Халӑха автотранспортпа тивӗҫтерессипе республика Раҫҫейри 83 регионтан 75-мӗш вырӑна лекнӗ. «АльфаСтрахование» хыпарланипе килешӳллӗн кӑҫал республикӑра пурӑнакан 1 пин ҫынна 174 урапа тухать имӗш. Автомобильленӳ шайӗ пӗлтерхинчен (166 урапа) ӳснӗ пулин те, нумай мар.
Рейтингра малти вырӑнсене Тинӗсҫум енӗ (1 пин ҫынна 547 урапа), Камчатка енӗ (452) тата Мускав облаҫӗ (323) тухнӑ, юлашки вырӑнсене вара Ингушети (115), Чечен (113) тата Чукота автономи округӗ (67) йышӑннӑ.
Атӑлҫи республикисем хушшиче рейтингра 33-мӗш вырӑнта Тутарстан (261), 49-мӗш — Пушкӑртстан (237), 55-мӗш — Удмурт республики (227), списокӑн юлашки тӑваттӑмӗш пайӗнче вара Чӑваш Республикипе пӗрле Мӑкшӑ (206) тата Мари Эл (163) вырнаҫнӑ.
«АльфаСтрахование» компани пӗтӗмӗшлетнӗ тӑрӑх Раҫҫейре кашни тӑваттӑмӗш ҫын урапапа хуҫаланать, кун пек утӑмсемпе РФ автомобильленӳ шайӗпе Япун, Хрантси, Аслӑ Британи пек ҫӗршывсене хуса ҫитме пултарӗ тесе палӑртнӑ.
Пушӑрт Республикинчи Суук-Чишма ялӗнчи историпе культура центрӗнче анатри чӑваш хӗрарӑмӗсен 19-мӗш ӗмӗрти тумӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Унта ытларах пуҫа тӑхӑнмаллисем — хушпупа тухья — вырӑн тупнӑ иккен. Аса илтеретпӗр, хушпӑва качча кайнӑ хӗрарӑмсем тӑхӑннӑ. Хӗрсем вара — тухья. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ саппунпа паллама пулать. Кунсӑр пуҫне куравра тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи тумтирне тӑхӑнтартнӑ пуканесем йышлӑ-мӗн.
Курав валли ҫи-пуҫа асӑннӑ ялта пурӑнакан Арина Егорова, Матрена Павлова, Вера Константинова, Татьяна Захарова, Ольга Васильева илсе пырса панӑ иккен.
Пушкӑрт Республикинчи Авӑркас районне кӗрекен Треппелте ялӑн 240 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ӑна «Сывлӑх сунатпӑр, хамӑр ялсем» ятпа ирттернӗ.
Кунти ламран лама пыракан йӑхсен шутне Виноградовсен, Умовсен, Григорьевсен, Волковсен, Даниловсен, Захаровсен, Колпаковсен тата Федоровсен ҫемйисене кӗртмелле.
Ҫавӑн йышши кирек мӗнле уяври евӗрех унта та вырӑнти ал ӗҫ ӑстисен пултарулӑхне кӑтартса паракан курав йӗркеленӗ. Халӑхӗ вара, чӑнах та, пултаруллӑ. Хӑшӗсем палассем тӗртеҫҫӗ, теприсем тӑмран савӑт-сапа ӑсталаҫҫӗ, йывӑҫран касса тӑвакансем те пур. «Тӗрлӗ ҫулсенчи Треппел ялӗ», «Треппел ялне пуҫарса яни», «Пирӗн ҫитӗнӳсем», «Ҫутҫанталӑка упрар» стендсем хатӗрленӗ.
Уява Авӑркас район администрацийӗн пуҫлӑхӗ М.Б. Ишемгулов та пырса ҫитнӗ. Ял халӑхне вӑл саламланӑ. Виталий Васильевичпа Таисия Романовна Волковсене вара «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ И.С. Захарова уҫнӑ. Вӑл вырӑнти пурнӑҫ пикри каласа кӑтартнӑ: шкул тата Культура ҫурчӗн ҫивиттине улӑштарни, асфальт сарни, кӗпер юсани тата ытти пирки.
Ҫар ҫулне ҫывхаракан ҫамрӑксем нумаях пулмасть Атӑлҫи тата Урал федераци округӗсенчи Спартакиадӑна пухӑннӑ. Чӑваш Ен чысне унта Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул каччисем — Константин Савельев, Дмитрий Почейкин, Денис Триковский, Евгений Еремин, Кирилл Ярайкин, Олег Канцеляров, Дмитрий Мидейкин, Олег Анисимов, Сергей Сарин, Стас Федотов, Николай Аливанкин — хӳтӗленӗ. Халӗ вӗсемпе тӑван тӑрӑхӗ чӑннипех хӑпартланма пултарать.
Ӑмӑртӑва Пенза, Ӑренпур, Тӗмен, Свердловск облаҫӗсенчи, Пермь Енӗнчи, Мари Элти, Пушкӑртстанри, Чӑваш Республикинчи тата Ханты-Манси автономи округӗнчи яшсем хутшӑннӑ. Вӗсем сакӑр енлӗ кӗрешес, пейнтбол, ҫар эстафети тата ҫар хатӗрленӗвӗн енӗпе тупӑшнӑ. Хӗрлӗ Чутай ачисем эстафетӑра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, пейнтболпа — 2-мӗш, кӗрешессипе — 5-мӗш, ҫар хатӗрленӗвӗн ӑмӑртӑвӗнче — 1-мӗш. Ҫапла вара ушкӑнпа илсен каччӑсем Пенза облаҫӗнчи тантӑшӗсенчен виҫӗ очко сахалрах пухса иккӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Кӗркунне вӗсен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗ.
Сӑнсем (19)
Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ парӑс» уйлӑхра тулай чӑвашӗсен ачисене кантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна 2005 ҫулта пуҫарса янӑ.
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вара вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Унта вӗсем илемлӗ чӑваш кӗпине тӑхӑнса, ӗлӗкхи пек карталанса чӑваш юррине юрланӑ, чӑваш вӑййине вылянӑ. Уява чӑваш тӗррин ӑсти, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ З.И. Воронова илем кӳчӗ тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви. Вӑл чӑваш кӗпи ҫинчен тата хӑйӗн коллекцийӗнчи тумсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Уяв арҫын ачасем кӗрешӳре вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Чи маттуррисем Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Никита Данилов тата Тутар Республикинчен килнӗ Виталий Сергеев пулнӑ. Вӗсене медальсем парса чысланӑ.
Сӑнсем (14)
«Хӗрлӗ парӑс» уйлӑха ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш диаспорин ачисене ҫулсеренех канма пухаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен кану тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, смена утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Канма Пушкӑрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуҫ республикисенчен, Ӑренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе ҫитнӗ. «Хӗрлӗ парӑса» лекиччен вӗсен хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартма тивнӗ. Мӗншӗн тесен уйлӑха килмелли путевкӑсемпе вӗсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн хавхалантарнӑ.
Вӗсемпе республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ.
«Сывлӑх сунатпӑр», — тесе кӗтсе илнӗ вӗсем министра. Пысӑк хӑнана вӗсем туслӑх сулли парнеленӗ. Уйлӑхра канакансене Вадим Петрович республикӑн культура пурнӑҫӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑхра вӑхӑта ирттернӗ вӑхӑтра ачасем республикӑри пултаруллӑ чӑвашсемпе тӗл пулӗҫ, ҫӗннине-кӑсӑклине самай пӗлӗҫ.
Сӑнсем (10)
Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ.
Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ.
Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.
Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ.
Пирӗн республика территорийӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнӗҫ. «Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль ӑҫтан каясси пирки татса калама хальлӗхе иртерех-ха. Проекта хатӗрлекенсем икӗ май сӗнеҫҫӗ-мӗн: ҫурҫӗр тата кӑнтӑр. Ҫапах та Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн Михаил Янковскин пӗлтернине тӗпе хурсан, малтанхи варианчӗ пурнӑҫа кӗресси пирки ытларах шанма пулать теме май пур. Вӑл проект пурнӑҫлансан чукун ҫул Кӳкеҫ патӗнчен каймалла. Кӑнтӑр вариантпа ҫул хывсан Шупашкартан 13,5 ҫухрӑм инҫерех иккен. Укҫа ҫине куҫарсан кӑнтӑр вариант йӳнӗрех ларать. Тата ҫулӗ те кӗскерех пулӗ: уйрӑмлӑхӗ 10 километр ытларах.
«Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль Раҫҫейӗн 10 регионӗпе иртмелле: Мускав; Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем; Чӑваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл, Пушкӑртстан республикисем; Пермь тата Свердловск облаҫӗсем. Ҫул тӑршшӗ 1 620 километрпа танлашмалла. Пуйӑс сехетре 400 ҫухрӑм таран хӑвалӗ. Ҫапла вара вӑрӑм ҫула вӑл 8 сехетре ҫӗнейӗ.
Ҫак шӑматкун Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче тӳлевсӗр концерт пулать. Тулай чӑвашсене тӑван юрӑ-ташӑпа Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнчи «Шур акӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ савӑнтарӗ.
Пушӑ вӑхӑта юрӑ-ташӑпа ирттерекен маттурсен концертне аякри ентешсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнасса шанатпӑр.
«Шур акӑш» ушкӑн пӗлтӗр Чунҫӳреве кайса килнӗренпе ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ ӗнтӗ — нумай пулмасть, ав, Турцирен таврӑнчӗҫ. Чӑн та, пирӗн халӑхӑн мӑн асаттесен вырӑнӗсене ҫитсе курни кулленхи ӗҫре самай пулӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.