
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын ӗҫленӗ. Ҫавна май унта чирлекенсен йышӗ те ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ.
Сӑмах – Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ «Калинка» ача пахчи пирки. Унти ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, анчах килте карантинра ларман. Унӑн анализӗ те вӑл инфекциленнине палӑртнӑ. Ҫакна пӗлсех вӑл ӗҫе килнӗ. Ача пахчин должноҫри ҫынни тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Ен кашӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет.

Ҫӗнелнӗ кӳлмеке халӑх йышлӑн пухӑнать. Ҫынсене уйрӑмах юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан илӗртет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская фонтан ӗҫӗ-хӗлне чикӗлеме ыйтнӑ. Паллах, ҫакна кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑласран тӑваҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти парксемпе лапамсене тӗрӗсленӗ. Ҫав кун кӳлмекре халӑх йышлах пулман-ха. Анчах унта ҫитекенсенчен чылайӑшӗ маска тӑхӑнман, дистанцие пӑхӑнман. Шӑрӑх кунсенче вара ҫынсем фонтанра шыва кӗреҫҫӗ. Надежда Луговская кӳлмеке маскӑсӑр кӗртмелле марри пирки асӑрхаттарнӑ.

Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ утӑ уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче пирӗн тӑрӑхра ӳснӗ.
Владимир Степанов хӑйсем тӑрӑшса ӗҫленипе лару-тӑрӑва йӗркелеме май килнине ӗнентернӗ-ха. Анчах Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская тем хаваслансах калаҫман. Лару-тӑру начарланнине вӑл Чӑваш Енре пурӑнакансем маска тӑхӑнманнипе, пӗр-пӗринпе ҫывӑх ҫӳренипе тата пирӗн тӑрӑхрисем ют регионсене канма кайнипе сӑлтавланӑ. Надежда Луговская лавккасенче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнти евӗрех общество транспортӗнче малтанхиллех маска тӑхӑнмаллине аса илтернӗ.

Паян кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла ача уйлӑхӗсене ӗҫлеттермӗҫ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, чару мерисен иккӗмӗш тапхӑрӗ ҫине куҫма иртерех. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ. Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ районӗсем те «хӗрлӗ зонӑра» шутланаҫҫӗ. Вируспа вӑйпиттисем ытларах чирлеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ернисенчен пысӑк пайӗ — 30-39 тата 50-59 ҫулсенчи ҫынсем.
«Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) ача-пӑча санаторийӗ медицина организацийӗ шутланать. Ҫавӑнпа ӑна утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ.

Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ.

Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча уйлӑхӗсенче вырӑн йышӑнмалли вӑхӑта каяраха куҫарнӑ. Унта сӑмах Канашпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Канаш районӗ пирки пырать. Ҫакӑ республика кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑрта ҫеҫ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ пирӗн тӑрӑхра иккӗмӗш тапхӑра та куҫайман, ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор уйлӑхсене виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр та ӗҫлеттермӗ.
Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисемсӗр, Канаш райтнӗсемсӗр пуҫне ыттисен заявкисене ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йышӑнма пуҫламалла. Анчах, тӳрех калар, ку вӑл – малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Йӑлтах кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен килет.

Паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапам уҫӑлӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн тӳре-шари.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫма йышӑннӑ. Ҫынсене Атӑл кӳлмекӗ хӗрринче ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва республика Правительстви ырланӑ. Вӑл Роспотребнадзорӑн управленийӗн шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ.
Паян 17 сехетре кӗвӗ-ҫемӗллӗ фонтана ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ыран фонтан 10 сехетре хута кайӗ. Ҫутӑпа кӗвӗ программине 19 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлеттерме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ лапам уҫӑлни ҫынсен маска тӑхӑнма пӑрахмаллине пӗлтермест. Пӗр-пӗринчен 1,5 метрта утса ҫӳремеллине те асра тытмалла.
Сӑмах май, Хӗрлӗ лапам уҫӑлсан та строительсем вак-тӗвек хӑш-пӗр ӗҫе тепӗр икӗ эрне хушши пурнӑҫлама палӑртнӑ.
⠀

Хӑҫан уҫӑласси паллӑ терӗмӗр те, анчах ӑна татсах каламан-ха. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуллахи уйлӑхсем ҫитес уйӑхӑн 15-мӗшӗнче уҫӑлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян сӑмах хускатнӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев ашшӗ-амӑшӗн заявкине утӑ уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче, ҫавӑн пекех утӑ уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче йышӑнассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене халӗ пӗрремӗш тапхӑр шайӗнче ҫемҫетнӗ. Ача-пӑча уйлӑхӗсене вара Роспотребнадзор виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр уҫма сӗнмест. Апла пулсан, йӑлтах лару-тӑру епле пулнинчен килӗ.

Эпидемие пула тумтир сутакан усламҫӑсем шар кураҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсене ӗҫлеме ирӗк паман-ха. Лавкка хупӑ, тупӑш ҫук, налук хучӗ вара килет – ӑна тӳлемелле.
Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» пасарта ӗҫлекенсем ӗнер ирхине забастовкӑна тухнӑ. Вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫнченпе килте лараҫҫӗ.
Роспотребнадзор йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑрта 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене ӗҫлеме ирӗк парӗ. Анчах ку йыша пасар кӗмест. «Ярмӑрккӑ» умне пухӑннисене ҫакӑ тӗлӗнтерет, мӗншӗн вӗсене ӗҫлеме ирӗк памӗҫ? Кашни лавккан – хӑйӗн алӑкӗ, санитари нормисене пӑхӑнмалли майсем пур-мӗн.
Тунтикун «Ярмӑрккӑ» ӗҫлеме пуҫламасан унта ӗҫлекенсем каллех забастовкӑна тухасшӑн. Вӗсем халӗ хут ҫине алӑ пуснине пухса республика ертӳлӗхӗ патне ҫыру ярасшӑн.

Чӑваш Ен вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли ҫуллахи кампани епле ӗҫлесси пирки Роспотребнадзор ӑнлантарни тӑрӑх уҫӑмлатнӑ.
«Уйлӑхсене вӑл е ку хатӗрсемпе тивӗҫтермелли пирки уҫӑмлӑ каланӑ. Ҫав шутра – пӳлӗмсенче сывлӑша сиенсӗрлетмелли хатӗрсем кирли ҫинчен те. Кашни уйлӑхра икӗ медӗҫченрен кая мар пулмалла. Кашни отрядра ятарлӑ термометрсем кирлӗ. Уйлӑхсенче ачасен йышӗ проектпа пӑхнин 50% иртмелле мар», — тенӗ министр.
Апат хатӗрлекен блоксемпе апат турттаракан автомобильсем тӗлӗшпе те ятарлӑ требованисем пулӗҫ. Уйлӑхсене маскӑсемпе, перчеткесемпе, дезинфекци хатӗрӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Уйлӑхсенче ӗҫлекенсене смена вӑхӑтӗнче территорирен тухма чарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗн ачисем патне кайма юрамӗ.
