем. Ку шухӑшпа Альфред Ибрагимов, Владимир Филатов, Александр Шевлягин и Елена Алипова архитекторсем пач килӗшмеҫҫӗ. «Ҫак ҫуртӑн Шалти ӗҫсен министерствин 14 хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнчен ҫӳллӗрех пулмалла мар», — хытарсах каланӑ вӗсем.
Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку строительство тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑнӑва архитекторсем хула тӳри-шарипе пӗрле ирттернӗ канашра тӑвӗҫ.
Ыран «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивалӗ иртет. Ӑна Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗ патӗнчи «Липовый край» (чӑв. Ҫӑкалӑх енӗ) кану вырӑнӗнче ирттерӗҫ.
Фестивале йӗркелекенсем кӑмпа ярмӑркки, кӑмпаран пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ, «Грибной марафон» (чӑв. Кӑмпа марафонӗ) тупӑшу иртессе пӗлтереҫҫӗ. Кайран пурте пӗрле пухӑнса кӑмпа яшки ҫийӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ку пулӑма туризмӑн ҫӗнӗ енӗ тесе хаклать. Ку вӑл пулӑм туризмӗ шутланать иккен. Раҫҫейре ку вӑл ҫӗнӗ ен, анчах вӑй илсе пырать теҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗ патӗнче иртекен кӑмпа фестивальне май пулсан ыран пурне те ҫитсе курма чӗнеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче тӑрӑшакан темиҫе ҫынна чыслама йышӑннӑ. 99-мӗш номерлӗ хушура культура ӗҫченӗсен ячӗ те пур.
Музыка искусствинче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Самана» вокал ушкӑнӗн юрӑҫине, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумне, ӗҫ тӑвакан комитет председательне Валерий Клементьева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Елена Красновӑна (ӑна чылайӑшӗ Османова тесен пӗлет пулӗ) «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Артистсене маларах та чысланӑччӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Сергей Иванова Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ хисеплӗ ят панӑччӗ, театрӑн тепӗр ӗҫченӗ, Аркадий Андреев, Сергей Ивановпа пӗр кун Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пулса тӑнӑччӗ.
Ӗпхӳре тӗрӗк театрӗсен «Туганлык» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ 6-мӗш хут иртнӗ. Пирӗн республика чысне унта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ хӳтӗленӗ. Вӗсем Пушкӑртри Мажит Гуфари ячӗллӗ театр сцени ҫинче Марина Карягинӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккуклӑ сехет» спектакле лартнӑ.
Ача илтерер: спектакль премьери пӗлтӗр пулнӑ. Ӗҫ-пуҫ пӗр ҫын ҫеҫ пурӑнакан кивӗ ҫуртра пулса иртет. Автор ҫивӗч ыйтӑва ҫӗкленӗ: ялсем пӗтсе пыраҫҫӗ.
Фестиваль жюрийӗ чӑваш театрӗн постановкине пысӑка хурса хакланӑ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Валерий Яковлев режиссера палӑртнӑ. Вӑл спектакль рижиссер-постановщикӗ те, ӳнерҫи те пулнӑ.
Чӑваш Ене килекен туризмсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйлас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн, суту-илӗвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Унта Шупашкарти обществӑлла апатлану предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Канашлура хускатнӑ ыйту — гастрономи туризмӗ.
Чӑваш Енре паян тӗрлӗ наци кухни пур. Ку вӑл питех те аван. Чи малтанах пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, темелле-тӗр. Ытти халӑхӑн ҫимӗҫӗпе сӑйланса вӗсене хаклама пултаратпӑр. Анчах мӗншӗн пирӗн, чӑвашсен, хамӑрӑн ҫимӗҫе туллин сӗнес мар. Нишлӗ мар вӗт халӑхӑмӑрпа пирӗн апат-ҫимӗҫӗмӗр: аш-пӑшран хатӗрлекен ҫимӗҫе кӑмӑллакансем валли шӑрттан, шӳрпе пур; кукӑль-ҫӑмах юратсан — хуплу, хуран кукли...
Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуҫисем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме пуҫличчен туроператорсемпе калаҫса татӑласшӑн. Ара, лешсем туристсене хайсем патне илсе пырсан аван-ҫке.
Обществӑлла апатлану предприятийӗсенче чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ кирлех тенӗ май меню пуянлӑхӗ, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе хальхи вӑхӑт ыйтнине кура ҫӗнетесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Тата, паллах, хаксене те ирӗке яма кирлӗ мар. Килен-каяна ӑш пиллӗн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ.
Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа черетлӗ кӗнеке кӑларнине, унччен вӑл «Ҫамрӑк юланутҫӑ» кун ҫути кӑтартнине эпир ҫу уйӑхӗнче хыпарланине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ.
Ачасем валли кӗнеке ҫырма лариччен Михаил Краснов чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятлине 500 экземплярпа кӑларнӑччӗ. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗччӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗнче йыша ҫӗнӗ пайташсем илес ыйтӑва та тишкернӗ. Ара Мишшине унта ҫыравҫӑсен ретне илме йышӑннӑ. Куншӑн питӗ савӑннине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат Фейсбукра пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.