
Кӳкеҫре мультфильмри сӑнарсем тупӑннӑ. Вӗсене ҫуртсен стенисем ҫине ӳкернӗ.
Пӗрремӗш мурал ҫинче —Леопольд кушак аҫи. Унта чӑвашла «Атьсем, атьӑр туслӑ пурӑнатпӑр!» тесе ҫырнӑ.
Иккӗмӗш мурала ӳкерсе пӗтереймен-ха. Унта «Ну, погоди!» мультфильмри кашкӑрпа мулкач пулӗҫ.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ.
«Атӑл» М-7 ҫул ҫинче ирхи 4 сехет тӗлӗнче Патӑрьел районӗнчи 42 ҫулти арҫын «ГАЗ» машинӑпа хирӗҫ килекен ҫул ҫинчен хӑйӗн ҫулӗ ҫине тухма хӑтланса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Фургон «Фольксваген Транспортера» айккипе пырса лекнӗ хыҫҫӑн «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ 45-ри хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
«Фольксвагенри» икӗ ача аманнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Пурте мар-ха. 153-мӗш маршрут.
Шупашкарти «Университет» микрорайонтан Кӳкеҫе ҫӳренӗ 153-мӗш маршрут пассажирсене паянтан турттарма пӑрахнӑ. Асӑннӑ маршрутпа «Фортуна» общество хутланӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ маршрута пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районне ҫити ҫӳреме ирӗк панӑ. Малтанласа маршрутпа 30 микроавтобус ҫӳренӗ, кайран вӗсен йышне 20-е ҫити чакарнӑ.
153-мӗш маршрут малтанласа Шупашкарти хулаҫум вокзала Кӳкеҫпе ҫыхӑнтарнӑ. Вал Лапсар урлӑ хутланӑ.

Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен ача-пӑчан интернат-ҫуртне сӳтекене тупнӑ. Ӗҫ хакӗ — 2,68 миллион тенкӗ. Маларах ҫав хака 3,7 хут пысӑкрах палӑртнӑ. Унччен ӗҫшӗн 10,077 миллион тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара 7,38 миллион тенкӗ перекетлесе хӑварӗҫ.
Кӳкеҫри Первомайски урамри 14-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ корпуса «Альбатрос» тулли мар яваплӑ общество сӳтме килӗшнӗ.
Хысна учрежденийӗн тӗп корпусне 2022 ҫултах сӳтме йышӑннӑ.

Шупашкар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тунӑ. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн тата сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
2024 ҫулхи ҫулла ҫав этемсенчен пӗри 20 тата 40 пин сӗтев илсе инкек пулман ҫӗртех инкек пулнӑҫи туса хутсем шӑрҫаланӑ. Ҫав ӗҫе хӑйӗн ӗҫтешне те явӑҫтарнӑ. Суя документсемпе усӑ курса машина хуҫисем 1 миллиона яхӑн тенкӗ страховка укҫи илнӗ.
Айӑпла инспекторсенчен пӗрне халӗ 1 ҫуллӑха, теприне 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. 150 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫре шӑллӗ пиччӗшне хӗнесе вӗлернӗ. Шар курни тепӗр кун каҫхине куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ҫав кунхине икӗ пӗр тӑван пӗрле эрех ӗҫнӗ. Кайран иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Шӑллӗ пиччӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ.
39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111 статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

Чӑваш Республикипе ӗҫлекен Россельхознадзор управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Центр» ТМЯП ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупнӑ.
Аса илтеретпӗр, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Кӳкеҫ лицейӗнче ачасем наркӑмӑшланнӑ: пӗрине пульницӑна хунӑ, ултӑ ачан килте сипленме тивнӗ. Лицейри ачасене вӗри апатпа «Центр» ТМЯП тивӗҫтерни паллӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем хӑйӗн ӗҫне пуҫӑннӑ. Чӑваш Республикипе ӗҫлекен Россельхознадзор управленийӗ «Меркурий» ФГУП урлӑ иртекен электронлӑ хутсене тӗрӗсленӗ те 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшпе 20-мӗшӗнче Кӳкеҫри лицея 177 килограмм аш кӳрсе килнине (ӑна Комсомольски тӑрӑхӗнчи Зарифзянов И.Р. фермер хуҫалӑхӗнче туса илнӗ, Соловьев Н.М. усламҫӑ тирпейленӗ) асӑрханӑ. Ку аша «Proteus йӑхӗнчи бактерисем» кӑтарту тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемен иккен.
Ҫапла май, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Апат-ҫимӗҫ продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» техника регламенчӗ ыйтнине пурнӑҫламан. Ҫакӑншӑн айӑплисен явап тытма тивӗ.

Кӳкеҫри лицейра ачасем наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсан 5-мӗшӗ тӗлне 7 ача тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ килте сипленет, пӗрине инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Кӑрлач йӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче Анастасия Андреева тӗрӗҫе асра тытса «Вышивка длиною в жизнь» (чӑв. Ӗмӗре пына тӗрӗ) курав уҫӑлӗ.
Анастасия Андреева «Паха тӗрӗ» фирмӑра ӗҫлесе ӗмӗрленӗ. 2021 ҫулта вӑл Шупашкар районӗн тӗрленӗ карттине хатӗрлеме хутшӑннӑ, тепӗр ҫулхине — Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине.
«Пӗлтӗр эпир Анастасия Васильевнӑпа унӑн 65 ҫулхине халалланӑ курава уҫассине сӳтсе явма тытӑннӑччӗ. Анчах вӑл пурнӑҫран пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ», – каласа кӑтартнӑ Чӑваш тӗррин музейӗн заведующийӗ Надежда Сельверстрова.
