
Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ.
Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет.

Тӗнчере коронавирус анлӑ сарӑлнӑ май ҫӗршывсенче ку тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Раҫҫей Европӑри ҫӗршывсемпе вӑхӑтлӑха авиаҫыхӑну тытма пӑрахасшӑн. Сӑмах май, Италире короновируспа чирленӗ тӗслӗх нумай.
Инфекци чирӗ ересрен сыхланас тӗлӗшпе Роспотребнадзор кӗсье телефонӗсене, гаджетсене общество вырӑнӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн дезинфекцилеме сӗннӗ. Ку сӗнӗве ведомствӑн сайтӗнче те пичетленӗ.
Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, телефонсене кашни кун антисептикпа тасатмалла. Уйрӑмах – пит ҫине лекнӗ вырӑнтине. Телефонӑн чехол пур тӑк ӑна хывсах антисептикпа сӑтӑрмалла.

Коронавирус инфекцине тупса палӑртнӑ ҫӗршывсенчен килнӗ ҫынсем валли Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче эпидемиологсем ҫынсен ыйтӑвӗсене 8 (8352) 58-24-48, 58-51-66 телефон номерӗсемпе йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма тата асӑннӑ инфекци сарӑлнӑ ҫӗршывсенчен таврӑннисем пирки хыпарлама Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 26-14-14.
Паян, сӑмах май, коронавирус ыйтӑвӗпе Чӑваш Енре пысӑк канашлу иртнӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе аптӑракансем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та каланӑ.

Шел те, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланса вилекенсем ҫулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 ҫулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ ҫулталӑкра чакнӑ: 789 тӗслӗх пулнӑ, кӑтарту 618-а ҫитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ – арҫынсем.
Ку кӑна мар, 14 ҫула ҫитмен ачасен йышӗнче эрехпе наркӑмашланнӑ 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрӑксен хушшинче – 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 387 ҫын этанол ӗҫсе шар курнӑ, 201 ҫын паллӑ мар спиртпа аптӑранӑ. 27 ҫын вара метанолпа наркӑмӑшланнӑ.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, чирленисен йышӗ 1,8 хут нумайланнӑ.
Кӑҫал ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 4447 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. 124 ҫын пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен 93-шӗ – ачасем.
Чирлес мар тесен мӗн тумалла? Роспотребнадзор акӑ мӗн сӗнет: ҫын нумай пухӑннӑ вырӑнсене ҫӳреме тӑрӑшмалла мар, медицина маски тӑхӑнмалла, тутана, сӑмсана, куҫа алӑпа тытмалла мар, урамран кӗрсен тата апатланас умӗн алла супӑньпе ҫумалла. Ҫавӑн пекех килте тусан сӑтӑрмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, урама уҫӑлма тухмалла, апатлану тата кану йӗркине пӑхӑнмалла.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. ОРВИпе аптӑракан та чылай. Ку эрнере ку чирпе нушаланакан 5600 тӗслӗхе шута илнӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. 100 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – ачасем.
Пульницӑна пневмонипе чирлекенсем те нумаййӑн пыраҫҫӗ. Ку чирпе аптӑракансен йышӗ ытти ҫулсенчен 1,4 хут нумайрах. Чӳк уйӑхӗнче 600 ҫынна «пневмони» диагноз лартнӑ. Ытларахӑшӗ – аслӑ ӳсӗмрисем.
ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнине кура республикӑри тӑватӑ шкулти (Шупашкарти – 1, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 шкул пирки сӑмах) тӑватӑ класра карантин пулнине палӑртнӑ.

Вӑрмарти чӑх-чӗп хапрӑкне каллех тӗрӗсленӗ. Унта каллех йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: унччен асӑрхаттарса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене те тӳрлетмен-мӗн. Ҫавна май юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Административлӑ ӗҫе Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ. Юридици сӑпачӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑка ҫитменлӗхсене пӗтерме предписани ҫырса панӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлекенсен йышне тишкернӗ. Ҫав амакпа Шупашкар хулинче (100 пин ҫын пуҫне 647,14 ҫын), Ҫӗмӗрлере (347,4), Шупашкар районӗнче (326,5) уйрӑмах йышлӑ аптӑраҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлисене 4464 тӗслӗхе шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак йыш 6,5 процент нумайланнӑ.
0-2 ҫулсенчисем хушшинче ҫак цифра 4,5%, 15-17 ҫулсенчисем хушшинче 2,9%, аслисем хушшинче 21,6% йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 3-6 лет ҫулхисем чирлесси 2,1% чакнӑ, 7-14 ҫулхисем – 4,8%.
Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 110 ҫынна иртнӗ эрнере пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 97-шӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем.

Роспотребнадзор апат-ҫимӗҫ лавккисене тӗрӗслевпе тухнӑ. Хальхинче сентресем ҫинчи аш-какай пахалӑхне пӑхнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна тата ӗне какайӗсенчен хатӗрленӗ продукцире (кун пирки маркировкӑра ҫырнӑ) чӑхӑн ДНКине тупса палӑртнӑ. Требованисемпе килӗшсе тӑман продукцие сутуран илнӗ. Пӗтӗмпе 200 ытла килограмм какай сентресем ҫинчен илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор кӑҫалхи 9 уйӑхра лабораторире аш-какайӑн 900 пробине тӗрӗсленӗ. 64 ҫурмафабрикат гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑман.

Суд приставӗсем Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула хупса лартнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн СанПиН нормисене пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йывӑҫ шкул стенисем ҫинче, урайӗнче ҫурӑксем пур. Вӑй-хал культурин урокӗсене урамра ирттернӗ. Япӑх ҫанталӑкра вара – шалта, анчах ятарлӑ пӳлӗм пулман.
Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан Роспотребнадзор административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ, суда шкул ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, шкулӑн СанПиН йышӑннӑ йӗркесене тума условисем пулнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. Ҫавна май шкул ӗҫне 10 талӑклӑха чарса лартнӑ.
