
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм ӗне сутас тесе улталаннӑ. Пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянакан» та тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗпе кӑсӑкланнӑ, ун ҫине 40 пин тенкӗ укҫа куҫарса панине пӗлтернӗ, банкомата кайса пӑхма сӗннӗ. Хӗрарӑм шухӑша улӑштарнине каласан хайхи этем кӑмӑлсӑрланнӑ, укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑванӗсемпе канашласа та ӗлкӗреймен – лешӗ ҫине-ҫине шӑнкӑравласа укҫа тапӑннӑ. Хӗрарӑм итленӗ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма та ҫавӑн пек мелпе улталама хӑтланнӑ. Анчах банк карттин реквизитне хӗрарӑм каламан.
Чӑваш Ен ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхсемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 16 сехет те 20 минутра Кӳкеҫ поселокӗнчи Совет урамӗнче 4 ҫулти ача аварие лекнӗ. Печӗкскер ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ та кустӑрма айне пулнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
«Киа Рио» иномарка ҫулпа пынӑ. Тӑрук ача сиксе тухнӑ. Водитель чарӑнса ӗлкӗреймен. Ачана ҫийӗнчех пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл суранланнӑ, халӗ пульницӑра выртать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗсен ачисем ҫӳп-ҫапа чӳречерен ывӑтаҫҫӗ.
«Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, хӑвӑр ачӑрсене ҫӳп-ҫапа витрене пеме хӑнӑхтарӑр тархасшӑн. Урама мар, витрене. Сирӗн витре пурах пулӗ. Паян Совет урамӗнчи 100-мӗш ҫуртри хваттер чӳречинчен шкул ҫулӗсенчи пӗр ача кола кӗленчисене, чипс тата соус хутаҫҫисене урама печӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, ачӑрсемпе калаҫӑр!», – тесе чӗнсе каланӑ пӗри.
| ҪУР | 17 |

Иртнӗ канмалли кун тӗлӗнче пирӗн республикӑра виҫӗ машина тата пӗр трактор ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Малиновка ялӗнче ирхи 6 сехетре «МТЗ-82.1» урапаллӑ трактор хыпса илнӗ. Вӑл уйрӑм ҫыннҫалӑх предприятийӗн пулнӑ. Ҫулӑм урапана тата кабинӑна сиенлетнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫав кунах 11 сехетре Улатӑрта «Geely-Emgrand EC7» ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Вӑл гаражра ларнӑ. Транспорт юсавсӑр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Гаражри пурлӑх та сиенленнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнчи ача пахчин территорийӗнче «LADA-Granta» хыпса илнӗ. Вӑл ача пахчинче ӗҫлекен ҫыннӑн пулнӑ.
Ӗнер 10 сехет тӗлӗнче Кӳкеҫри автосервисра «Mitsubishi-Lancer» ҫунма тытӑннӑ. Машинӑна юсама илсе пынӑ.

Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ йышӑннӑ чару мерисен иккӗмӗш тапхӑрне куҫасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах ҫак вируспа чирлекенсем ҫав-ҫавах йышлӑ.
Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозне тата тепӗр 44 ҫынӑнне шута илнӗ. COVID-19 диагнозне пӗтӗмпе 6484 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, социаллӑ учрежденисенче те пысӑк йышпа чирлекенсем пур. Аса илтерер: Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче 22 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, ҫав шутра 11 ҫын – ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем.
3516 ҫын сывалнӑ, ҫав шутран 31-шӗ – юлашки тапхӑрта.
Кӑшӑлвирус 51 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра вилнисене шута илмен.

Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсем интернат-ҫуртӗнче кӑшӑлвируспа йышлӑн чирлеҫҫӗ.
Асӑннӑ чир сарӑлассине кӗрешекен оперативлӑ штаб паян ларӑва пухӑннӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче COVIDпа 22 ҫын чирленӗ. Вӗсен йышӗнче учреждени ӗҫченӗсем те, пурӗ 11 ҫын, пур.
Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, вируса учреждени ӗҫченӗ ҫаклатнӑ, ун урлӑ ыттисене ернӗ. Ваттисен ҫуртӗнче чире сарасран кирлӗ мера вӑхӑтра йышӑнман-мӗн. Вирус ернисене уйрӑм тытмалла пулнӑ. Роспотребнадзор санитарипе эпидемие хирӗҫ мерӑсем йышӑнма, чирлисене уйрӑм тытма хушнӑ.
Ҫу уйӑхӗнче чир Кӳкеҫри сусӑр ачасен ҫуртӗнче сарӑлнӑ. Ун чухне 14 тӗслӗх шута илнӗ.

Паян 17 сехет те 40 минутра Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари «Терминал» базӑна хирӗҫ пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ сигналсем ҫутнӑ васкавлӑ медпулӑшу машини пӑрӑнма пуҫланӑ, ун ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Вӑл Кӳкеҫ енчен килнӗ, светофор симӗс ҫутӑ чухне пынӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини аяк ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ те «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Аварире 4 ҫын аманнӑ: «Шевроле» пассажирки, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ тата икӗ медик. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен суранӗсем йывӑрах мар. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машининче пациент пулман. Тухтӑрсем шӑпах ун патне кайма тухнӑ пулнӑ.

Паян кӑнтӑрла М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Кӳкеҫ хушшинче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Фиат Дукато» Уйкас еннелле пӑрӑнма тӑнӑ. Ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Унтан йывӑр тиевлӗ машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «УАЗпа» ҫапӑннӑ. Ку вара «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ.
УАЗри ҫын авари вырӑнӗнче вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулнӑ. Вырӑнта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем ӗҫленӗ.

Шупашкар район пульницинче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна унта кайса ҫӳрекенсем те аван сисеҫҫӗ пулӗ. Врачсем кирлине паян Врачсен пӗлӗвне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен институт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкра район пульницинче участокри терапевтсем валли 3 вырӑн пур, оториноларинголог — 1, анестизиолог-реаниматолог — 2, эндоскопист — 1, ульрасасӑ диагностикин врачӗ — 1, кардиолог — 1, невролог — 1, инфекционист — 1.
Тухтӑрсен «Земство тухтӑрӗ» программӑпа та ӗҫе вырнаҫма май пур пӗлтернӗ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре хваттер ҫуннӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
«Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Виҫҫӗмӗш подъездри пӗрремӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тӗпӗпех тенӗ пек ҫуннӑ. Пушара сӳнтерекенсем инкек вырӑнне васкаса килнӗ. Подъездри пӗтӗм ҫынна урама кӑларнӑ, пушара сӳнтернӗ. Хваттер хуҫи — эрехпе иртӗхекен ҫын. Халӑха тата депутатсене унпа тимлӗ пулма чӗнсе калас килет. Вӑл ҫын ыттисемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать!!! Вӑл хваттерте ун пек лару-тӑру пӗрремӗш хут мар. Унта пушар тухни, газ тухса тӑни пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ», — тесе ҫырнӑ. Пост авторӗ ҫурт сирпӗнсе каясран хӑранине пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пушар пирки пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫин ӳсӗр ывӑлӗ балкон ҫинче пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе инкек тухма пултарнӑ.
