Шӑматкун Шупашкарти музыка училищинче «Ай, юрлар-и!» ятпа халӑх юррисене шӑрантаракансен регионсем хушшинчи V конкурсӗ иртмелле. Ӑна чӑваш халӑх юррисене пухнӑ Ираида Вдовина юрӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Конкурса «Музыка вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем» тата «Халӑх юррине юратакансем» номинацисемпе хаклӗҫ. Хутшӑнас шухӑша республикӑри 14 районпа 2 хуларан пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем кӑмӑл тунӑ. Конкурс комиссине тӑратнӑ дисксем тӑрӑх 40 солиста хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», Элӗк районӗнчи «Валинке», Тӑвай районӗнчи «Сурпан», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Шувар», «Ямаш» тата «Ҫавал» фольклор ансамблӗсем хӑна евӗр хутшӑнмалла.
Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ.
«Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ.
Ӗпхӳри чӑвашсен вырсарни шкулне вырӑнти влаҫсем сутас шухӑш тытнӑ иккен. Паян унта 100 ытла ача ӑс пухать-мӗн. Унта пӗлӳ илес кӑмӑллисем татах пур иккен, анчах вырӑн ҫитменнине кура мӗн пуррипе ҫырлахма тивет.
Шкула мэри йӳнӗ хакпа такама тара парасшӑн имӗш. Ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрне пӗр тенкӗпе хаклаҫҫӗ пулать. Ҫапла утӑм патне ҫитнине хула влаҫӗсем ҫурт киввипе, вӑл ишӗлме тытӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах «Ӗпхӗвӗн арххӳтӗлевӗ» юхӑмӑн ертӳҫи Владимир Захаров апла пӗтӗмлетнипе килӗшмест. «Ҫурт ҫирӗпех ларать, васкавлӑ юсав кирлӗ мар ӑна», — ӗнентерет иккен вӑл. Владимир Захаров шучӗпе ҫурта илем кӳме юсани те ҫителӗклӗ.
Вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов вара шкул ҫуртне сутлӑха кӑларасси пирки хальлӗхе вӗсене официаллӑ майпа никам та систерменнине палӑртнӑ. Анчах шкула такамсем вӗҫӗмех пырса пӑхаҫҫӗ, сӑн ӳкерсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Ҫурта тул енчен илем кӗртмеллипе, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Иван Тарасов килӗшет. Кун валли укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗр пуянсем те пур-мӗн: нефть комапнийӗсенчен пӗри «кӗмӗлпе» пулӑшма шантарать иккен.
Шкул ҫурчӗн историне илсен, ӑна 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен.
«Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке...
Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать.
Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ.
Нумаях пулмасть Ӗпхӳ хулинчи вырсарни шкулӗнче кӑҫал ҫичӗ чӗлхепе пичетленнӗ «Нарпси» поэмӑн хаклавне ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫичӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ кӗнекене вырӑсла (Б. Иринина куҫарнӑ), тутарла (Ш. Муддарис), пушкӑртла (Мустай Карим хутшӑннипе Р. Кали куҫарнӑ), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Рона-Таш хутшӑннипе А. Беде куҫарнӑ) кӑҫал пичетленӗ. Ҫапла кӑларма Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай шут тытнӑ иккен. Вӑлах — кӗнекене хатӗрлекенӗ тата редакторӗ.
Кӗнеке хуплашкине Чӑваш халӑх ӳнерҫи Владимир Агеев 1973 ҫулта ӳкернӗ «Нарспипе Сетнер» ӳкерчӗк илемлетет. Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, литература критикӗ тата публицист Атнер Хусанкай ҫырнӑ «Нарспи ҫути» статья вӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Халал» гастроль турне тухса каять. Театршӑн ҫакӑ ҫӗнӗ проект. Ӑна вӑл Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫӗршывра гастрольсене ирттерме пулӑшасси ҫинчен калакан программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫнӗ. Ҫула кайса ҫӳреме федераци хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ.
Гастролӗн малтанхи тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 7-11-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче иртӗ. Унта ачасем тата аслисем валли лартнӑ икӗ спектакльпе тухса кайӗҫ. Пӗри — «Ама кайӑк ҫулӗпе» асамлӑ юмах, тепри — «Ах, хуняма, хуняма» камит. Юмах авторӗ, сӑмах май, хальхи вӑхӑтри автор тата режиссер — Иосиф Трер. Чӑваш халӑхӗн ламран лама пыракан ӑслайне кӑтартакан юмах аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла.
Чӳк уйӑхӗнче артистсем Пушкӑртстана ҫитӗҫ.
Театрсем ҫуллахи вӑхӑтра гастрольсем тӑрӑх ҫӳренине кашниех пӗлетпӗр. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Хӑш-пӗр театр халӗ, ав, ӗҫе кӳлӗнчӗҫ ӗнтӗ. Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе театр чаршавӗ кӑҫал та «Ялта» спектакльпе уҫӑлӗ. Хупма та унпа хупнине, уҫма та унпа уҫнине театрӑн тӗп режиссерӗ ку спектакльте мӗнпур труппа вылянипе сӑлтавлать.
Хальлӗхе вара сцена ӑстисем Пушкӑртстанра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Гастроле вӗсем Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакльпе тухса кайнӑ. Театршӑн вӑл ҫӗнӗ спекталкьсенчен пӗри. Ӗнер Стерлӗ (Стерилитамак) сцени ҫинче вылянӑ, паян — Ӗпхӳре, ыран Толбазӑра, виҫмине — Пелепейре, юпан 3-мӗшӗнче — Пишпӳлекре.
Пушкӑрт Республикинчи Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче нумаях пулмасть обществӑлла ҫӗнӗ организаци йӗркеленнӗ. «Пушкӑртстан Республикинчи Стерлитамак хулин чӑваш наципе культура автономийӗ» ят панӑскерӗн тӗллевӗ шутне культурӑна упрассине тата аталантарассине кӗртнӗ, ҫутӗҫ тата культура учрежденийӗсем йӗркелессине кӗртнӗ. Общество организацине Федор Кузьмин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Геннадий Тимофеев (Челпир) тӑрӑшӗ.
Автономи чӑвашла теле- тата радиокӑларӑмсем йӗркелеме палӑртать. Культурӑпа массӑллӑ информацисем ирттерессипе те ҫине тӑрӗ.
Килӗштерсе ӗҫлес ыйтусемпе тата сӗнӳсемпе Стерлӗ хулинчи Днепроски урамри 7-мӗш ҫуртра выранаҫнӑ 1-мӗш офиса пыма ыйтаҫҫӗ. Вырсарникун автономи канать иккен. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-917-042-41-99 е 8-917-481-26-55.
Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче яллӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче футболла выляссипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет. Унта 13–15 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ.
Пушкӑртстанри, Тутартсанри, Дагестанри, Ҫурҫӗр Осетинчи, Мӑкшӑри, Ӗремпур, Курган, Ярославль, Чулхула, Челепи облаҫӗсенчи ушкӑнсемпе пӗрлех чӑваш яшӗсем те тупӑшӗҫ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Хӑш шкулти ачасем хутшӑнни пирки, шел те, асӑнман...
Сӑмахӑмӑр «Раҫҫей пӗрлӗхӗшӗн» истори курсӗ пирки-ха. Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви шкулта историе вӗрентмелли концепцие хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Тендерӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 11,4 миллион тенкӗпе танлашать-мӗн.
Концепцие хатӗрлекенсен Раҫҫей халӑхне пӗтӗҫтерес тата ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесе (ку шухӑша конкурс условийӗнче палӑртнӑ) ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттермелле иккен.
Аукционта кам ҫӗнтерни кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Мӗнпур ӗҫе вара килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Проектра Раҫҫейӗн историне «унӑн регионӗсен историйӗ» урлӑ вӗренмелле тесе каланӑ-мӗн-ха. Анчах, «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ тӑрӑх, 39 страницӑллӑ документра чӑвашсемпе тӗрӗк халӑхӗсен несӗлӗсем пирки кӗскен кӑна асӑнса хӑварнӑ иккен. «Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗрти Хӗвелтухӑҫ Европа» текен пайра «Хӗвелтухӑҫ Европа, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсемпе халӑхӗсем. Хасар каганачӗ. Атӑлҫи Пӑлхар. Тӗрӗк каганачӗсем» текен пункт пур кӑна-мӗн.
Раҫҫейӗн пӗрлехи истори учебникне хатӗрлес шухӑша ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.