Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» предприятине урӑх ҫын туянасшӑн. Ҫакӑн пирки «Советская Чувашия» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен, Чӑваш Енри чӑх-чӗп хапрӑкне Волгоград облаҫӗнчи пӗр предприяти туянасшӑн. Унти «МегаМикс» компанисен ушкӑнӗ куҫ хывнӑ иккен. Ҫапах та кунта пӗр анчах пур. Чӑх-чӗп хапрӑкӗн пурлӑхӗ — Перекет банкӗнче салукра. Апла пулсан, сутма Перекет банкӗ ирӗк пани кирлӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, предприятин кредит учрежденийӗнчен процентпа кивҫен укҫа илнӗ чух пурлӑха салука хывнӑ.
Ҫакна та палӑртмалла: «Юрма» предприятипе Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг та хӑй вӑхӑтӗнче кӑсӑкланнӑччӗ. Кун пирки сас-хура 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тутарстанри предприяти туянас шухӑша улӑштарнине пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Тутарстанра Учук иртӗ. Ваттисем лайӑх ҫанталӑкшӑн кӗлӗ вулӗҫ унта. Аслисен така пусмалла. Шурӑ тӗслӗскерне. Ҫамрӑксен пӑтӑ пӗҫермелле.
Тутарстанри Азнакай районӗнчи Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнче ирттерӗҫ Учука. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче. 14 сехетре.
«Таканкки» тӑвӗ ҫинче иртӗ чӑвашсен авалхи йӑли. Ҫынсен унта хӑйсен кашӑкӗсемпе тата тирӗкӗсемпе пуҫтарӑнмалла. 500-шер тенкӗ памалла кашни килтен.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Тутарстанри Азнакай районӗнчи Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнче тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Авалхи йӑласене манӑҫтарасшӑн мар вӗсем. Ҫавӑнпа уй чӳкне ирттереҫҫӗ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене аса илӗҫ унта. Така шӳрпине ас тивме май килӗ. Калаҫса ларма. Ял-йышпа пӗрле пулма. Халӑхпа савӑнма. Шӳтлесе кулма. Хавасланма.
Халӑх академикӗсен шучӗ йышланнӑ. Нумай пулмасть Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫине Александр Семенова «Халӑх академикӗ» ят панӑ. Таврапӗлӳҫӗсен Кама леш енчи уйрӑмӗн ертӳҫине Евгений Мадурова «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» теме йышӑннӑ.
Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Тутарстанри Уява хутшӑннӑ. Уяв Тутарстанри Аксура иртнӗ. Академикпа хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят панине Уявра каланӑ Николай Ерагин.
Аксури чӑваш Уявне таҫтан та хутшӑннӑ. Паллах, вырӑнтисем хастар пулнӑ. Унта Тутарстанри Чӑваш наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш наци академийӗн Тутарстанри ушкӑнӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗ, Аксу районӗн тӗп вулавӑшӗ хутшӑннӑ.
Валентина Саперова — Тутарстанран. Унти Кивӗ Илтрекьелӗнче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах пӗве кӗнӗ. Халӗ унтах пурӑнать. Вӑл — чӑваш. Фермӑра ӗҫлет. «Аксу Агро» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑра. Сӗт-ҫу комплексӗнче пилӗк ҫула яхӑн ӗне сӑвать. Ҫамрӑк чухне физкультура енӗпе техникумра вӗреннӗ вӑл. Анчах ӗҫ тупӑнманран поварта ӗҫленӗ Валентина Саперова. Кайран — фермӑра.
Нумай пулмасть Вера Саперова дояркӑсен республикӑри конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Унта вӑл ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн чӑваш дояркине машина парнеленӗ. Кӗпе ҫӑваканни. Саперован машина унччен пулнӑ. Анчах кивелнӗ вӑл. Парнешӗн чӑваш доярки питӗ савӑннӑ.
Конкурса пурӗ 44 доярка хутшӑннӑ. Ӑмӑртура Валентина Саперова чӑваш ҫухалса кайман.
Тутарстанри Аксура чӑвашсен Уявне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑннӑ тӗрлӗ фольклор коллективӗпе пултарулӑх ушкӑнӗнчен пӗри — Николай Полоруссов-Шелепи ялӗнчи фольклор коллективӗ.
Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатра ӗҫлекен Елена Алексеева журналист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнне, сӑмах май, Еленӑн амӑшӗ Валентина Селиванова (вӑл фельдшерта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ) та ҫӳрет. Фольклор коллективӗ учительсенчен, библиотекарьпе пенсионерсенчен, кил хуҫи арӑмӗсенчен тӑрать иккен. Ушкӑн ертӳҫи — маларах асӑннӑ ял клубӗн ертӳҫи, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Андреева (Левукова). Ҫамрӑксен «Шурӑ ҫӑл» ушкӑнне 10 ҫын ҫӳрет, аслисен «Хамӑр ял» ушкӑнне — 7-ӗн, ҫав шутра — 3 арҫын.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.
Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.
Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.
Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Дмитрий Самаренкин «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Капла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дмитрий Самаренкин — «Казанский маслоэкстракционный комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ертӳҫи. Чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче суйланӑ. Дмитрий Самаренкинӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Элтеперпе Дмитрий Самаренкин тӗл пулнӑ. Ун чухне енсем «Канаш Агро» агрофирмӑна (унӑн учредителӗ — эпир маларах асӑннӑ Хусанти агрохолдинг) аталантарас тата Тутарстанра пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Унта, сӑмах май, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ. Уяв ыран иртӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнче Пӳркелте Хӑят йӑла уявӗ иртнӗ. Унта Рункӑ, Пӑрӑнтӑк, Шемек ялӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем пырса ҫитнӗ, ачасен ушкӑнӗсем пултарулӑхне кӑтартнӑ.
«Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, уява вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ЧНКЦ хастарӗсем йӗркеленӗ. Иван Юркин музейӗнче уяв малалла тӑсӑлнӑ.
Хӑят уявне пӳркелсем ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ иккен. Улӑхра хӑят чечекӗ ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра. Ҫак чечек ял уявӗн элемӗ пулса тӑрать-мӗн. Ӗлӗк ҫынсем хӑят чечекӗн ҫак кунхи асамлӑ вӑйне ӗненнӗ. Вӑйӑра алӑра кӗрен чечек тытса утнӑ. Ҫӗрӗпе юрланӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем ҫак чечеке учӳк кӳллине пӑрахнӑ, унӑн шывӗпе ҫӑвӑнса вӑй-хӑват илнӗ те килӗсене саланнӑ.
Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ.
«Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ.
«Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |