Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «Волковские чтения» (чӑв. Волков вулавӗсем) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие Геннадий Волков этнопедагог ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Волкова асӑнса йӗркеленӗ мероприятие хамӑр республикӑри тата Мари Эл, Тутарстан, Калмӑк Республикинчи, Алтайри, Пушкӑртстанри, Якутинчи, Хакас Республикинчи, Чечняри, ҫавӑн пекех Казахстанри, Туркменистанри, Молдавинчи, Беларуҫри, Узбекистанри, Китайри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем Геннадий Волковӑн ӗҫне пӗр шухӑшлӑн пысӑка хурса хакланӑ.
Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
«Газпром газораспределение» акционерсен обществи Чӑваш Енри газ пӑрӑхӗсене туянать. Унпа пӗрле — ҫӗре те. Ку хыпара паян «Экономика сегодня» (чӑв. Паянхи экономика) федераци агентстви хыпарлать. Ҫӗре укҫа парсах илме палӑртнӑ.
Акционерсен обществи пӑрӑха ҫӗршывӑн 12 регионӗнче: Алтайра, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Коми Республикинче, Мордва Республикинче, Ростов, Сарту, Тверь, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсенче тата Пермь крайӗнче — туянӗ.
«Газпром газораспределение» 888 887,58 метр тӑршшӗ 49 участока илӗ. Ӑна туянма компание 7 млрд тенке ларӗ. Пӑрӑхпа ҫӗре илекенни — маларах асӑннӑ обществӑн «Газпром межрегионгаз» предприятийӗ. Хак пирки регионсемпе тата ҫӗр хуҫисемпе шӑпах вӑл предприяти хаклашӗ.
Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлакра пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ял клубне юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ирттермешкӗн вӗсем хӑйсем укҫа-тенкӗ пухнӑ.
Ял халӑхӗ тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе ывӑннӑ. Вӗсем клуба хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. Пишпӳлек район администраийӗ тата Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вӗсене пӗр пус парса та пулӑшмасть.
Шел те, вырӑнти тӳре-шара укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть кӑна мар, ҫак нимелле пурнӑҫлакан ӗҫе те хутшӑнмасть. Йӑлпӑлак ҫыннисем вара пуҫ усмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӑйне шанаҫҫӗ!
Юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе Йӑлпӑлаксем ятарласа уҫнӑ «Контактри» ушкӑнра паллашма пулать
Пушкӑртстанри Пелепейре Фатых Карим тутар поэчӗн литература премийӗн лауреачӗсене чысланӑ. 2017 ҫулта ку хисепе Чӑваш Енри поэт, композитор та тивӗҫнӗ. Ку вӑл — Шупашкарти Ҫар мухтавӗн музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Светлана Смирнова-Азамат. Премие ӑна литературӑри пултарулӑхсӑр пуҫне «Родники вдохновения» (чӑв. Хавхалану ҫӑлкуҫӗсем) регионсем хушшинчи фестивале пропагандӑланӑшӑн та панӑ.
Дипломпа ентешӗмӗре фестивальте Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.А. Сахабиев чысланӑ.
Хавхаланнӑ Светлана Асамат чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, хӑйӗн ҫӗнӗ юррисенчен пӗрне шӑрантарнӑ.
Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ май Светлана Асамат унти шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Шкулсене вӑл хӑйӗн «Чунтан, чунтан, чунтан…», «Малышня», «Урам вӑранчӗ — Улица проснулась», «Струят капели» кӗнекисене парнеленӗ.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ. Паллах, эпир тӑрӑшмасӑр пулаймастчӗ ҫакӑ. Совет Союзӗнчи пур кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем те «Капкӑна» илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Сӑмахран, казахсен «Ара» (Тӗкӗлтура) кӑларӑмӗсенче «Чӑвашсен «Капкӑн» журналӗ» ятпа темиҫе хутчен те ятарлӑ страницӑсем кӑлартӑмӑр. Ҫапла майпа журнал унта 3 пин экземпляр таранччен кайса тӑма пуҫларӗ. Тутарстан, Пушкӑртстан, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенче те нумайӑн хапӑл тӑватчӗҫ кулӑш ӑстисене. Кӗҫех «Капкӑн» 97 пин экземплярпа тухса тӑма тытӑнчӗ.
Паянхи кун пирӗн «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетмеллеччӗ. Шел те, 23 сехет ҫитрӗ пулин те кам мала тухнисене, кам парне илме тивӗҫлисене эпир хальлӗхе калаймастпӑр. Пахалас ӗҫ халӗ те вӗҫленмен-ха. Ҫавӑнпа та пӗтӗмлетӗве кӑштах куҫарма тивӗ — пуш уйӑхӗн 7-мӗшне.
Ҫак вӑхӑт тӗлне эпир нарӑсӑн 6-мӗшччен ярса панӑ пур видеосене те вырнаҫтарма ӗлкӗртӗмӗр (вӗсемпе эсир «Шкул ТВ» интернетри телеканалта паллашма пултаратӑр, пурӗ 650 яхӑн ӗҫ) тата хутшӑнакансен карточкисене пӗр вырӑна пухма. Хальхи вӑхӑтра эпир чи лайӑх ӗҫсене суйлатпӑр — ку ӗҫре видеосенчен ҫуррине ытла пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Кайран вара чи лайӑххисене ытти хаклавҫӑсене пӑхса тухма парасшӑн. Вӗсем те хакланӑ хыҫҫӑн вӑтам балл шутласа кӑларса малти вырӑнсене палӑртӑпӑр. Парне илме тивӗҫлисене кашни ушкӑнра 10-шар ӗҫ палӑртас шухӑшлӑ. 1-мӗш вырӑна 1 ӗҫ тивӗҫӗ, 2-мӗшне — 2; 3-мӗшне — 3 ӗҫ. Тата тӑватӑ ӗҫе хавхалантару парнипе савӑнтарӑпӑр. Ҫапла май 50 хутшӑнакана чыслас шухӑшлӑ (5 ушкӑн; кашнинче 10 ӗҫ).
Ӑмӑрту статистики пирки.
ТУ-154 самолет Хура тинӗсе ӳкни пирки, унта чӑваш каччи Максим Иванов пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Ӗнер ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Александров ячӗллӗ ансамбль ҫемйисене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Ку укҫана Социаллӑ страхлав фончӗ уйӑрӗ.
Самолетра пулнӑ ҫынсен ҫемйисене, Сывлӑш кодексӗпе килӗшӳллӗн, 2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Социаллӑ страхлав фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ 92 ҫынран 72-шӗ хӑйсене страхланӑ. Страхлав укҫине арӑмӗ е упӑшки, ҫул ҫитмен ачисем илме пултарӗҫ.
Аса илтерер: Максим Иванов Пушкӑртстанра ҫуралнӑ чӑваш, арӑмӗ Чӑваш Енри Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчен.
Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолетӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтӗр лартнӑ «Дитя и волшебство» ӗҫӗн режиссерӗ Максим Иванов кӑна мар, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӳнер факультетӗнче вӗренекен Андрей Кочемасов та пулнӑ. Мускав каччи кунта куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ туптанӑ.
Аса илтеретпӗр, самолет Сирине кайма тухнӑ, ҫул ҫинче вӑл катастрофӑна лекнӗ. Бортра журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем пулнӑ. Маларах каланӑ Максим Иванов тата Максим Кочемасов та ушкӑнпа Сирие концертпа пуҫтарӑннӑ, ансамбльте юрланӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫухатушӑн куляннине пӗлтернӗ. 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче Хурлану кунне халалланӑ митинг иртнӗ.
Хура тинӗсе ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолетӗнче Шупашкарта спектакль лартнӑ режиссер та пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫав инкекре журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем вилнӗ. Пысӑк хуйхӑ пирки ҫӗршыв Президенчӗ паян Хурлану кунӗ тесе йышӑннӑ.
Инкеке лекнӗ самолетра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер пулнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» ҫулталӑк каялла ун пирки Дмитрий Моисеев ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш каччи. Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче ҫуралса ӳснӗскер Мускаври ГИТИСран пӗлтӗр вӗренсе тухнӑ.
Максим Иванов ӗҫне куракан патне ҫулталӑк каялла Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитернӗччӗ. «Дитя и волшебство» проект — Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫамрӑк режиссерсене пулӑшассишӗн ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗскерччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.