«Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче.
Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ.
Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем».
Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ.
2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен «Наврус» XII фествиальне хутшӑннӑ. Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ» спектакльне чӑваш артисчӗсем Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗртмен 3-мӗшӗнче лартнӑ.
Ун чухне чӑн-чӑн аншлаг пулнӑ. «Мунча кунне» курма зал лӑк тулли пухӑннӑ. Унта Казахстанран, Турцирен, Азербайджанран, Саха Республикинчен, Крымран фестивале килнисем те пынӑ.
Cпектакле Мускаври, Пушкӑртстари, Тутарстанри критиксем сӳтсе явнӑ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. Уйрӑмах РСФСР тата ЧР халӑх артисткине Нина Яковлевӑна, Евгений Урдюков артиста, ЧР тава тивӗҫлӗ артисткине Елизавета Хрисанфовӑна хакланӑ.
Чӑваш артисчӗсем Тутарстанран асӑнмалӑх сувенирпа таврӑннӑ.
Ӗнер Шупашкарта Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа митинг тата савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Унта тӑван чӗлхешӗн ҫунакансемпе тата культура ӗҫченӗсемпе пӗрлех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Михаил Васильевич вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн палӑкӗ патне чечек хунӑ.
М. Игнатьев Элтепер чӑваш литературин классикӗн ятне асра хӑварас тата унӑн пултарулӑхри эткерлӗхне упраса хӑварас тесе кӑҫал пирӗн республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине аса илнӗ.
Константин Иванов ятне вӑл Дантепе, Шекспирпа, Пушкинпа тата Лермонтовпа тан тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Унтан вӑл Иванов ячӗпе урамсем хисепленнине, палӑксем вырнаҫтарнине, музейсем уҫнине палӑртнӑ. Уявӑн савӑнӑҫлӑ каҫне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттерни те ахальтен мар теме юрать. Элтепер «Нарспи» поэмӑна вуласа темиҫе ӑру ӳснине те асӑнса хӑварнӑ. Пушкӑртстанран килнӗ хӑнасене уява килнишӗн тав тунӑ май вӗсем уявра пулни унтисем те чӑваш литературин классикне хисепленине кӑтартнине палӑртнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче гастроле тухса кайнӑ. Артистсем Пушкӑртстанра тата Тутарстанра пулӗҫ. Унта вӗсем «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите илсе кайнӑ.
«Айтар» тата «Кушар» пьесӑсен авторӗ Петр Осипов — чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри. Паян та унӑн хайлавӗсене куракансем кӑмӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Унӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камичӗ — чӑваш театрӗн сцени ҫинче ӑнӑҫлӑ пыракан спектакльсенчен пӗри. Камитре халӑх юрри-ташши чылай. Хайлаври ӗҫсем пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ пулин те ӑна пӑхас килет. Мӗншӗн тесен унта нихӑҫан кивелмен темӑсене хускатнӑ: юратупа ҫемье, туслӑхпа ултав, пуянлӑхпа чухӑнлӑх пирки.
Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов лартнӑ. Художникӗ — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Юрий Матросов. Ташшисене Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов лартнӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче ҫурт-йӗрӗн социаллӑ найм хакне ӳстернине саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Халӗ ку ыйтупа вырӑнти прокурорсен ҫине тӑмалла, яваплисене вӗсен кӑлтӑка пӗтерттермелле.
Социаллӑ найм хакне темиҫе хут ӳстерсе яни пирки прокуратурӑна тӗрлӗ регионтан ҫӑхавланӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри хастарсем те евитленӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Пушкӑртстанран, Мускав облаҫӗнчен, Калининградпа Костромаран пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть асӑннӑ надзор органӗ РФ Патшалӑх Думин депутатне Галина Хованскаяна ку ыйтӑва уҫӑмлатакан хурав ярса панӑ. Унта вырӑнтисем тӗрӗсех хумханнине палӑртнӑ.
Хованская каланӑ тӑрӑх, регионсенчи муниципалитетсем социаллӑ найм хакне тӗплӗ юсавшӑн тесе пухакан чи пӗчӗк виҫе таран хӑпартса янӑ. Ҫакна тӳре-шара ҫурт-йӗре юсама укҫа-тенкӗ ҫитменнипе сӑлтавланӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене вырӑнти прокурорсен пӗтермелле. Тӗрӗсрех, вӗсен вырӑнти тӳре-шарана ҫав ҫитменлӗхе пӗтерттермелле.
Ку курав Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче уҫӑлнӑ, ӑна Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх унта Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене тӑратнӑ — живопиҫ пур, графика.
Вернисажа ЧПГӐИ ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ. Кӳртӗм сӑмахпа ӳнер тӗпчевҫи Юрий Викторов тухса калаҫнӑ. Хӑйсен шухӑшӗпе ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Валентин Фёдоров, экс-председателӗ Василий Кузьмин тата ыттисем паллаштарнӑ. Виталий Яковлев сӑрӑ ӑсти вара Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялӗ — Пелепей районӗнчи Сӑлакпуҫ — ӑна епле кӗтсе илни пирки каласа кӑтартнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Константин Иванов ҫу3лталӑкне халалланӑ мероприятисем тата та пулмалла. Тӗслӗхрен, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче «Константин Иванов тата чӑваш тӗнчи» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлмалла.
Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ)
Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ.
Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем.
Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать.
Пушкӑртстанри Пелепей хулинче «Силпи асамачӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере кӑҫал акан 10-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ вулав», «Фольклор», «Хореографи», «Эстрада юрри». Хутшӑнакансен пултарулӑхне тӳресем ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 7–12, 13–18 ҫултисем.
Ӗпхӳ хулинчи П.М. Миронов ячӗллӗ чӑвашсен вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те «Силпи асамачӗ» конкурсра маттур пулнӑ.
12 ҫула ҫитменнисен ӑмӑртӑвӗнче Семен Виниченко пӗрремӗш степеньлӗ диплома, «Сӑвӑ калакансем» номинацире вара Олег Федоров иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Эстрада юрри» номинацире Анастасия Тихонова, Аделина Петрова Дарья Захарова тата хаклӑ дипломсемпе парнесем ҫӗнсе илнӗ.
Паянпа ыран Шупашкарта ҫӗршыври чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем пулӗҫ. Хальхинче пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри турнирӗнче медале ҫӗнсе илес шухӑшлисем пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсем медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ.
48-мӗш хут йӗркелекен кӗрешӗве Василий Чапаев полк ертӳҫине асӑнса пухаҫҫӗ.
Турнира Пушкӑртстанран, Дагетсанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Смоленск, Самар, Чӗмпӗр, Свердловск, Ӗренпур облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Мускавран килсе ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва паян, 16 сехетре, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Турнира ача-пӑчапа ҫамрӑксен олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн кӗрешӳ залӗнче йӗркеленӗ. Паян 57, 65, 74, 97 тата 125 килограмчченхи виҫе категорийӗсенче арҫынсем вӑй виҫӗҫ. Хӗрарӑмсем вара — 48, 55, 60, 69, 75 килограмчченхи виҫесенче.
Ҫак кунсенче Ӗпхӳ хулинче Пушкӑртстан Чǎваш ҫамрǎкӗсен пӗрлӗхӗн пиллӗкмӗш аслǎ пухǎвӗ иртнӗ. Унта кун йӗркинчи вунǎ ыйтǎва nӑxca тухни пирки Алексей Алексеев «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ.
Пухǎва пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Дмитриев уҫнӑ. Кун йӗркине тата ытти йӗркелӳ ыйтǎвӗсене nǎxca тухса ҫирӗплетнӗ хыҫҫǎн «Канаш» пӗрлӗхӗн учредителӗ И.Г. Тарасов тата унӑн ӗҫтǎвком ертӳҫин ҫамрǎклǎх политикин ыйтǎвӗсемпе ӗҫлекен ҫyмӗ А.Я. Федорова cǎмax илнӗ. Bӗceм паянхи ҫамрǎксем тумалли ӗҫceм ҫинче тӗплӗн чарǎнса тǎнǎ.
Сергей Дмитриев калас сӑмахне пуҫланǎ май «Паян пире ҫамрǎксен пӗрлӗхӗ мӗн тума кирлӗ?» ыйтуран пуҫланӑ. Ӑна xǎйex хуравланǎ. «Пурнǎҫра пӗp-пӗрне пулǎшса пыма. Хальхи тапхǎрта ҫамрǎк ҫынна пӗччен ура ҫине тǎма питӗ йывǎр. Пурнǎҫа ырǎ улшǎнусем кӗртес тесен вара чǎмǎртаннǎ пӗрлӗхсӗр ним те тǎваймастǎн. Ҫамрǎксен вǎйӗ — вǎйлǎ пӗрлӗхре!» — тенӗ вӑл. Сергей хǎй куракан аталану ҫул-йӗрӗсене палǎртнǎ. Ҫав шутра ҫамрǎксене спортпа туслаштарасси, туризм ҫулҫӳревӗсем, ӗлӗкхи пек ташǎ тата кану каҫӗсем йӗркелесси, пӗрлӗх вǎйӗпе концертсемпе спектакльсем лартасси.
Лару тата ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ, малашлӑх плансене палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.