
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ.
Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Иртнӗ эрнере Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ырӑ мар шӑршӑ кӗнине туйнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ку лару-тӑру пирки пӗлет. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ лайӑх мар шӑршӑ ӑҫтан кӗнине уҫӑмлатайман-ха.
Роспотребнадзор специалисчӗсем сывлӑшра аммиак пуррине тупса палӑртнӑ. Анчах унӑн виҫи хӑрушла нумай мар, ҫавна май вӑл халӑха сиен кӳмест.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫак ырӑ мар шӑршӑ хӑш предприятирен тухма пултарнине палӑртнӑ-ха, анчах кун пирки официаллӑ майпа хальлӗхе пӗлтермен.

Роспотребнадзор специалисчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра шыва кӗме чарнӑ. Унти шыв нормативпа килӗшсе тӑмасть-мӗн.
Атӑлти шыва утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӗрӗслеме илнӗ. Специалистсем унти шыв микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑманнине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хула ҫыннисене унта шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Атӑл хӗрринчи тӑватӑ пляжри шыва тӗрӗсленӗ. Ун чухне те шыв микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑман.

Ачасем чутах тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланман. Ҫу, пушар пулман. Шкул автобусӗнче ҫавнашкал сиенлӗ газ тухать-мӗн.
Сӑмах – Етӗрне районӗнчи Советски шкулӗнче вӗренекен ачасем пирки. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ плана кӗртнӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем шкул автобусӗнчи сасӑ шайне тата газ тухнипе тухманнине тӗрӗсленӗ.
Мӗн тетӗр? 2011 ҫултанпа автобус салонӗнчи сывлӑш нормативпа килӗшсе тӑман. Углерод окисӗн шайӗ тӑватӑ хутран ытларах пулнӑ. Ҫавна май Етӗрне районӗн сучӗ автобуса вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Белоусовсене» ӑнсӑртран, плана кӗртмесӗр тӗрӗсленӗ. Пӗлмешкӗн: ку суту-илӳ ҫуртӗнче сӗт юр-варне хатӗрлеҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: «Белоусовсем» ҫын организмӗшӗн сиенлӗ. Вӗретнӗ сӗт, турӑх тата хӑйма лаборатори тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑман. Кунсӑр пуҫне чӑкӑта хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ.
Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн общество тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Унӑн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ ку ыйтӑва Арбитраж судне пӑхса тухма панӑ. Анчах нимӗнле улшӑну та пулман. Ку йышӑнупа Пӗрремӗш арбитраж сучӗ те килӗшнӗ.

Шупашкар ҫынни Таиландра каннӑ та хӑрушӑ чир ҫаклатса килнӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Шупашкар ҫынни вар-хырӑм тифӗпе чирленӗ. Унашкал чире пирӗн патра юлашки хутчен 2000 ҫулта тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ санитарипе эпидемиологи тӗпчевӗ пырать. Ку ӗҫе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, «Гигиена тата эпидемиологи центрӗн», «Дезинфекци профилӗн предприятийӗн» ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ.
Вар-хырӑм тифӗ — мӗнле чир вӑл? Ӳт ҫине тапса тухать, сив чир евӗр аптӑратать. Ытларах чухне шыв урлӑ ерет.

Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енре антитабак саккунне пӑснӑшӑн 35 постановлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак саккун йӗркине пӑснӑшӑн 300 пине яхӑн тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Кӑҫал 6 юридици сӑпатне, должноҫри 12 ҫынна, 6 харпӑр усламҫа тата 11 ҫынна ку тӗлӗшпе явап тыттарнӑ. Вӗсем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пируспа ҫыхӑннӑ саккун йӗркине пӑснӑ.
Икӗ ҫын юраман ҫӗрте пирус туртнӑ. Тепӗр тӑххӑрӑшӗ пирус туртса чаракан саккун йӗркине пӑхӑнман. Суту-илӳ тытӑмӗнче саккуна пӑхӑнманшӑн 18 ҫынна явап тыттарнӑ. Тӑхӑр штраф виҫи 51 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Шупашкарта каллех тислӗк шӑрши кӗрет. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсем унашкаллине пӗрре мар тӳсеҫҫӗ. Урамра ырӑ мар шӑршӑ сарӑлни унччен те пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Мир проспектӗнче, «Виҫӗ юман» микрорайонта, пурӑнакансем япӑх шӑршӑ тухнине сиснӗ. Ку ҫил вӑйлансан уйрӑмах лайӑх палӑрма тытӑннӑ.
«Фермӑри пек пурӑнатпӑр. Каллех ҫӑвӗпе нушаланмалла-им?» — ҫапла ӳпкелешнӗ ҫынсем. Аса илтерер: пӗлтӗр те ҫулла ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче япӑх шӑршӑ тӑнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пурӑнакансем те ырӑ мар шӑршӑ пулнине туйнӑ.

Роспотребнадзор Чӑваш Енри «Бригантина» ача-пӑча уйлӑхне тӗрӗсленӗ. Специалистсем йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май уйлӑхри ӗҫ-пуҫа вӑхӑтлӑха чарса хунӑ, ачасене киле янӑ.
Роспотребнадзор специалисчӗсен уйлӑхри шыв пахалӑхӗ килӗшмен. Апатлану блокӗнче те, пурӑнмалли курпусра та шыв иккӗленӳ ҫуратнӑ. Унра сиенлӗ бактерисем пуррине тупса палӑртнӑ. Материалсене Шупашкрати Калинин районӗн судне ярса панӑ. Ертӳлӗхе шыв мӗншӗн таса маррине палӑртма предписани панӑ. Уйлӑхра дезинфекци тумалла, шыв пӑрӑхӗсене тасатмалла тата шыв пахалӑхне тепӗр хутчен тӗрӗслемелле.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче «Бригантинӑра» «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ.

Чӑваш Енре малашне те фанфурик суттармӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ тата полици пуҫлӑхӗ калаҫса татӑлнӑ.
Аса илтерер: республикӑра фанфурика пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен суттармаҫҫӗ. Ҫакна Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе вилнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов тата Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ведомство элчисем тата министерствӑсем анлӑ лару ирттерӗҫ, унта фанфурик сутассине Роспотребнадзор, Росздравнадзор, РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫисемпе сӳтсе явӗҫ.
