Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мишуково

Республикӑра
Мишуково ялӗ
Мишуково ялӗ

Чӑваш Енри 83 ялпа поселок цифра телекуравӗн сигналне йышӑнмалли зона тулашӗнче юлать. Утмӑл ытла ялпа поселок сигнала кӳршӗ регионсенчен илейрет иккен.

Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче черетлӗ хутчен сӳтсе явнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.

Республикӑн информполитика министрӗ Михаил Анисимов Чӑваш Ен чиккисенче вырнаҫнӑ ултӑ теҫетке ытла ял сигнала кӳршӗ регионсенчен йышӑнаяссине ӗнентернӗ. Тӗслӗх вырӑннӗ Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялне асӑннӑ. Унтисем Мордва Республикинчи антенӑпа усӑ курайӗҫ.

Кунсӑр пуҫне республикӑри кабель телекуравӗн 19 операторӗнчен тӑваттӑшӗ цифра телекуравӗ ҫине куҫма хатӗр иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/cifra-kilet
 

Пӑтӑрмахсем

Пӑрачкав районӗнче почтальон тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе асӑннӑ район прокурорӗ суда ярса панӑ.

Асӑннӑ районти Мишуковӑри ҫыхӑну уйрӑмӗнче ӗҫлекен 51 ҫулти хӗрарӑм-почтальон ют ҫырӑва уҫса унти кредит краттине кӑларса илнӗ, ӑна активизацилесе ют ҫын укҫипе усӑ курса пурӑннӑ. Анчах укҫана вӑл кредит картти ҫине каялла хурса пыман. Карттӑн хуҫи ячӗпе банкран кредита тавӑрса пама ыйтса ҫыру килме тытӑннӑ. Вӑл 128 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ тесе пӗлтернӗ кредит учрежденийӗ. Аптӑранӑ хӗрарӑм правӑна сыхлакан органсенчен пулӑшу ыйтнӑ, хӑй нимле кредит та илменнине, картта таврашне куҫпа та курманнине ӗнентернӗ вӑл.

Ют ҫын ҫырӑвне уҫнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн ют ҫырӑва тӗкӗннӗшӗн тата тӳлев карттипе усӑ курса улталанӑшӑн явап тытма тивӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗ нумаях пулмасть уявне паллӑ тунӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Кунтах кашниех вырӑс апачӗпе хӑналанма пултарнӑ. Ӑна ялти хӗрарӑмсем хатӗрленӗ.

Уяв Мишуково ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Конов тухса калаҫнинчен пуҫланнӑ. Унтан Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Е.В.Лебедев сӑмах илнӗ. Шел те, Мишуково йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ку «Новь» ЯХПК аркансан пуҫланнӑ. Анчах фермер хуҫалӑхӗсем вӑй илсен лару-тӑру лайӑх енне ылмашӑнма тытӑннӑ.

Уявра ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынна палӑртнӑ. Шкула ача нумаях ҫӳремест — 27-ӗн кӑна. Апла пулин те вӗсем районта иртекен олимпиадӑсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Шкулта хоккей ушкӑнӗ те пур.

Тӳре-шара тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Юрӑ-ташӑпа киленнӗ май халӑх тата хӑнасем пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ.

Сӑнсем (54)

 

Персона Анна Ивановна Назарова
Анна Ивановна Назарова

Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.

Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ.

Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.

Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур.

Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать.

Малалла...

 

Вӗренӳ Наталья Калягина
Наталья Калягина

Пӑрачкаври вӑтам шкулта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗн район шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Пӑрачкав районӗнчи ултӑ педагог хутшӑннӑ. Конкурса пӗтӗмлетсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем палӑрнӑ.

Район шайӗнче Наталья Калягина ҫӗнтернӗ. Вӑл Пӑрачкаври шкулта математика предметне вӗрентет. Кудеихӑри вӑтам шкулта историпе обществознани предмечӗсене ертсе пыракан В.Курвичев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Мишуковӑри шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен И.Ермакова тата Напольнӑри вырӑс тата мӑкшӑ чӗлхин учителӗ К.Кулясова виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

«Педагог хавхаланӑвӗ» номинацире Ряпинскри вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ В.Карпова ҫӗнтернӗ. «Педагог шыравӗ» номинацире Сыресинск шкулӗнчи географи учителӗ С.Муданова мала тухнӑ.

Призерсемпе лауреатсене дипломсемпе чысланӑ. Наталья Александровна Калягина вара Пӑрачкав районне «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.

 

Парта хушшинче — НФЦсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсем
Парта хушшинче — НФЦсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсем

Патшалӑх тата умниципалитет пулӑшӑвне илес тесен вырӑнти вулавӑшсене ҫул тытмалла. Кун пирки Пӑрачкав район администрацийӗ хыпарлать.

Ҫак енӗпе халӑха «пӗр чӳрече» текен меслетпе пулӑшу кӳрессине унччен Мишуково, Никулино, Сиява, Сыреҫ вулавӑшӗсенче йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вара Анастасово, Кудеиха, Напольное ялӗсенчи вулавӑшсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗсене ӗҫе хӑнӑхтарма ака уйӑхӗнче ятарлӑ вӗрентӳ йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче вара районти тӗп вулавӑшра ҫакӑн пеккине тепре йӗркеленӗ. Унта Пӑрачкав, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенчи нумай функциллӗ центрсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсене ӗҫ йӗркине хӑнӑхтарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та