
Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни.

Роспотребнадзор сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Хальлӗхе лару-тӑру эпидеми чиккинче.
Ытларах ОРВИпе тата гриппа ачасем чирлеҫҫӗ – 60,6 процент. ОРВИпе чирленӗрен республикӑра 410 ачана каникула янӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти 6 шкулта 9 класс карантина кайнӑ. Пӗтӗмпе – 246 ача. Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ шкулта 3 класс карантинра (78 ача).
Ҫӗрпӳ районӗнче 1 класс вӗренмест, шкул умӗнхи 3 ушкӑн карантина кайнӑ. Ача пахчинче 1 ушкӑн хупӑннӑ.
Эрне хушшинче пневмонипе чирленӗ 267 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пневмонипе аптӑракан 254 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пурӑнакансем, ҫав шутра кӳкеҫсем те, урамра тепӗр чух тӑракан ырӑ мар шӑрша пӗрре ҫеҫ мар туйнӑ. Хӑнӑхса та ҫитрӗҫ пуль тенӗччӗ те, ҫук иккен. Александр Анисимов ятлӑ ҫын «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне хуптарма ыйтса петици ҫырнӑ.
Асӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ тавралла 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсенче ырӑ мар шӑршӑ тӑнине палӑртнӑ унта. Петрэици авторӗ маларах Роспотребнадзора, прокуратурӑна ҫырнисем усӑ кӳменнине асӑннӑ.
Хапрӑка хупса хума ыйтнине Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ҫырура ҫынсен таса сывлӑшпа сывлас килнине пӗлтернӗ.
Ҫак самантра петицие 175 ҫын алӑ пуснӑ.

Пӗлтӗр Роспотребнадзор Чӑваш Енре сутма илсе килнӗ 333 килограмм пахалӑхсӑр пулла туртса илнӗ. Ведомство ятарласа тӗрӗслев ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн пулла тата тинӗҫ ҫимӗҫӗсене туртса илнӗ.
Тӗслӗхрен, пулӑ микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑман. Пулӑн тачка какайӗ тата креветка физикӑпа хими кӑтартӑвӗсемпе пахалӑхсӑр пулнӑ.
Пулӑ тата тинӗс ҫимӗҫӗсене упранӑ чухне те условисене пӑхӑнман. Ҫимӗҫсен срокне те пӑхса тӑман. Ҫак ҫимӗҫсене сутнӑ чухне йӗркене пӑснӑ предприятисене штраф тӳлеттернӗ. Пӗтӗмпе 400 пин тенкӗ ытла штраф пухӑннӑ.

«Наша мама» (чӑв. «Пирӗн анне») ҫӗвӗ хапрӑкӗн Ҫӗмӗрле хулинчи филиалӗнче тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхӗшӗн сиенлӗ ҫи-пуҫ ҫӗленӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хапрӑкри кӗпе-йӗме Чулхула облаҫӗнчи ӗҫтешӗсем ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ.
Шӑпах вӗсем Ҫӗмӗрлере ҫӗленӗ боди Таможня пӗрлӗхӗн техника регламенчӗ ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Лаборатори тӗпчевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн хайхи бодие чӑннипех те техника регламенчӗсене пӑхӑнса ҫӗлеменни, вӑл сывлӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни паллӑ пулнӑ. Ҫавна май предприятие асӑннӑ ҫи-пуҫа кӑларма чарнӑ тата сиен кӳнине ҫӑмӑллатма ятарлӑ программа шухӑшласа кӑларса йышӑнма хушнӑ.
Унсӑр пуҫне палӑртса хӑвармалла, хапрӑк тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, куншӑн вара 300 пинрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.

Ӗнер каҫхине Шупашкарта шӑршӑ тӑнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем урамра ҫунӑк шӑрши сӑмсана ҫурнипе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Ҫынсем чӑтайман, ҫунӑк шӑрши кӗнӗрен Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн «хӗрӳ линине» шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шумилов урамӗнче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Роспотребнадзор специалисчӗсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи икӗ вырӑнта сывлӑша тӗрӗслеме шантарнӑ. «Мӗн ҫунни хальлӗхе паллӑ мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗлтерӗпӗр», — тенӗ Роспотребнадзорӑн регионти управленийӗнче.
Аса илтерер: ҫулла Шупашкар ҫыннисем каяш шӑрши кӗнипе кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.

Канашра пурӑнакансем вышка лартнине хирӗҫлесе митинга тухнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн вышки, канашсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывлӑха хавшатӗ. Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор специалисчӗсем карас ҫыхӑнӑвӗн вышки йӗркеллех, ҫынсен сывлӑхне сиен кӳмест тесе ӗнентернӗ.
Хула ҫыннисен митингӗ пирки вырӑнти телекурав пӗлтернӗ.
Ятарлӑ ирӗк ыйтмасӑрах урама пухӑннисен тӗлӗшпе пакунлисем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Муркаш районӗнчи юнкӑсем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗччӗ. Аса илтерер, вышкӑна вырнаҫтарма Матвей ятлӑ ҫын хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫтарма ирӗк панӑ. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», — тесе ҫынсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ.

Предприяти-организацисенче, халӑха пулӑшу кӳрекен ытти учрежденире иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫана йышӑнассипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха уҫӑмлатма ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӗрӳ лини ӗҫлет.
Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче шӑнкӑрава 58-25-95 номерпе йышӑнаҫҫӗ, Чӑваш Енӗн Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00 номерсемпе. Специалистсем патне хӗрӳ лини вӑхӑтӗнче ирхи 9-тан 12-ччен тата 13-рен 16-ччен кӑрлачӑн 25-мӗшӗ таран шӑнкӑравлама май пур. Хӗрӳ линие Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн районсемпе хуласенчи уйрӑмӗсенче те йӗркеленӗ.
Вак укҫа йышӑнман, киввине тиркенӗ тӗслӗхсемпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑхсем пирки те ыйтса пӗлме юрать.

Шупашкарта «Салам» лавккана санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑхӑнманшӑн хупса хунӑ. Мускав районӗн сучӗ хальлӗхе апат-ҫимӗҫ лавккине 30 кун уҫма чарнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче темиҫе ҫитменлӗх те тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, производство тата хушма пӳлӗмсенче механика вентиляцийӗ вырнаҫтарман, ҫурмафабрикатсемпе хатӗр продукци юнашарах выртнӑ. Вӗсене лавкка ӗҫченӗсем пӗр сӗтел ҫинчех хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне кунта аш-какай тата пахча ҫимӗҫ упрама уйрӑм пӳлӗмсем ҫук. Какая, пахча ҫимӗҫе, ешӗл ҫимӗҫе, кӑмпана, чӑх ҫӑмартине пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Лавккаран кӗме-тухма та пӗр алӑк ҫеҫ. Туянакансем те, лавккара вӑй хуракансем те ҫавӑнтанах кӗрсе тухнӑ. Ку кӑна мар, тавара та ҫав алӑкранах пушатнӑ.
Пӗр уйӑхран Роспотребнадзор ӗҫченӗсем лавккана тепӗр хутчен тӗрӗслӗҫ. Ӑна уҫма ирӗк парӗҫ-и е ҫук-и — ҫавӑн чухне паллӑ пулӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинче вырнаҫнӑ «Йӗнӗ» (Берлога) кафене суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхлӑха хупса хунӑ. Роспотребнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫапла тума тивнӗ. Суд приставӗсем кафе алӑкӗсем ҫине ҫӑра ҫактарнӑ та ӗнтӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Роспотребнадзор ӗҫченӗсемшӗн тӗлӗнмелли самай тупӑннӑ. Апатланӑш урайӗ, стенисем, холодильникӗ, савӑт-сапи таса мар пулнӑ, дезинфекцилемелли хутӑшсем вара пачах та курӑнман. Ку кӑна та мар, кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ, вӗсене ятарлӑ тум та уйӑрса паман.
Ҫак кӑлтӑксене кура кафе хуҫине асӑрхаттарнӑ. Суд приставӗсем кафе ҫуртне тӑтӑшах пырса тӗрӗслӗҫ, виҫӗ уйӑхсӑр ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.
