Малашне ҫемьери ҫывӑх ҫынсене ҫапнине пуҫиле ӗҫсен йышне кӗртмӗҫ. Куншӑн административлӑ явап тыттарӗҫ.
Анчах пӗрремӗш хут хӗнесен ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче ҫирӗпрех явап ҫав-ҫавах тытма лекӗ.
Саккун проектне РФ Патшалӑх Думи ырланӑ. Хӗнени ӳт-пӗве ҫапса ыраттарнине пӗлтерет. Сывлӑха шар кӑтартнине, ҫынна ӗҫлейми тунине ҫакӑн йышне кӗртмеҫҫӗ, унашкалли чухне хытӑрах явап тыттарӗҫ.
2015 ҫулхи статистика пӗлтернӗ тӑрӑх ҫемьери харкашусенче 50,8 пин ҫын асап тӳснӗ. Вӗсен шутӗнче 36,5 пинӗшӗ — хӗрарӑмсем, 11,8 пин — ачасем. Арҫынсене йышӗ 5% кӑна пулнӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарасси пирки йышӑну тунӑччӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑйран тухмаллаччӗ. Анчах Роспотребнадзор «фанфурика» 60 кунлӑха сутма чарма сӗннӗ. Премьер-министр вара ҫакна ырланӑ, паян ку йӗркене тӑсма йышӑннӑ.
РФ Правительстви «фанфурик» сутма чарнӑ вӑхӑтра Раҫҫейре ку эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ чакнине ӗнентереҫҫӗ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министерствин профилактикӑллӑ медицинӑн ӐТЦ (ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ) сайтӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе рекламӑлассине чарма сӗннӗ. Сывӑ пурнӑҫпа пурӑнма хистекен тӗллевлӗ программӑра кӑлпассине, шоколада тата газлӑ шӗвеке вӑхӑт тӗлӗшӗнчен рекламӑра чару кӗртмелле тенӗ.
Стратегине хатӗрлекенсем хӑйсен хучӗнче организма сиен кӳрекен апат-ҫимӗҫпе — тӑварпа, сахӑрпа, ҫуллӑ йӳҫексен транс-изомерӗсемпе, ҫӑра чӗрчун ҫӑвӗпе — мӗн чухлӗ усӑ курнине патшалӑхра шута илменни пирки каланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсемпе юнашар пылак шывпа чипс сутас тӗлӗшпе чарусем сахал пулни пирки те асӑннӑ.
Хута хатӗрлекенсен шухӑшӗпе сывлӑха сиен кӳрекен таварсене рекламӑлас тӗлӗшпе чарусем кӗртмелле, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе туса илекенсене вара — пулӑшмалла.
Ҫур литр шурӑ эрех хакӗ мӗн чухлӗ пулмалла? Ҫак ыйтӑва Раҫҫейре хӳрӗ сӳтсе яваҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Унччен РФ Финанс министерстви ҫур литрлӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакне 190 тенкӗрен 219 тенкӗ таран хӑпартма сӗннӗ. Урӑхла каласан, 15 процент хаклатма сӗннӗ. Анчах министерство кайран урӑхларах шухӑшлама тытӑннӑ. Ведомство эрех хакне 204-205 тенкӗ таран хӑпартма сӗннӗ.
Эрех хакӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ӳсӗ. Вӑл мӗн чухлӗ хӑпарассине Финанс министерстви 1-2 эрнере татса пама шантарнӑ.
Хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем кая юлса ҫитнишӗн Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем пассажирсене укҫан саплаштарма йышӑннӑ. Тариф кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Пуйӑс 60 минутран пуҫласа 119 минутчен кая юлса ҫитсен ҫул укҫин 25 процентне саплаштармалла, 120 минут ытла кая юлса ҫитсен — 50 процент.
Пуйӑс ҫутҫанталӑкри сӑлтавпа тата ытти ҫавӑн йышши инкеке пула юлса ҫитнишӗн компенсаци тӳлемӗҫ.
«Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем кая юлса ҫитнишӗн укҫа саплаштарма ыйтса ҫырнине 30 кунта пӑхса тухӗҫ. Ӑна пуйӑс пуҫлӑхӗ, проводник е кондуктор урлӑ ҫитерме пулать. Укҫа саплаштарма ыйтса пуштӑ урлӑ та ҫырма пулать. «Сапсан» пирки кӑмӑлсӑрланӑва 45 кунтан кая юлмасӑр ҫырмалла, «Аллегро» тӗлӗшпе — 30 кунтан юлмасӑр.
Чӑваш Енри мусӑкҫӑ Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне Дима Билана ҫӗнӗ проект хута яма пулӑшнӑ. Унӑн тизерӗ тӗнче тетелӗнче пур ӗнтӗ. Кӗҫех клип премьери пулӗ.
Ҫӗнӗ проект валли юрра Шупашкарти мусӑкҫӑ Антон Шаплин хатӗрленӗ. Вӑл унӑн анонсне халӑх тетелне вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ. Юрӑ «Монстры в твоей голове» (чӑв. Сан пуҫӑнти хӑратмӑшсем) ятлӑ. Мистика клипӗн премьери кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ.
Паллӑ юрӑҫ Дима Билан ҫӗнӗ клиппа фаначӗсене тӗлӗнтересшӗн. Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем ҫакна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
ТУ-154 самолет Хура тинӗсе ӳкни пирки, унта чӑваш каччи Максим Иванов пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Ӗнер ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Александров ячӗллӗ ансамбль ҫемйисене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Ку укҫана Социаллӑ страхлав фончӗ уйӑрӗ.
Самолетра пулнӑ ҫынсен ҫемйисене, Сывлӑш кодексӗпе килӗшӳллӗн, 2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Социаллӑ страхлав фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ 92 ҫынран 72-шӗ хӑйсене страхланӑ. Страхлав укҫине арӑмӗ е упӑшки, ҫул ҫитмен ачисем илме пултарӗҫ.
Аса илтерер: Максим Иванов Пушкӑртстанра ҫуралнӑ чӑваш, арӑмӗ Чӑваш Енри Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчен.
«Танлаштарӑм» информаци коммуникацийӗсен центрӗ регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта 85 ертӳҫӗ кӗнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсен йышӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш ушкӑна лекнӗ. Вӑл вара 25 ертӳҫӗрен тӑрать.
Танлаштарӑма Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов чи малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи хыҫалти йӗркесене вара Алтай тӑрӑхӗнчи, Карели тата Бурят республикисенчи ертӳҫӗсем йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: танлаштарӑма куҫӑн мар майпа анкетировани ирттерсе хатӗрленӗ. Эксперт обществисем ирттернӗ ыйтӑма та шута илнӗ.
Раштавӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев регионти тата вырӑнти хыснасене 2017–2019 ҫулсенче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси пирки канашлу ирттернӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен хӑйне лайӑх партнер пек кӑтартнӑ. Ҫавна май республикӑна ҫитес ҫул федераци хыснинчен 1,5 миллиард тенкӗ килӗ.
Дмитрий Медведев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултанпа грантсем ӳсӗҫ. Вӑл 20 миллиард тенкӗпе танлашӗ. Анчах ӑна хӑйсене налук потенциалне ӳстерес енӗпе лайӑх кӑтартнӑ регионсене ҫеҫ парӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсене 900,8 миллион тенкӗлӗх панӑ. Ҫитес ҫул вара ку 993,6 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнине, ку тӗлӗшпе Дмитрий Медведев премьер-министр ятарлӑ йышӑну тунине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каярах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест. Чару 30 кун вӑйра пулӗ.
Ӗҫмелли мар спиртлӑ хутӑша сутакансене Роспотребнадзор та тӗрӗслесе тӑрӗ. Ку органӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗсем — 58-25-95, 58-17-19. Йышӑнӑва пӑхӑнманнисем пирки ҫӑхавлакансен шӑнкӑравне ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |