Канаш район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ пилӗк ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк укҫа йӑкӑртнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ акӑ епле пулнӑ: 2011 ҫултан пуҫласа 2016-мӗшӗччен хайхи пуҫлӑх райадминистраци ертӳҫи ирӗк памасӑрах, саккуна пӑсса 10 хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — хӑйне преми парассипе, тепӗр ҫиччӗшӗ материаллӑ пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Ҫак хушусене пурнӑҫласа бухгалтери ӗҫченӗсем хыснари 97 пин тенке ӑна куҫарса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пай пуҫлӑхӗ саккуна пӑснине следстви комитечӗн тата Шалти ӗҫсен министерствин экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленӗрен тупса палӑртнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ене пирӗн экс-президент, РФ Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ визитпа килнӗ. Вӑл полици ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, министерствӑн ҫӗнӗ зданийӗсене кӗрсе курнӑ.
Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе Николай Васильевича Сергей Неяскин министр паллаштарнӑ. Вӑл йӗркене пӑсасран мӗнле профилактикӑсем ирттерни пирки, республикӑри ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
ЧР ШӖМӗн ҫӗнӗ икӗ зданийӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче 45-мӗш ҫуртра тата Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӗсене пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Николай Федоров ҫав ҫуртсене ҫитсе курнӑ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсен музейӗнче тата экспертпа криминалистика центрӗн музейӗнче ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗре хакланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ.
«Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха.
Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Тӗрле шайри чыславпа ыттисене те хаклама палӑртнӑ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна республика Правительствине ӗҫлеме куҫарнӑччӗ. Унта Михаил Резников карьери хӑйне евӗр пынӑччӗ. Малтан вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран — транспорт министрӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗскер пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, Михаил Резникова орден тивӗҫӗ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра «Арҫынсен репродуктивлӑ сывлӑхӗ тата нумай ҫул хастар пурӑнасси» программа хута кайӗ. Ун пеккине маларах Раҫҫейӗн 19 регионӗнче тата чикӗ леш енчи 4 ҫӗршывра йышӑннӑ.
Арҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе пирӗн республикӑра та ҫине тӑрса ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри арҫынсем хӗрарӑмсенчен вӑтамран 12 ҫул сахалрах пурӑнаҫҫӗ иккен.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче те арҫынсен сывлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑччӗ. Пурнӑҫ тыткӑчисемшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑшӑрханса калаҫнӑччӗ. Ларура пульницӑсенче урологсем ҫитменнине те асӑнса хӑварнӑччӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра арҫынсен сывлӑхӗн ыйтӑвне хускатса ятарлӑ ҫавра сӗтел ирттернӗ. Унта сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов профилактика енӗпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗнче 2017 ҫулта республика Правительстви епле ӗҫлени пирки отчет турӗ. Доклада итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ыйтусем те пулчӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов Михаил Васильевича хӑш-пӗр усламҫӑна хӗсеҫҫӗ тесшӗнни сисӗнчӗ. Ыйтӑвӗнче депутат хӑш-пӗр хушамата асӑнса кайрӗ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енри усламҫӑсене меллине ӗнентерчӗ. «Сӑрӑ» мелпе ӗҫлекенсене, шалу тивӗҫлипе тӳлеменнисене вара сӑнаса тӑрассине асӑрхаттарчӗ. Сергей Семенов асӑннӑ Михаил Резникова (Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ) патшалӑх награди пама йышӑннине аса илтерчӗ, Владимир Свешников («Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗ) ертсе пыракан предприяти ура ҫинче ҫирӗп тӑнине, Анатолий Князевпа (Коми Республикинчи ял хуҫалӑх министрӗ) унччен те туслӑ пулнине, халӗ те туслине палӑртрӗ. Сергей Семенова та никам та кӳрентермен терӗ.
Чӑваш Енри ачасем тӳлевсӗр канма пултараҫҫӗ. Ун пек путевкӑсем пурне те тивӗҫмеҫҫӗ-ха, ҫапах та май пуррисем те вӗсене хальлӗхе илсе пӗтермен.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн вӗренӳ министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов ачасене ҫуллахи вӑхатра кантарма путевка парас кампани епле пынипе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, кӑҫал ҫулла 102 пин ытла ачана тӗрлӗ майпа канма тата сывлӑха ҫирӗплетме майсем туса парасшӑн. Тӳлевсӗр тата хакӑн 5 процентне тӳлемелли путевкӑсем Чӑваш Енре тӑрса юлнӑ.
Путёвка паракан кампани кӑҫал пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Тӳлевсӗррисене пилӗк е ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене, сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, кунсӑр пуҫне тата харсӑрланса ҫӳрекен ачасене параҫҫӗ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ.
Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ.
«Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар.
«Мӑнтарӑн пирӗн вырӑнти культура министрӗ! Балет фестивальне уҫнӑ чух синкерлӗ саламланӑран ун ҫумне яланлӑхах «ПетИпа» ят вырнаҫать пулӗ», — тесе ҫырнӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура темине ҫутатакан журналисчӗ Маргарита Красотина Фейсбукра.
Аса илтерер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкрати оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланчӗ, вӑл «Петипа-гала» концертпа уҫӑлчӗ.
Хрнатсуссен балетмейстерӗн Мариус Петипан хушаматӗнче ударени юлашки сыпӑк ҫине ӳкет.
Форумсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Яковлев министр балет фестивалӗ вырӑнне опера фестивалӗ тенӗ имӗш.
<iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fritakrasotina%2Fposts%2F1496593517133030&width=500" width="500" height="193" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe>
«Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ», — ҫапла хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхӑн 16-мӗшӗнче. Унта автор конкурс ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртессине пӗлтернӗччӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра виҫ кун каялла ҫырнине ӗненсен, конкурс иртмен.
Шупашкар районне ертсе пырас шухӑшлисем виҫӗ ҫын пулнӑ иккен. Вӗсенчен иккӗшӗн ваканси конкурсне тӑратнӑ ӗҫлӗ хучӗсем йӗркеллӗ пулман имӗш. Виҫҫӗмӗшне, пӗртен-пӗр кандидат тӑрса юлнине кура, суйлаймӑн.
Шупашкар районне ертсе пыма Муркаш район пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева сӗннӗ, ӳкӗте кӗртнӗ, анчах кайран вӑл шухӑшне улӑштарнӑ текен сӑмах та ҫӳрет.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Владимир Димитриев пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |