
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Ҫимӗкре те масар ҫине кайма тӑхтама сӗннӗ. Паян
кӑшӑлвирус инфекцийӗпе кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвне иртнӗ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫимӗкре ҫӑва ҫинче халӑх пуҫтарӑнать, ытти регионтан та килеҫҫӗ. Ҫынсем апат-ҫимӗҫ, ӗҫме-ҫиме илеҫҫӗ, пӗр савӑт-сапапа хӑналанма тытӑнаҫҫӗ. Гигиенӑна пӑхӑнма ҫӑва ҫинче услови те ҫук. «Кун пек лару-тӑру кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышне ӳстерме пултарать», - тенӗ республикӑри тӗп санитари врачӗ.
Пирӗн республикӑра, сӑмах май, 944 масар. Ҫимӗкре ҫӑва ҫине кайма юрамӗ. Ун чух чиркӳсене те кайма тӑхтамалла тенӗ паянхи канашлӑва пухӑннисем.

Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларӗҫ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл заявлени ҫырнӑ та-мӗн. Ӑна ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ имӗш.
Чӑваш Енри паллӑ журналист хыпарланӑ тӑрӑх, Андрей Софроновӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Етӗрне хулинче, ав, кашни ҫӗрмӗш ҫынна ку вирус ернӗ. Амак алхаснине асӑннӑ район Чулхула облаҫӗпе юнашар пулнипе те (унта вара чирлекенсем йышлӑ теҫҫӗ), яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. Район ертӳҫисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманшӑн республика шайӗнче сӑмах лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗччӗ.

Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Якут Республикинчен самолет вӗҫсе килнӗ. Унта камсем пулнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри кӗске хыпарӗнче асӑнман. Ют регионтан вӗҫсе ҫитнӗ пассажирсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тата тухтӑрсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пурте кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли тум тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, аэропорт ӗҫченӗсем те, экипаж та.
Самолетсем вӗҫме пуҫланӑ вӑхӑта лару-тӑру улшӑнасса шанннине пӗлтернӗ Шупашкарти аэропортра.
Аса илтерер: аэропорт хальлӗхе ӗҫлеме пуҫламан-ха. Якутирен чартер рейспа килнӗ суперджета кӗтсе илме ҫеҫ унтисем темиҫе сехетлӗхе тухнӑ. Чӑваш Енрен Мускава самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнмалла. Каярах ҫавӑн пекех авиарейссем Питӗре, Сочине, Симферополе пулмалла.

Етӗрне хулинче кӑшӑлвирус вӑйлӑ сарӑлнӑран дезинфекци ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев хулара тата Етӗрне районӗнчи хӑш-пӗр ялта дезинфекци ирттерме МЧСа тата Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетне (ГКЧС) ыйтнӑ.
Етӗрнере 81 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку вӑл халӑхӑн 1 проценчӗ патнелле. Ҫавна кура Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗ. Хула тулашне ҫӳрекен транспорт ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Апат-ҫимӗҫ, йӑлари хытӑ каяш, куллен кирлӗ тавар турттаракан тата ятарлӑ машинӑсене (васкавлӑ пулӑшу, пушар...) ҫеҫ ҫӳреттересшӗн. Лавккасене ӗҫлеттерессипе те ҫирӗп мерӑсем йышӑнтарасшӑн. Республика ертӳҫисем ку ыйтӑва вӑраха хӑвармасӑр татса памалла.

Чӑваш Енре кашӑлвируса тӑрӗслемелли тестсене кашниех тума пултарать. Анчах тӳлевлӗ.
Роспотребнадзор тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, анализа Республикӑри клиника пульницинче (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт). Тест хакӗ – 1200 тенкӗ. Кӑтартӑва 3 кун кӗтмелле.
Харпӑр клиникӑсенче антитела пуррипе ҫуккине те тӗрӗслеҫҫӗ. Организмра унашкалли пур тӑк ҫыннӑн ку инфекципе кӗрешме иммунитет аван.

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен пассажир транспорчӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫлама пуҫлӗҫ. Анчах вӗсен Роспотребнадзор хушӑвӗсене пӑхӑнмалла.
Водителӗн тата пассажирсен маскӑпа пулмалла. Ҫакна транспорта лариччен тӗрӗслӗҫ. Автобуса ҫурри ҫеҫ тултарӗҫ – ҫапла майпа пассажирсем дистанцие пӑхӑнма пултарӗҫ.
Хальлӗхе икӗ района ҫеҫ транспорт яма тӑхтӗҫ: Етӗрне тата Тӑвай районӗсене. Унта кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ нумайрах. Перевозчиксем валли пропуска ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма йышӑннӑ. Ку йӗркене пӑсса пассажирсене турттаракансенчен хӑтӑлма пулӑшӗ.

Чӑваш Енри тӳре-шӑрана кӑшӑлвирусран тӗрӗсленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: анализа министрсем, патшалӑх комитечӗсен, республикӑри ведомствӑсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн подразделенийӗсен ертӳҫисем панӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче теста тӳре-шара Роспотребнадзор сӗннипе тунине ӗнер ӗнентернӗччӗ. Каярах Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ кӑшӑлвируспа чирленине палӑртни ҫиеле тухнӑччӗ. Апла-и, капла-и — чире никам та ыйтса илмест.
Паян Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Правительство ҫуртне covid-19 тесчӗсем ҫитнӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, анализ тӳре-шара кӑшӑлвируспа чирлине кӑтартман.

Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн стационарне кӑшӑлвирус инфекцине пула хупнӑ. Вӑхӑтлӑха.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, стационара хупма Роспотребнадзорӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти управленийӗ хушнӑ.
Министерство хыпарлани тӑрӑх ҫакӑ палӑрать: пульницӑн стационарӗнче сипленекенсенчен пӗрин анализӗнче кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. COVID-19 вирус лекнӗ пациента Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа Кӳкеҫри пульницӑн стационарӗнче хутшӑннисем хӑйсене чирлине туйманнине пӗлтернӗ. Ҫапах та вӗсенне те анализ илнине ӗнентерет ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫав ҫынсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ тӗсӗ ерсен ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи аталанма пултарать. Ҫавна пулах ҫын вилет.
Ӳпке шыҫҫипе унччен те ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ – ку паллӑ ӗнтӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта, кӑҫал, пӗрремӗш кварталта вируслӑ пневмонирен 19 ҫын вилнӗ.
Пӗлтӗр вара ку чире пула 83 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2019 ҫулта 6216 ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи пулнине палӑртнӑ. 2227-шӗн ку чир пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта пулнӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паянтан, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен, ют ҫынсене учреждение кӗртме пӑрахнӑ. Кун пирки институтӑн сайтӗнче паян ирпе пӗлтернӗ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекенсем коронавирусран хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем учреждение килен-каян кӗртес мар тесе йышӑннӑ.
Институтра ӗҫлекенсем вара унчченхилех ӗҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ кӗске хыпарта.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, Роспотребнадзор сӗннине, Раҫҫей Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗрентӳ министрӗн приказне, коронавирус сарӑласран йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем хушнине пӑхӑнаҫҫӗ.
Килен-каяна хӑҫан тепре хапӑл пулассине хальлӗхе хыпарламан, сайтра ҫырнине сӑнаса тӑма сӗннӗ.
