
Ӗнер, пушӑн 7-мӗшӗнче, Кӳкеҫре темиҫе машина аварие ҫакланнӑ. Пӗтӗмпе 5 машина пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн йывӑр тиевлӗ машина айӑплӑ. Водитель тормоз ӗҫлеме пӑрахни пирки каланӑ.
Авари каҫхине пулнӑ. КамАЗ водителӗ светофор умӗнче «Хонда» ҫине пырса кӗнӗ. «Хонда» вара «Мерседес» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Унтан КамАЗ «Реналтипе» ҫапӑннӑ, вӑл вара – «Патриотпа».
КамАЗа Иркутск облаҫӗнче регистрациленӗ. Машинӑн ОСАГО ҫук, вӑл, ахӑртнех, ҫар чаҫӗн машини шутланать.

Аякри Бурят Республикинче паллӑ ӑсчахӑмӑр Иакинф Бичурин ятне асра тытаҫҫӗ ҫеҫ мар, унпа ӳсекен ӑрӑва та паллаштараҫҫӗ. Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Надежда Колесникова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Иакинф Бичурин и Бурятия» (чӑв. Иакинф Бичурин тата Бурят Республики) проектӑн пӗрремӗш тапхӑрне пурнӑҫлассине вӗҫленӗ. Асӑннӑ проект пӗлтӗр Президент гранчӗсен иккӗмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫавна пурнӑҫланӑ май Китай чӗлхине вӗренекен шкул ачисене китай-вырӑс словарьне пуҫласа хатӗрленӗ тата китай чӗлхин пӗрремӗш учебникне йӗркеленӗ Никита Бичуринпа паллаштарнӑ.
Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче 1777 ҫулта ҫуралнӑ, Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимленӗ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей пур.

Шупашкар районӗнчи коммунистсем Социаллӑ пулӑшу центрӗ уҫнӑ. Вӑл Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, центра пыракансем хӑйсене килӗшнӗ тумтире, пушмака, ача-пӑча валли теттесем суйласа илме пултараҫҫӗ.
Центрӑн ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен. Вӑл тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлӗ.
Сӑмах май каласан, Социаллӑ пулӑшу центрӗнче кирек кама та хапӑл туса кӗтсе илӗҫ. Тӑхӑнма чиперех, анчах хӑвӑра кирлӗ мар япаласене илсе пырсан савӑнӗҫ тата тав тӑвӗҫ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ.
2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ.

Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра этем правине ҫӗнӗ ҫын хӳтӗлеме тытӑннӑ. Вӑл тивӗҫе пурнӑҫлама Сергей Романова шаннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ҫирӗплетме республикӑн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ омбудсменпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. «Этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Эпӗ хамран мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшӑп. Ҫынсен прависене хӳтӗлессишӗн яваплӑха туйса тӑрӑшӑп», — ҫӗнӗ омбудсмен.
Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Кӳкеҫре ҫуралнӑ. Юрист пӗлӗвне илнӗскер
2000-2003 ҫулсенче Шупашкарти Калинин районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн следстви пайӗнче, РФ Юстици министерствин Управленийӗнче дознани пайӗнче, 2003-2007 ҫулсенче Мари Элти прокуратурӑра, 2007-2020 ҫулсенче Атӑлҫи транспорт прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ.

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

Канмалли кунсенче мунча хыҫҫӑн мунча ҫунать. Кун пирки РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Акӑ, сӑмахран, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре пӗр уйрӑм ҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Йывӑҫ мунча хыпса илнӗ, унӑн шалти пайӗ сиенленнӗ. Ҫав каҫах Улатӑрта вут-ҫулӑм алхаснӑ. Унта та йывӑҫ мунча ҫуннӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи каҫхине Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗри 65 ҫулти кил хуҫин мунчи тата хуралтисем ҫуннӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — кӑмакара.
Вырсарникунхи пушарта Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тата Патӑрьел районӗсенче мунчасем ҫуннӑ.

Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Геннадий Исаев (1925-2007) художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ.
Куравра художникӑн 100 ытла живопиҫӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл шутра музей фондӗнче, художникӑн ҫемйинче, уйрӑм ҫынсен архивӗнче упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене «Зима в Чувашии» (чӑв****. Чӑваш Енри хӗл) темӑпа пухнӑ.
Курава пыракансем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ, Пайтирек, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял ҫывӑхӗнчи, Атӑл тӑрӑхӗнчи илемпе паллашайӗҫ.
Художник хӗллехи вӑхӑта хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче «кичемлӗх», «шӑплӑх», «хӑтлӑх» тесе палӑртнӑ. Ҫук, хурласа мар, хӗллехи асмлӑха юратса.
Курава йӗркелекенӗ — музейӑн тӗп управҫи Георгий Исаев.
Геннадий Исаев 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ, 2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкрати художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлейри, Сӗнтӗрвӗрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулсенче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкул-интернатра рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен учителӗнче ӗҫленӗ. Тӗрлӗ курав хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви амбулатори мелӗпе (тепӗр майлӑ каласан, килте) сипленекенсем валли пульницӑсенче «хӗрӳ лини» телефонӗсем ӗҫлени пирки пӗлтерет.
Элӗк районӗнчи пульницӑна 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен 8 (835-35) 22-1-70 номерпе шӑнкӑравлама пулать; Патӑрьел районӗнчине — 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 88353961961, 88353961487, 88353961164 номерсемпе; Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине — 8 сехетрен 19 сехетчен 8 (8352) 23-54-14 номерпе; Шупашкарти хулари иккӗмӗш пульницӑна — 8 сехетрен 20 сехетчен 8 (8352) 23-47-72 номерпе; Вӑрнар районӗнчи пульницӑна — 8 сехетрен 17 сехетчен 8(937)390-89-58 е (835-37) 2-52-78 номерпе; Хулари 1-мӗш номерлӗ клиника пульницине — 8 сехетрен 20 сехетчен 8 (8352) 23-56-88 номерпе; Хулари ача-пӑча клиника пульницине — 8 сехетрен 19 сехетчен 8 (8352) 31-47-97 номерпе; Йӗпреҫри район пульницине — 8 сехетрен 17 сехетчен 8 (83538) 2-19-67, 8 (83538) 2-19-68 номерсемпе; Хӗрлӗ Чутайрине — 8 сехетрен 14 сехетчен 8-987-576-49-84 номерпе, 14 сехетрен 20 сехетчен 8-987-575-28-48 номерпе; Канашри район пульницине — 8 сехетрен 16 сехетчен 8(83533)49-4-49, 8(83533)49-3-47, 8(83533)49-4-32 номерсемпе; Канашри медицина центрне — 8 сехетрен 18 сехетчен 8 (83533) 2-22-29 номерпе; Куславккана — 8 сехетерен 17 сехетчен 8(906)388-97-13 е 8(83534)2-25-53 номерсемпе; Комсомольскине — 8 сехетрен 17 сехетчен 8(83539)5-19-87 номерпе, 17 сехетрен 8 сехетчен 8(83539)5-12-30 номерпе; Сӗнтӗрвӑррине — 8 сехетрен 16 сехетчен 8(83542) 2-11-36 номерпе; Муркаша — талӑкӗпех 8(83541) 62-4-32 номерпе; Ҫӗнӗ Шупашкарти медцентра — 8 сехетрен 19-ччен 8 (8352) 76-33-84 номерпе; Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине — 8 сехетрен 20 сехетчен 8 (8352) 73-09-08 номерпе; Хулари клиника центрне — 8:00-тан 20:00-чен 8 (969)759-00-40 е 59-00-40 номерсемпе; Шупашкарта пӗрремӗш хула пульницине — 8.
