Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чир спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин кубокӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва хамӑр республикӑри тата Тутарстанпа Мари Элти хуласемпе районсенчен 150-а яхӑн спортсмен хутшӑнмалла.
Ӑмӑртусен программинче командӑсемпе дуэтсем «чир–фристайл», «чир-джаз» тата «чирлидинг» дисциплинӑсенче тупӑшӗҫ. Спортӑн ҫак енӗпе тинтерех туслашнисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир спорчӗ Чӑваш Енре 2015 ҫултанпа аталанать. Юлашки 2 ҫулта пирӗн тӑрӑхри 38 спортсмен «Раҫҫейӗн спорт мастерӗн кандидачӗ» ята тивӗҫнӗ.
Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем Чӑваш Республикинчӗ тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ыранхи тупӑшу 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Питӗр хулине гастрольпе тухса кайӗ. Нева ҫинчи хулара вӑл юпа уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл унти «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухӗ.
Чӑваш Енри театрсем тӑван республикӑри куракана савӑнтарнипе пӗрлех ытти региона та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, сӑмах май каласан, республикӑри районсенче те спектакльсем кӑтартать. Ют регионсенчен Тутарстанрӑ, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Нижнекамск, Альметьевск, Самара, Тольятти хулисенче гастрольсемпе фестивальсенче пулнӑ.
Хальзинче Питӗите артистсем «Юрату пурах иккен» тата «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» камитсем кӑтартасшӑн. Спектакльсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ. Пӗчӗк куракансем валли Шарль Перрон «Кот в сапогах» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла илсе кайӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен «Семицветик» регионсем хушшинчи фестивалӗ иртӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулӗ. Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен этнокультура йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тата аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Тутарстанран, Удмурт Республикинчен, Чулхула облаҫӗнчен килсе ҫитмелле. Юлашки виҫӗ ҫулта унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлӗ.
Мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тутарстанри Элкел районӗнчи Хусанкай ялӗнче шкул ачисен вӗрентӳ форумӗ иртӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Аталан» форума 12-18 ҫулти ачасем тата вӗрентекенсем хутшӑнӗҫ. Форума Тутарстанри мӗнпур муниципалитетран делегацисем пырса ҫитӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ мероприятие йӗркелекенсем. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.
Мероприятинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, ӑна ӳлӗмрен аталантарас ыйтусене хускатӗҫ.
Форума хутшӑнас кӑмӑллӑ чӑваш чунӗллӗ хастарсем валли ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: +79083430001. Хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑсӑклантаракан ыйтуллӑ ҫырусене info.atalan@gmail.com электрон адреспа ӑсатма пулать.
Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑвашсем «Чӳклеме» уява иккӗмӗш хут ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «пӗлтӗрхи кӗрхи тухӑҫ праҫникӗ ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулмалла».
Яла кӗнӗ ҫӗрте хӑнасене «чӗрӗ коридор» туса кӗтсе илнӗ. Хӑнасен йышӗнче Теччӗ районӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, ТР ЧНКА канашӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ЧНКА канашӗн председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин, Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасем тата ыттисем пулнӑ.
Хӑнасем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Вӗсене унтах вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсен панорамине кӑтартнӑ. Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне те уҫнӑ хисеплӗ хӑнасем. «Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр», — тенӗ унта.
Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленӗ.
Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов хутшӑннипе ӗҫлӗ канашлу иртнӗ. Унта Чӑваш Енпе Тутарстан чиккине палӑртас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Канашлӑва Росрестрӑн республикӑри управленийӗнче, «ЗЕМЛЯ» (чӑв. Ҫӗр) тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех Тутарстанран килсе ҫитнисем: асӑннӑ республикӑн Ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин, «Фонд пространственных данных Республики Татарстан» (чӑв. Тутарстан Республикин пространство даннӑйӗсен фончӗ) патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн — ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Чикке тӗрӗс палӑртасси объектсене кадастр учетне илессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра регионсем хушшинчи чикӗсен 75 процентне кадастр учетне илмелле.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Мюд поселокӗнче пурӑнакан чӑваша район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов саламланӑ.
Ирина Степанова патне пуҫлӑх килнех кайнӑ. Ирина Михайловна тӑван ен историне тӗпченипе паллӑ иккен. «Вӑл районти кашни ял хӑҫан тата мӗнле йӗркеленсе кайнине, вӗсене кам йӗркеленине тата мӗнле аталанса пынине тарӑн тӗпчесе кӗнекесем ҫырса кӑларать», — хыпарланӑ вырӑнти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра.
Ирина Степанова тӑрӑшнипе 15 кӗнеке пичетленнӗ. Вӑл малашне те тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки хӗрарӑм район пуҫлӑхне пӗлтернӗ.
Пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн Ирина Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Аксу район ертӳҫи Камиль Гилманов вара Ирина Степановӑна Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти кинемей ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче Шупашкарти право хуралҫисем патне персе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл 20 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнине евитленӗ.
Ҫав кун вӑл Шупашкарти банксенчен пӗринчи банкоматра укҫа илнӗ. Урама тухса ун патне пӗр арҫын утса пынӑ. Алӑри укҫа тӗркине кӑтартса мул тупнине ӗнентернӗ. Укҫана кинемее те пама хирӗҫ мар-мӗн. Ватӑ ҫын ӗненнӗ те савӑннӑ курӑнать. Палламан арҫынпа вӗсем ҫын ҫӳремен вырӑна пӑрӑннӑ. Ҫав самантра вӗсем патне тепӗр арҫын персе ҫитнӗ. Ҫухалнӑ укҫа унӑн-мӗн. Паллӑ тунӑскер. Кинемее вӑл сумккине кӑтартма ыйтнӑ. Ватти турткалашса тӑман.
Палламан арҫынсенчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кинемей 20 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Ватӑ шухӑшланӑ тӑрӑх, сумкӑна ухтарнӑ хушӑра вӑрӑсенчен пӗри укҫана кӗсьерен кӑларса илме пултарнӑ.
Нумаях пулмасть преступниксене Тутарстанра тытса чарнӑ. Вӗсем ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчен пӗринчен иккен. Ҫынсене унччен те ултанланӑскерсем маларах судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр арҫын машина чӳречисене ватнӑ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 18-мӗш ҫурт картишӗнче сиксе тухнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне полицейскисем всскаса ҫитнӗ. Чӳречесене ватакан ҫынна та вӗсем тупса палӑртнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тутарстанри 21 ҫулти каччӑ вӑрланӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Шупашкара вӑл паллаканӗсем хӑнана килнӗ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн баллон уҫҫи илсе урама тухнӑ. Унта вӑл малтан «ВАЗ-2110», кайран «ВАЗ-2109» машинӑсене ватнӑ. «Тӑххӑрмӗшӗнчен» куртка вӑрланӑ, машинӑна чӗртме хӑтланнӑ. Кайран вӑл «Toyota Rav 4» кроссовера ватма тытӑннӑ. Сасса илтсе автомобиль хуҫи сиксе тухнӑ, каччӑ вырӑнтан тапса сикнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 23-25-мӗшсенче Шупашкарта Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен V «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗ иртӗ. Ӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансем валли йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти пуҫаруҫи — РФ Культура министерстви. Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен фестивальне Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруселӗ) I фестивальне пуҫтарӑннӑ май ирттерӗҫ. Чӑваш Ен тӗп хулине Китайран, Раҫҫейӗн ҫичӗ регионӗнчен: Мускавран, Улатимӗр, Волгоград, Воронеж, Мускав облаҫӗсенчен, Тутарстантан, Удмурт Республикинчен пултарулӑх ушкӑнӗсем килмелле.
«Юмахсен каруҫҫельне», сӑмах май, хӑнасем 7 ют ҫӗршыран: Бангладешран, Беларуҫран, Германирен, Казахстанран, Китайран, Японирен тата Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен ҫитмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |