Канаш хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Ертӳҫӗ пуканне «Энергия» акционерсен хупӑ обществин 41 ҫулти директорӗ Виталий Михайлов йышӑннӑ. Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑх Владислав Софронов отставкӑна кайнӑранпа пӗр уйӑх та иртмен.
Пуҫлӑха паян суйланӑ. Ку должноҫшӑн 5 кандидат кӗрешнӗ: «РКС»н Шупашкарти подразделенийӗн ертӳҫи Иван Новиков, ачасемпе тивӗҫлӗ канурисене хӳтӗлекен «Надежда» общество председателӗ Виктор Федоров, Канаш хула администрацийӗн экономика пайӗн ертӳҫи Владислав Захаров, «Энергия» генеральнӑй директорӗ Виталий Михайлов, вӑхӑтлӑха ниҫта та ӗҫлемен Владимир Григорьев.
Захаровпа тата Михайловпа собеседовани ирттернӗ хыҫҫӑн хула пухӑвӗн элчисем пӗр саслӑн Виталий Михайловшӑн сасӑланӑ.
Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Николаев текех район пуҫлӑхӗ мар. Хӑй унччен йышӑннӑ пуканран хӑтарма вӑл Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе ыйтса ҫырнӑ. Ӗнер Кӳкеҫре иртнӗ районти Депутасен пухӑвӗнче Андрей Николаев ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ку хыпара малтанласа вӑл тӑрӑхри «Тӑван Ен» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӗҫрен каяссине, унта ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Николаев ҫемьери лару-тӑрупа, йыш хушӑннипе сӑлтавланӑ. Депутатсем пӗрлех ӗҫлес кӑмӑллине палӑртнӑ пулин те район пуҫлӑхӗ хӑйӗн йышӑнӑвне ҫирӗппӗнех палӑртнӑ.
Андрей Николаев 1983 ҫулта ҫуралнӑ, Мускаври автоҫул университетӗнче вӗреннӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ усламҫӑра ӗҫлет. Районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ хыҫҫӑн ӑна пухӑвӑн ертӳҫи — район пуҫлӑхӗ пулма суйланӑччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Миъаил Игнатьев РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗпе Максим Топилинпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хысна тытӑмӗнче вӑй хуракансен шалу укҫийӗ пирки сӑмахланӑ, «Трактор савучӗ» концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва тата ыттине сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрне республикӑна «пысӑк тӗрев панӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ». Ҫакна ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Федераци министрӗ Михаил Игнатьева халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтупа тимленӗшӗн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ иккен. Маларах асӑннӑ пресс-служба ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗррисен шучӗ ҫулсерен чаксах пынине, производствӑра шар курнисем сахаллине, халӑх ӗҫ правилисене пӑхӑннине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынна Самар облаҫӗн Юстици министерствине ертсе пыма шаннӑ. Кадрсен ылмашӑнӑвӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Азаров Дмитрий Сержантова ведомство тилхепине шаннӑ.
Дмитрий Сержантов Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн икӗ аслӑ пӗлӳ: истори тата юридици енӗпе. Вӑл 1998 ҫултанпа патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ. Малтанах ЧР Юстици министерствинче ӗҫленӗ, кайран РФ Юстици министерствин управленине куҫнӑ. ЧР президенчӗн администрацийӗнче те пӗр хушӑ тӑрӑшнӑ.
2010 ҫулта Дмитрий Сержантов ЧР Юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2011 ҫулта вара РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Сержантов 42 ҫулта.
Шупашкар хула ҫыннисемпе хӑнисене канма меллӗ туса парассипе ҫулсеренех тӑрӑшать. Халӗ тата Атӑл ҫыранӗ хӗррипе йытӑ кӳлнӗ ҫунапа ярӑнма пулать. Ку хыпара хула администрацийӗнче сумлӑ пукан йышӑнакан Алла Салаева Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Ярӑнмалли йытӑсем пулӑшнипе географин ҫӗнӗ вырӑнӗсене уҫнӑ тата ҫын Арктикӑпа усӑ курма пуҫланӑ. Икӗ полюса та лаша ҫунипе ҫитнӗ: Кук, Р. Пири — Ҫурҫӗр полюса, Амундсен Норвегин ялавне Кӑнтӑр полюсра вырнаҫтарнӑ», — тесе ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗн тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева. Хыпара «#чебоксарылучшийгород» (чӑв. Шупашкар чи лайӑх хула тесе куҫать) хэштегпа (акӑлчанларан куҫарсан решеткепе паллӑ тунине пӗлтерет) палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янӑ. Пакунлисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ШӖМ ветеранӗсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев, республика Элтеперӗ Михаитл Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи кантурӗ ҫумӗнче 11 хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫласси вӑраха кайнӑ тесен те юрать: проектне вуна ҫула яхӑн маларахах хатӗрленӗ, строительствине 2014 ҫулта ҫеҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр объект Шупашкарти Дзержинский урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вӑхӑтӗнче наркотӗрӗслевҫӗсем валли хӑпартас шухӑш пулнӑ. Пилӗк хутлӑскер 427,6 миллион тенкӗ ытла ларнӑ. Унта йӗрке хуралҫисен темиҫе подразделенийӗ вырӑн тупӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑри амӑшӗн капиталне тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: капитал 100 пин тенкӗпе танлашать.
Патшалӑх Канашӗ йышӑну тунӑ: республикӑри амӑшӗн капиталне тепӗр 3 ҫула тӑсмалла. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев капиталпа мӗнле усӑ курмаллине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма, ачана вӗрентме, сусӑр ача валли ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянма пулать.
Ҫулсерене ку тӗллевпе 200 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесем тивӗҫӗҫ.
Сӑмах май, РФ Патшалӑх Думи федераци программипе килӗшӳллӗн амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен парасси пирки йышӑну тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ».
Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ.
Ҫак эрнере, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче «Зимнее содержание дорог» (чӑв. Хӗлле ҫула тытса тӑрасси) темӑпа отрасльти тӳрӗ лини ӗҫлӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Онлайн-трансляцие итлес тесен тӗнче тетелӗнчи ҫак каҫӑпа http://video.cap.ru/video/live кӗмелле.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре юр хӳсе лартасран, ҫулсем пӑрлакланасран камӑн тата мӗн тумаллине, юра вӑхӑтра тасатса тӑрассишӗн кам яваплине республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов ӑнлантарӗ.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене mintrans@cap.ru электрон пуштӑпа маларах ярса пама та, онлайн трансляци вӑхӑтӗнче 8 (8352) 56-50-60 номерпе шӑнкӑравлама та май пур.
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ.
Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |