Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Муркаш

Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ / Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ
Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ / Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашри суд малалла пырать. Тунтикун айӑплакан енӗн икӗ кунтелейне итлеме май пулнӑ пулсан, паян тепӗр иккӗшне чӗнсе илнӗ. Юнкунри суда икӗ пая пайлама пулать — малтанхинче хӳтӗлекен ен евитсем тыттарчӗ, тепринче кунтелейсен хуравӗсемпе паллашрӗҫ.

Чи малтан суд Илле Иванов тӑратнӑ евитсене (ходотайствӑсене) пӑхса тухрӗ. Айӑпланакан вӗсене чӑвашла ҫырнӑран тӑлмачӑн куҫарма тивнӗ иккен. Куҫару тӗрӗсех пулнине ҫирӗплетме Трихалкин судья вӗсене вуласа та пачӗ, хӳтӗлекен ен хирӗҫлемен хыҫҫӑн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Илле Иванов ӑна шиклентерекен темиҫе саманта асӑннӑ иккен, вӗсенчен пӗри — ӗҫе пуҫарма пуҫтарнӑ хутсен папки ҫинче тӳрлетӳ пуррине асӑрханинче. Хӳтӗлевҫӗсем датӑра тӳрлетӳ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме экспертиза тума ыйтрӗҫ, суд вӗсемпе килӗшмерӗ, ку япала пӗлтерӗшсӗр пулнине ҫирӗплетрӗ. Тепӗр евитре хӳтӗлевҫӗсем ҫак статьяна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӗлхе енчен экспертизӑна яма ыйтрӗҫ. Ваккатсемпе прокурорсен ку тӗлӗшпе мӗн шутланине пӗлнӗ хыҫҫӑн тӳре пӗр ҫур сехетлӗхе йышӑну тума кайрӗ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне хушма ӗҫ пырса тивмӗ, тепӗр майлӑ каласан суд хӳтӗлевҫӗсен сӗнӗвӗпе килӗшмерӗ.

Малалла...

 

Судра. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ
Судра. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашра паян Илле Ивановпа «Сӗтев» хаҫата айӑплакан черетлӗ суд иртрӗ. Ларӑва килнисен умӗнче ыйтусем ҫине Романова Тамара тата ФСБ ӗҫченӗ хуравларӗҫ.

Патшалӑх канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романовӑна суда айӑплакан ен чӗнсе илнӗ имӗш. Хӑйӗн сӑмахӗнче вара Тамара Ивановна Илле Иванова майлӑ тухса калаҫнӑ — статья ун шухӑшӗпе хавшакрах пулса тухнӑ, авторӗн ӑна ҫивӗчрех ҫырмалла пулнӑ иккен. Статьяра имӗш чӗлхене хӗсӗрлени пирки кӑна мар, халӑха хӗснине те (кунта вӑл Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицее хупнине асӑнчӗ), айӑплӑ ҫынсен хушамачӗсене те каламалла пулнӑ иккен. Юлашки тапхӑрта чӑн та чӑвашлӑха ура хуни нумайланчӗ — аслӑ шкулсенче чӑваш кафедрисене ыттисемпе пӗрлештереҫҫӗ, чӑвашла хаҫатсене пӗр ҫыхха пухаҫҫӗ, тата ыт.те. Наци телекуравӗн ертӳҫине суйлама пултарайманни те халӑха пулӑшмасть ӗнтӗ.

Ларӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче ФСБ ӗҫченне ыйтусем пачӗҫ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх вӗсен служби следстви ирттерсе статьяна Илле Иванов ҫырнине палӑртнӑ. Ҫакна телефон калаҫӑвне итленӗ май пӗлме пултарнӑ имӗш.

Малалла...

 

Эдуард Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ
Эдуард Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ

Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Муркашра «Сӗтев» хаҫатри статьяпа ҫыхӑннӑ судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Илле Иванов айӑплав хутне татах та чӑвашла вулама ыйтнӑ пулин те ку хутӗнче те судьяна хӑй май ҫавӑрайман.

Ку ларура йӗрлев материалӗсен 1-мӗш томне пӑхса тухма пуҫӑннӑ иккен. Чи малтанах Чулхула облаҫри университет асӑннӑ хаҫатри статьяна хак панине вуласа панӑ тата Роскомнадзор пӗтӗмлетӗвне. Столбов хӳтӗлевҫӗ Чулхула облаҫри Чуприков экспертпа Роскомнадзор ӗҫченӗсене ларӑва чӗнме ыйтнӑ, кунпа судья килӗшнӗ.

Чӗрӗтле ларӑва ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ирттермелле пулнӑ та, анчах Илле Иванов чирлесе ӳкнине пула вӑл хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ май тӗлӗнсе хытса кайма та хатӗр. Пӗр енчен пӑхсан пӗлтерӗшсӗр ыйтӑва ҫапла трагедилеме кирлехччӗ-ши? Демократилле ҫӗршывра пурӑнатпӑр пуль, вара ҫын ирӗкнӗ, сӑмахӑн ирӗкне шута хумаллах пуль. Нивушлӗ асӑрхаттарупа ӗҫ вӗҫленме пултарман? Тӳре тыткаларӑшне сӑнасах паллӑ — ку ӗҫ-пуҫӑн пӗтӗмлетӗвӗ Ивановшӑн ӑна хирӗҫ вӗҫленни такама хытах кирлӗ.

Ҫав-ҫавах суд тӗрӗс йышӑну тупасса шанас килет.

Малалла...

 

Судра. Тимӗр Акташ сӑнӳкерчӗкӗ
Судра. Тимӗр Акташ сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, Муркаш район судӗнче Илле Иванова экстремизм енӗпе айӑплас тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш лару иртнӗ. Пӗрремӗшӗ ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче пулнӑччӗ, иккӗмӗшӗ — ҫӗртмен 4-мӗшӗнче.

Аса илтеретпӗр: Илле Иванова «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫилле ӗҫе Сергей Трихалкин судья ертсе пырать, ҫыруҫи — Наталья Павлова. Патшалӑх айӑплавҫи — Алексей Чернов. Илле Иванова хӳтӗлекенсем: Николай Столбов, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернипе Эдуард Мочалов та инҫе марччӗ — вӑл ҫурт умӗнче пӗчченле пикет йӗркеленӗ иккен. Суд пӳлӗмӗнче тата Юрий Сан ҫыравҫӑ, Юрий Кузнецов пенсионер, Шупашкартан килнӗ журналист тата видео-оператор пулнӑ. Илле Иванов чӑвашла калаҫнӑран унӑн сӑмахӗсене вырӑсла Ольга Шарипова куҫарса пынӑ.

Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх ӗҫе пикенсенех айӑпланакан маларах иртнӗ ларусенчи протоколсене пӗтӗмпех тӗплӗ ҫырманнине, вӗсенче йӑнӑшсем пуррине пӗлтернӗ — ҫак кӑлтӑксене тӳрлетме сӗннӗ.

Малалла...

 

Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх предприятисенче сӗтпе тивӗҫтерекен ӗнесен шучӗ пӗтӗмпе 2 246 пуҫ. Кунне районта сӗт тупӑшӗ 29 625 кг ҫитет. Ку шут пӗлтерхи кӑтартусенчен 5 200 кг нумайрах.

Суворов ячӗллӗ, «Герой», Е. Андреев ячӗллӗ, АФ «Путь Ильича» хуҫалӑхӗсенче сӗт тупӑшӗ пӗр ӗнерен вӑтӑм кӑтартӑвӗ 15 кг ҫитет. Ҫав вӑхӑтрах «Передовик» и ФГУП хуҫалӑхсенче 10 кг сӗт ҫеҫ суса илеҫҫӗ. Сӗте туянас хакӗ паяхи куна ҫапларах: «Молочный завод «Моргаушский» ТМЯО— 1 литӑршӑн 13,5 тенкӗ, Муркаш райповӗ — 1 литӑршӑн 10,5 тенкӗ, Мӑн Сӗнтӗр райповӗ — 1 литӑршӑн 11 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

 

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче чӑваш наци радиовӗнче тӳрӗ эфирта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха кӑсаклантаракан ыйтусем ҫине хуравлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Радио итлекенӗсем тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, вӗсен хушшинче тӑван чӗлхен йывӑрлӑхне хускатни те пулнӑ-мӗн.

Муркаш районӗнче пурӑнакан республика тӗп хулинче чӑваш чӗлхине тивӗҫлипех хисеплеменни ҫинчен калаҫнӑ. «Шупашкара пырсан чӑваш хулипе пынӑн туймастӑп — ют патшалӑхри пек. Реклама — чӑвашла ҫырни ниҫта та ҫук. Ытти ҫӗрте те ҫавах, Муркаша мар — Моргаушине кӗретпӗр. Уявра-мӗнре те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ...» — шухӑшне пӗлтернӗ вӑл.

Республика Элтеперӗ асӑннӑ ыйтӑва тӗпе хурса Шупашкарта тӑван чӗлхене ытларах сарасси ҫинчен ҫӗнӗлӗхсем кӗртме шантарать. Тӳре-шара те ку ӗҫ-пуҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хатӗр имӗш.

— Эпӗ республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫласанах кун пирки ҫынсем ыйтнине кура Тӗнче тетелӗнчи сайта чӑвашлатрӑмӑр. Тӗрлӗ реклама-растяжкӑна илес тӗк — йышӑнмалла, ку ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшӑпӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62994.html
 

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе Муркаш тӑрӑхӗнчи вӗрентӳ ӗҫченӗсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫирӗпленсех пырать. Иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Пучинкере кашни ҫул иртекен «Чӑваш вӑййине» килнӗччӗ, ӗнер вара, пушӑн 27-мӗшӗнче, Муркашри «Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн» ӗҫченӗсем хӑнара пулчӗҫ. Хӑнасен тӗллевӗ — пучинкесенчен тухья тӑвас ӑсталӑха вӗренесси.

Ӗҫлӗ тӗлпулу шкулти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Е.М.Михайловапа Л.Н.Клементьева мастер-класс ирттерчӗҫ. Вӗсем тухья ӑсталас вӑрттӑнлӑхпа паллаштарчӗҫ, вӗтӗ шӑрҫапа эрешсем ҫыхма вӗрентрӗҫ. Кружока ҫӳрекен ачасем те хӑйсен ӑсталахне кӑтартрӗҫ.

Тӗлпулу тухӑҫлӑ иртрӗ, хӑнасем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

 

Муркаш
Муркаш

Юпан 25-мӗшӗнче РФ регионминӗ 2011 ҫулхи чи хӑтлӑ ялсемпе хуласен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. 3-5 пин ҫын пурӑнакан ялсем хушшинче пирӗн Муркаш виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Ялсемпе хуласене пурӗ 6 категорине пайланӑ — суйланӑ чухне ял-хула тӗсне тата миҫе ҫын пурӑннине шута илнӗ. Муркаш районӗн тӗпӗ 5-мӗш категорине лекнӗ. Ҫак ушкӑнра 1-мӗш вырӑна Калуга облаҫӗнчи Хвастовичи ял тивӗҫнӗ, 2-мӗш вырӑна — Ямал-Ненец АО-ри Ханымей посёлок. 3-мӗш вырӑн Муркашпа пӗрле Калуга ҫывӑхӗнче ларакан Перемышль салана лекнӗ.

Малти вырӑн тухнӑшӑн ытти ҫӗнтерӳҫӗсем пекех Муркаш та РФ правительствинчен диплом илӗ тата укҫа-тенкӗ илме тивӗҫӗ. Ҫак ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмӗшле хысни 100 миллион тенкӗпе танлашать пулсан Муркаша та сахал мар лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i318.html
 

Етӗрне районӗнче паян пӑтармах сиксе тухнаран Ми-8 вертолет анса ларнӑ. Республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗҫев аппаратӗнчи ҫынсем суранланман. Инкек-синкекрен сыхланас тӗлӗшне унта тӳрех Муркашпа Етӗрнери пушар хуралӗн машинисем вӗҫтернӗ, ИӖМ ӗҫченӗсем те ҫула тухнӑ. Ырра — инкек аякран иртнӗ, ларнӑ хыҫҫӑн сулахайри двигателӗн пушар датчикӗ тӗрӗс мар ӗҫленине палӑртнӑ.

Вертолет Хусантан Мускав облаҫне вӗҫнӗ — ӑна ҫак ҫула газ пӑрӑхӗсене тӗрӗслесе пыма янӑ. Унта виҫӗ пилотпа икӗ инженер вӗҫнӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i307.html
 

Шупашкарти «Тус» спортклубра 10-12 ҫулхи Чӑваш Ен ачисем «Ылтӑн шайбӑ» ӑмӑртӑвӗн финалне ирттерчӗҫ. Кӑҫал ял ачисем хуларисенчен уйрӑм выллярӗҫ. Республикӑн пур кӗтесӗсенчен ҫитнӗ хастар ачасем пӑр ҫинче темиҫе эрне кӗрешрӗҫ.

Вӑйлӑраххисен ушкӑнӗ часах палӑрчӗ — вӗсем Патӑрьел, Елчӗк, Муркаш, Шӑмӑрша тата Ҫӗмӗрле ҫамрӑк хоккейҫисем пулчӗҫ. Ҫӗмӗрле ачисем вара виҫҫӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Пулас чемпионсене чунтан-чӗререн саламлатпӑр!

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын