РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа Турци ертӳҫи Эрдоган телефонпа калаҫнӑ. Икӗ пуҫлӑх калаҫса татӑлнӑ: малашне Раҫҫей турисчӗсем Турцие кайма пултарӗҫ.
Владимир Путинпа Эрдоган калаҫӑвӗ 45 минута тӑсӑлнӑ. Халӗ Шупашкр ҫыннисем агентствӑсем ку енӗпе рейссем уҫасса кӗтеҫҫӗ пуль. Владимир Путин Эрдогана икӗ ҫӗршыв суту-илӳпе экономика тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлемешкӗн калаҫса татӑлма шантарнӑ.
Куншӑн туристсем савӑннӑ паллах. Ара, вӗсем Турцие канма каясшӑн вӗт. Унти хаксем вӗсене тивӗҫтереҫҫӗ. Тепӗр енчен хакласан, Турцие ҫул уҫӑлсан ҫынсем унта талпӑнмасан та пултарӗҫ. Унти лару-тӑру чылайӑшне канӑҫсӑрлантарать ахӑртнех. Сӑмахран, Стамбулти аэропортра сирпӗнӳ кӗрлени.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ольга Епифанова ачаллисен отпускне тӑсса парасшӑн.
Хальхи вӑхӑтри Ӗҫ кодексӗнче пӑхнӑ тӑрӑх, ҫулсерен паракан отпуск 28 кунпа танлашать. Кунта шӑматкунпа вырсарникун та кӗрет. Епифанова депутат ачаллисен кану вӑхӑтне 31 куна ҫитерттересшӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫапла тусан ашшӗ-амӑшӗн ачисене тимлӗх ытларах уйӑрма май килӗ.
Ыттисенчен ытларах кантармалли категори шутне депутат 14 ҫула ҫитмен ывӑл-хӗрне пӗччен ӳстерекен амӑшӗсемпе ашшӗсене кӗртнӗ.
Ҫул ҫитмен ачасене ӳстерекен нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне те 31 кун кантармалла.
Саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ачаллисене отпуска хӑйсем хӑҫан каяс теҫҫӗ, ҫавӑн чухне илме ирӗк памалла. Хальхи вӑхӑтра пурне те графикпа пӑхнӑ вӑхӑтра яраҫҫӗ.
Питӗрте пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Унта, сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Канашлура Раҫҫейри субъектсенчи инвестици климачӗн Наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пирӗн республика списокра малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Юлашки даннӑйсене ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен Наци танлаштарӑмӗнче 9-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне куҫнӑ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех Тутарстан, Белгород, Калуга, Тӗмен, Владимир облаҫӗсем, Краснодар крайӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Мускав кӗнӗ.
Наци танлаштарӑмне виҫҫӗмӗш ҫул хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Малтанах танлаштарӑмра Раҫҫейри 21 субъекта шута илнӗ. Кайран вӗсен йышне ӳстернӗ.
Депутатсем РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Халӑх тарҫисем ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра ӗҫ кунне кӑштах кӗскетме сӗннӗ.
Депутатсен ушкӑнӗ шӑрӑх вӑхӑтра эрнере 35 сехет ӗҫлеме сӗнет. Апат вӑхӑчӗ вара, вӗсен шухӑшӗпе, 2 сехетрен сахал мар пулмалла. Пӗр сӑмахпа, ӗҫ кунне депутатсен ушкӑнӗ 7 сехет тума ыйтать.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр ҫӗршывра, шӑрӑх ҫанталӑк тӑраканнисенче, сиестӑна саккунра йышӑннӑ. Ҫавӑнпах ӗҫ кунӗ те вӗҫленет вӗсен.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Правительствӑна ҫурт-йӗр туянмашкӑн паракан кредит ставкине пӗчӗклетмелли майсем тупма каланӑ. Халӗ ку кӑтарту 12 процентпа танлашать.
Владимир Путинӑн хушӑвне Кремль сайтӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пичетленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Дмитрий Медведев премьер-министрӑн хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ставкӑна пӗчӗклетмелли майсем шухӑшласа кӑлармалла.
Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ыйтусене пӑхса тухмалла: ипотека кредичӗсене малашне пӗчӗклетмелли мерӑсем пирки; ҫурт-йӗр строительствин тытӑмӗнче банкӑн тулли праваллӑ элчине палӑртасси ҫинчен. Доклад – 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».
Документра иккӗмӗш рынокри ҫурта туянмашкӑн паракан ипотека пирки те сӑмах хускатнӑ. Ку тӗлӗшпе чиновниксен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӗнӳсемпе паллаштармалла.
Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Игорь Шувалов ҫынсене хӑвӑртрах хваттер туянма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «Россия 1» телеканалпа пыракан «Воскресный вечер с Владимиром Соловьевым» кӑларӑма хутшӑннӑ чух палӑртса хӑварнӑ.
Игорь Шувалов шучӗпе хальхи вӑхӑт ҫурт-йӗр туянмашкӑн меллӗ.
Эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ юлашки вӑхӑтра, чӑн та, пӗр вырӑнта тӑрать. Банксем ипотека кредитне хаваспах параҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах халӑх шухӑшне пухакан Пӗтем Раҫҫейри центр ҫынсен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ кулленхи тӑкаксене чакарнине пӗлтерет. 87 проценчӗ вара кредит илме хӑрать иккен. Ҫынсем кивҫен укҫа илме тӑхтаса тӑнине кура кредит учрежденийӗсем халӑха илӗртмелли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шыраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр сутӑнманни строительсене те чӑрмав кӳрет.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре чи йӳнӗ эрехӗн хакне хӑпартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ытти эрех хакӗ, шурӑ эрехсӗр пуҫне, ҫаван пекех юлассине хыпарланӑччӗ. Чиновниксем шампань эрехӗн хакне те ӳстерме палӑртнӑ. Ку ҫӗнӗлӗх утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫа кӗмелле.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа чи йӳнӗ шампань эрехӗшӗн нумайрах тӳлеме тивӗ. Савутран ӑна сахалтан та 115 тенкӗпе сутӗҫ. Курттӑммӑн туянакансем вара 133 тенкӗпе илӗҫ. Лавкка сентри ҫинче вара сахалтан та 165 тенкӗ пулӗ.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хамӑр патра туса кӑларнӑ шампань эрехӗ вӑтамран 220 тенкӗ тӑрать.
ЛДПР депутачӗ Александр Шерин автозаправкӑсенче аптека тума сӗнет. Унта кашни водитель чи кирлӗ эмелсене туянма пултартӑр.
«Мускав» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн тӑвасшӑн. Ӑна хӑҫан тӑвассине тата аптека мӗнле пулмаллине каламан-ха. Ку ӗҫе Правительствӑна тума сӗнеҫҫӗ.
Аптека гильдийӗн ертӳҫи Елена Неволина ку ҫӗнӗлӗхе кӗртме хирӗҫ мар. «Пӗрремӗшӗнчен, унта специалист ӗҫлемелле. Иккӗмешӗнчен, препаратсене упрамалли условисене пӑхӑнмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, аптекӑсем валли хатӗрсем тата лаптӑк кирлӗ. Ҫаксене йӑлтах пӑхӑнсан мӗншӗн ку проекта пурнӑҫа кӗртсе мар?» — тенӗ вӑл.
Раҫҫейре шурӑ эрех хакне ӳстересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: шурӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакӗ 2009 ҫултанпа улшӑнман. Хак ун чухне 220 тенкӗпе танлашнӑ. Кун пек каласан тӗрӗсех те мар пулӗ. Кӑштахран ӑна йӳнетрӗҫ. Ку 2015 ҫулта пулнӑ. Ун чухне нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хака 220 тенкӗрен 185-е ҫитерчӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен шурӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакне 190 тенке ҫитересшӗн. Ку ҫур литр кӗленчешӗн. Ытти алкоголь шӗвекӗн хакӗсем унчченхи пекех юлӗҫ.
Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫленмен-ха, РФ Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви вара 2017 ҫулта канмалли кунсене палӑртма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канӑпӑр. Ун чухне раштавӑн 31-мӗшӗнче те ӗҫе тухмалла мар. Вӑл вырсарникуна лекет. Ҫавӑнпа халӑх уява лӑпкӑнах хатӗрленме пултарать. Ҫитес ҫул темиҫе уяв канмалли кунпа пӗр килет. Ҫавна май кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче канмаллине нарӑсӑн 24-мӗшӗ ҫине куҫараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 7-мӗшне вара — ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ ҫине.
2017 ҫулта нарӑсӑн 23–26-мӗшӗсенче, пушӑн 8-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, ҫу уйӑхӗн 6–9-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 10–12-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4–6-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Каласа хӑварас пулать, ҫитес ҫул Республика кунӗ шӑматкуна лекет. Ҫавна май уншӑн хӑш кун канмаллине республика тӳри-шари хальлӗхе палӑртма ӗлкереймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |