Чӑваш пукане театрӗнче «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑтлӑ зал лӑк тулли пулнӑ.
«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ — Пӗтӗм тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Шупашкарти ушкӑна Диана Сусарина ертсе пырать.
Пултарулӑх коллективӗнче — пуян опытлӑ артистсем, ҫав шутра аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем.
«Шуҫӑм» ансамбль юлашки ҫулсенче пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пуянланса пыраҫҫӗ. Ушкӑна 2003 ҫулта йӗркеленӗ. Унтанпа ансамбль Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи ялсенче, Пушкӑртстанра, Дагестанра, Молдовӑра, Украинӑра, Турцире, Финляндире, Германире, Францире тата ытти ҫӗршывра пулнӑ.
«Шуҫӑм» артистсен репертуарӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартасси те пур.
Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан Николай Угаслова «Красноармейски районӗн хисеплӗ ҫынни» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Ҫак ыйтӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва Красноармейски район пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Валерий Петров ертсе пынӑ.
Николай Угаслов Красноармейски районӗн пурнӑҫӗн аталанӑвне хастар хутшӑнать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Угаслов пулӑшнипе Красноармейскинче, Мӑн Шетмӗре тата Алманчӑкра чиркӳсем тӑваҫҫӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче котельнӑйсем тума стройматериал уйӑрнӑ. Ҫул-йӗр тума та, культура мероприятийӗсене ирттерме те Николай Угаслов пулӑшать иккен. Ҫавна шута илсе вырӑнти тӳре-шарапа депутатсем ӑна хавхалантарма йышӑннӑ.
Пушкӑртстанра пурӑнакан Марина Васильева
«МИСС Интернет» (чӑв. Тӗнче тетелӗнчи хитре хӗр) конкурсра тупӑшать. Ентешӗмӗршӗн «Контактри» «MISS INTERNATIONAL UFA - 2019» пабликра пӗлтернӗ. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Конкурс тӗллевӗ Пушкӑртстанӑн нумай енлӗ культурине кӑтартасси тесе пӗлтернӗ. Унта хутшӑнакан Марина Васильева — чӑваш, 23 ҫулта. Малтан вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Октябрьскинчи музыка коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. халӗ хӗр И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра вӗренет, халӑх юррисене шӑрантарас пултарулӑха туптать. Ӗпхӳри Культура керменӗнче юрӑҫ пулса ӗҫлет.
Конкурса Кӑркӑстан, Инди, Азербайджан, Куба, Армени, Пушкӑртстан, Тутарстан, Китай, Грузи, Ангола хӗрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Финалта чӑваш хӗрӗ «Илемлӗ» юрра шӑрантарӗ. Ӑна вырӑсла калаҫма пӗлмен Китай хӗрӗ те вӗреннӗ.
Конкурса хутшӑнакансен сӑнӳкерчӗкӗсемпе ҫакӑнта паллашма пулать. Марина Васильевӑшӑн ҫакӑнта сасӑламалла.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Пӗрлӗх кунне уявланӑ. «Ытти халӑхпа пӗрле чӑвашсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ», — тесе пӗлтерет Илья Туманов Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Уяв концертне 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хастар хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗ куракансене килӗшнӗ.
Пӗрлӗх кунне уявланӑ май гимнази директорне, «Духовный взлёт» (чӑв. Ӑс-хакӑл хӑпартланӑвӗ) фондӑн пуҫлӑхне, Анат Камӑри чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫине Галина Ляховӑна Анат Кама район пуҫлӑхӗ Айдар Метшин алӑ пуснӑ Хисеп хучӗпе чысланӑ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара маларах эпир асӑннӑ 34-мӗш гимнази Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма пултаракан тата тепӗр кандидат ятне асӑннӑ. Ку ҫын — Александр Шадриков.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ тӗшмӗртекен кандидат хальхи вӑхӑтра Тутарстанра ӗҫлет. Вӑл унта — экологи министрӗ.
Александр Шадриков кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлама темиҫе сӑлтав пур теҫҫӗ. 42 ҫулти Александр Валерьевич — Тутартстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа ҫывӑх. Чӑваш Енри элитӑпа ҫывӑх хутшӑнусем вӑл йӗркеленӗ те ӗнтӗ.
Юлашки ҫулсенче Александр Шадриков япӑх мар карьера тунӑ. 2018 ҫулта ӑна Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулма шаннӑ.
Шупашкарта ҫын вӑрлакансене суд тӑвӗҫ. Суд сакки ҫине Хусанта пурӑнакан икӗ ҫын, Шупашкрати виҫӗ ҫын тата Мускаври пӗр ҫын ларӗҫ. Юлашкинчен асӑнни РФ Шалти ӗҫсен министерствин Мускав хулинчи Кунцево районӗнчи пайӗнче ӗҫленӗ.
Ултӑ ҫын тата вӗсен тепӗр пӗлӗшӗ, 33-ри арҫын, саккунлӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Вӗсем Тутарстанри тата Чӑваш Енри предприятисен укҫи-тенкипе саккунлӑ мар усӑ курнӑ. 33-ри арҫыннӑн ҫавӑн пек майпа 3,5 миллион тенке хӑйӗн тумалла, унтан пӗр пайне хӑйне хӑйне хӑварса ыттине тусӗсене памалла пулнӑ. Анчах вӑл пайлас темен, тусӗсенчен тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Ку вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Анчах кӗҫех таркӑна лешсем асӑрханӑ. Ӑна вӗсем вӑрласа кайнӑ. Киле ямасӑр усранӑ, укҫа тапӑннӑ. Аптӑранипе пӗринче вӑл хӑйӗн чаплӑ машинине тусӗсене куҫарса пама шантарнӑ. Киле машина хучӗсем патне тесе илсе кайнӑ. Унта вӑл майлӑ самантпа усӑ курса пытаннӑ та пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чир спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин кубокӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва хамӑр республикӑри тата Тутарстанпа Мари Элти хуласемпе районсенчен 150-а яхӑн спортсмен хутшӑнмалла.
Ӑмӑртусен программинче командӑсемпе дуэтсем «чир–фристайл», «чир-джаз» тата «чирлидинг» дисциплинӑсенче тупӑшӗҫ. Спортӑн ҫак енӗпе тинтерех туслашнисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир спорчӗ Чӑваш Енре 2015 ҫултанпа аталанать. Юлашки 2 ҫулта пирӗн тӑрӑхри 38 спортсмен «Раҫҫейӗн спорт мастерӗн кандидачӗ» ята тивӗҫнӗ.
Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем Чӑваш Республикинчӗ тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ыранхи тупӑшу 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Питӗр хулине гастрольпе тухса кайӗ. Нева ҫинчи хулара вӑл юпа уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл унти «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухӗ.
Чӑваш Енри театрсем тӑван республикӑри куракана савӑнтарнипе пӗрлех ытти региона та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, сӑмах май каласан, республикӑри районсенче те спектакльсем кӑтартать. Ют регионсенчен Тутарстанрӑ, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Нижнекамск, Альметьевск, Самара, Тольятти хулисенче гастрольсемпе фестивальсенче пулнӑ.
Хальзинче Питӗите артистсем «Юрату пурах иккен» тата «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» камитсем кӑтартасшӑн. Спектакльсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ. Пӗчӗк куракансем валли Шарль Перрон «Кот в сапогах» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла илсе кайӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен «Семицветик» регионсем хушшинчи фестивалӗ иртӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулӗ. Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен этнокультура йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тата аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Тутарстанран, Удмурт Республикинчен, Чулхула облаҫӗнчен килсе ҫитмелле. Юлашки виҫӗ ҫулта унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлӗ.
Мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тутарстанри Элкел районӗнчи Хусанкай ялӗнче шкул ачисен вӗрентӳ форумӗ иртӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Аталан» форума 12-18 ҫулти ачасем тата вӗрентекенсем хутшӑнӗҫ. Форума Тутарстанри мӗнпур муниципалитетран делегацисем пырса ҫитӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ мероприятие йӗркелекенсем. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.
Мероприятинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, ӑна ӳлӗмрен аталантарас ыйтусене хускатӗҫ.
Форума хутшӑнас кӑмӑллӑ чӑваш чунӗллӗ хастарсем валли ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: +79083430001. Хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑсӑклантаракан ыйтуллӑ ҫырусене info.atalan@gmail.com электрон адреспа ӑсатма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.