Юлашки вӑхӑтра республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Ҫурт картишӗсене юртан епле тасатаҫҫӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр.
Управляющи компанийӗсем картишре машинӑсем ларни юр тасатма кансӗрлет тесе пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шара вара ку ыйтӑва татса памалли мел сӗннӗ. «Сирӗн, ахӑртнех, ҫуртсенче пурӑнакансен телефон номерӗсем пур. Мессенджерта ушкӑн йӗркелӗр те ҫынсене трактор хӑш вӑхӑтра юр тасатнине пӗлтерӗр», — тенӗ.
Хулари хӑш-пӗр картишре чӑннипех те юр тасатман-мӗн. Граждан урамӗнчи 105-мӗш ҫурт умӗнчи картиш — чи япӑххи. Тротуар вырӑнне — качака сукмакӗ. Тирек урамӗнчи 4-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫинче ҫӳп-ҫап контейнерӗ ларать, ун умӗнчи лапам юрпа тулса ларнӑ.
«Лоза» лавкка тата ун ҫывӑхӗнчи парикмахерски те юр ӑшне путнӑ. «Медик» клиника умӗнчи тротуар пачах та курӑнмасть-мӗн, шуҫлак пандус ҫинче ӳке сусӑра та тухасси инҫе мар.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пайҫӑсемпе тӳре-шара, прокурор тата строительсем тӗл пулнӑ. Кунта сӑмах асӑннӑ хулари Кӑнтӑр урамӗнчи 7а ҫурт пирки пырать.
Пайҫӑсене хваттер шантарса ҫурт-йӗр тӑваканни — «Алза» организаци. Объекта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ. Строительсем пайҫӑсене 2015, 2016, 2017 ҫулсенче ҫурта хута яма темиҫе те шантарнӑ.
Паян пайҫӑсемпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хула тӑвас, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андриянов, хула прокурорӗ Виктор Иванов тата ыттисем курнӑҫнӑ.
Паянхи куна ҫурта ӑшӑ парас, ҫурт умне йӗркелес, пушар тытӑмне тӑвас, лифт ярас ӗҫсем юлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара пайҫӑсемпе нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тепӗр хут тӗл пулма шантарнӑ.
Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби.
Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑранпа ыран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, 87 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа редакци ӗҫченӗсене, калем ветеранӗсене, обществӑлла корреспондентсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламланӑ.
Редакци пуҫарӑвӗпе йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурса та унта пӗтӗмлетнӗ. Вӑл кӑҫал 15-мӗш хут иртнӗ.
Хальхи конкурса 9-ӑн хутшӑннӑ. Чи нумай сасӑ пуҫтарса «Ҫулталӑк ҫынни — 2017» ята районти «Нектар» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Николай Пирожков тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-фермера район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Александр Козлов саламланӑ. Малашне те пысӑк ҫитӗнӳ тума ӑна хастарлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват суннӑ, Хисеп хучӗ тата асӑнмалӑх парне панӑ.
Ҫӗркаҫпа паян ҫавӑрттарнӑ ҫил-тӑмана Чӑваш Енри ятарлӑ тытӑмсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсемпе тӳре-шара та хатӗр пулнине ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Ҫутӑсӑр юлнисене энергетиксем вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Ҫул-йӗре техника хыпӑнса тасатрӗ.
Ҫут ҫанталӑк кӳнӗ мелсӗрлӗхе вӑхӑтра пӗтермеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шарапа паян ирпе ирттернӗ канашлура та хускатнӑ.
Дворниксемпе пӗрлех Шупашкарти организацисенче ӗҫлекенсем те алла кӗреҫе тытнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑнах хыпарланӑччӗ. Юр тасатма тухнисен шутӗнче республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев та пулнӑ. Администраци ҫурчӗ умӗнчи юра вӑл тасатнине сӑнлакан ӳкерчӗке Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗкре пуҫлӑх перчеткесӗр пулнӑран теприсем ӑна шанмасӑртарах пӑхнӑ. «Урамра ҫара алӑпа ӗҫлекенӗн алли шӑнса кӳтӗ. Самантлӑха кӑна кӗреҫе тытнӑ вӑл», — йӗкӗлтешнӗ хӑшӗсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова Атӑл ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗ хутлӑ ҫуртсемшӗн ятланӑ.
«Юханшыв порчӗ патӗнче нумай хутлӑ ҫурт тума каллех ирӗк панӑ. 25–30 хутлӑ ҫурт хӑпартса лартса Атӑла хупласа хуратӑр. Унти ҫуртсен пилӗк хутран ытла пулмалла мар», — тенӗ иккен Элтепер хула администрацийӗн пуҫлӑхне.
Ҫав тӑрӑхра «Альбатрос» ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна «Старко» предприяти ҫӗклет. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл комплекс ниепле те хута кайса пӗтеймест. Ҫавӑнтах теприсем «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗ тума пуҫланӑ.
ЧР Стройминӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина та Михаил Игнатьев ӳпкеленӗ. Ӑна сӑмах строительсене ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫуртсем тума ирӗк панишӗн лекнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанин пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак пукана унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Оксана Ачкасовӑна пама йышӑннӑ.
НТРК пуҫлӑхӗ ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Оксана Ачкасова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Конкурсӑн ҫурма финалисчӗсемпе ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ҫӗршыври 54 регионти 300 финалист шутӗнчи Оксана Ачкасова та Правительство ҫуртӗнчи курнӑҫӑва хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.
Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
Шупашкарти тӳре-шара хулари киосксемпе ларёксене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫак кунсенче хула тата районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсенчен йӗркеленӗ ятарлӑ комисси Мускав районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ.
«МК Чебоксары» (чӑв. «МК Шупашкар») хыпарланӑ тӑрӑх, хайхи комисси ҫӗре яхӑн киоскпа ларёка тӗрӗсленӗ, вӗсенчен пӗрне — шаурма сутаканскере — саккуна пӑхӑнмасӑр, кирлӗ документсене пухса ҫитермесӗр лартса хунине ҫирӗплетнӗ. Ку киоска, Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑскере, ҫав кунах куҫарса кайнӑ.
Хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси ӗҫе вӗҫлемен-ха, ҫитес вӑхӑтрах вӗсем Калинин районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнӗҫ, унтан Ленин районне те ҫитӗҫ.
Паян Шупашкарти пичет ҫуртӗнче Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин тата ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов пулнӑ.
Пысӑк шайри тӳре-шара «Хыпар»издательство ҫурчӗн юсаса ҫӗнетнӗ акт залӗпе паллашнӑ, «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пулнӑ. Аса илтерер, ИПКна ҫак уйӑхра ҫӗнӗ ҫын — Вадим Ефимов — ертсе пыма пуҫларӗ.
«Советская Чувашия» хаҫатра иртнӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче журналистсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене те хускатнӑ. Вӗсене, сӑмахран, «Пичет ҫурчӗ» чарӑну тӗлӗнче ҫул тепӗр енне каҫма май килменни кулянтарать. Федераци ҫулӗсем хӗррипе вырнаҫнӑ ялсен ячӗсене чӑвашла ҫырманни те калем ӑстисене тӗлӗнтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |