2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури мэри нимӗн те тумасть тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн Шупашкар хула администрацийӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене 9 уйӑхра хута ямалла.
2011 ҫулта ЧР Элтеперӗ виҫӗ тата ытларах ача ҫуратакан ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2012 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗ Катикасси ҫывӑхӗнче инженери инфратытӑмне хӑйӗн укҫи-тенкипе хута ямашкӑн шантарса документ алӑ пуснӑ. Тепӗр ҫул ҫав ял патӗнче 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.
Анчах администраци шантарнӑ сӑмахне тытман. Проекта 2015 ҫул варринче ҫеҫ саккас панӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Анчах вал патшалӑх экспертизи витӗр тухайман.
Халӗ инфратытӑма хута ямашкӑн 429,3 миллион тенкӗ кирлӗ. Администрацин вара укҫа ҫук. Анчах суд ку яваплӑхран пӑрӑнмалли сӑлтав маррине палӑртнӑ.
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ахальтен каламан пулӗ. Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пӑхӑнакан организацисенчен пӗрне ертсе пыма тивӗҫ пулнӑ пуҫлӑх хӑйне айван тесе ӗнентерме хӑтланса суд тӑрӑх ҫӳрет иккен. Ҫак тӗлӗнмелле хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗсем пӗлтернӗ.
Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫын хӑйӗн тилхепийӗ килӗшменрен кутӑнлашма пуҫламан-мӗн-ха. Пӑтӑрмахӗ тепӗр ҫынпа ҫыхӑннӑ. Хайхи пуҫлӑх унччен пӗрле ӗҫленӗ пӗлӗшӗнчен 6 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ пулать, ҫавна вӑл хут ҫырсах ӗнентернӗ иккен. Тӳлес вӑхӑт ҫитсен хута ҫырнӑ чух хӑй ӑслӑ-тӑнлах пулманнине ӗнентерме шухӑш тытнӑ. Мӗнле лару-тӑрура алӑ пусса панине те астумасть имӗш, хӑй сывах маррине вӑл суд урлах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен.
Чӑваш Енри тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен тӳре-шарана чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Сумлӑ писока лекнисен шутӗнче виҫӗ муниципалитетӑн: улатӑрсен, канашсен, пӑрачкавсен — пуҫлӑхӗсем пур. Патшалӑх наградине тивӗҫнисенчен Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева тата Канаш райадминистраци пуҫлӑхне Владимир Степанова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн) паллӑна тивӗҫнӗ.
Юлашкинчен каланӑ палла Вӑрнар, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр тӳре-шарана та пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, наркоманипе чирлисен йышӗ 15,5% чакнӑ. Наркотик тутанакансен 89 проценчӗ — арҫынсем, тепӗр 11% — хӗрарӑмсем. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн наркотиксемпе кӗрешекен комисси ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑх управленийӗн пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ираида Алексеева пӗлтернӗ.
Унсӑр пуҫне вӑл наркотикпа айкашакансен ытларах пайӗ — 57,1% — 18-30 ҫулсенче пулнине, наркомансен 78,5% ниҫта та ӗҫлеменнине е ӗҫ килӗшӗвӗсӗрех вӑй хунине палӑртнӑ. Наркомансен йышӗ ӑҫта ытлараххи те паллӑ: вӗсем Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин пирӗн регионта ачасене наркобизнеса явӑҫтаракансем тупӑнсах тӑни пирки сӑмах хускатнӑ.
Чӑваш Енри ҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран 72 ҫулпа танлашнӑ. Ку – рекорд. Пӗлтӗртенпе ку кӑтарту 1,2 ҫул ӳснӗ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӳсӗм республикӑшӑн чи пысӑкки.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен ку енӗпе пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри регионсем хушшинче вара – 26-мӗш.
Республикӑри ҫынсен пурнӑҫӗ вӑрӑмланни ҫын вилеслӗхӗ чакнипе ҫыхӑннӑ. Ку вара медицина ӗҫченӗсем, тӳре-шара, йӗрке хуралҫисем, общество организацийӗсем тӑрӑшнипе пулнӑ-мӗн.
2025 ҫул тӗлне Чӑваш Енри ҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗне 76 ҫула ҫитересшӗн.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти 4-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем татах тупнӑ.
Аса илтерер, Эльвира Казакова тӗлӗшпе маларах темиҫе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене гимназие вырнаҫтарма ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ. Пуҫлӑх пулнӑ хӗрарӑма килте хупса усрама йышӑннӑччӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн гимнази директорне ҫирӗплетес тӗллевпе конкурс иртнине, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑран должноҫран хӑтарнӑ хӗрарӑм вырӑнне Андрей Михайлова лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӗ экс-директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухса тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем, тӗпрен илсен, сӗтев илнипе, ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫсӗр усӑ курнипе ҫыхӑннӑ.
Елчӗк районне 2001 ҫултанпа ертсе пыракан Николай Миллина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
1954 ҫулта ҫуралнӑ Николай Миллин ӗҫ биографине тӑван «Прогресс» колхозри трактористран пуҫланӑ. Мал ӗмӗтлӗскер унта пӗр должноҫран тепӗрне куҫса пырса хуҫалӑх ертӳҫине ҫитнӗ. Кайран Елчӗк районне ертсе пыма тытӑннӑ.
2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗссемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ. Халӗ ав, тӑватӑ ҫултан, Николай Миллин ордена тивӗҫрӗ.
Суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче политика партийӗсем хастарланма, халӑхпа тӗл пулма ӑнтӑлни вӑрттӑнлӑх мар.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Куславккари пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен хулара митинг ирттерме шухӑшланӑ. Вунӑ кун маларах вӗсем ҫырупа вырӑнти тӳре-шара ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ, урамра пӗрле пухӑнма ирӗк ыйтнӑ. Митингсене, паллӑ ӗнтӗ, пули-пулми вырӑнта йӗркелеймӗн — ятарласа палӑртнӑ ҫӗрте кӑна. Куславккара ун пекки — унчченхи «Октябрь» кинотеатр умӗнчи лапам.
Ҫыру авторӗсене тепӗр икӗ кунтан район администрацийӗнчен «Молодая гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех урӑх сӗнӳпе тухнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем пролетариат ҫыравҫи А.М. Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине флешмоб ирттерсе уявлама шухӑшласа хунӑ-мӗн.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФКП райком ҫыруҫи И.Е. Кузнецов тата Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Р.С. Асадуллин унчченхи кинотеатр умӗнче 11 сехетчен тӑнӑ, анчах ҫамрӑксем флешмоба тухман имӗш. «Ҫыравҫӑ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мар, 28-мӗшӗнче ҫуралнӑран васкас темен пулинех?
Чӑваш Енри ватӑсем валли Мускавран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Правительствин сайтӗнчи «Документы» ярӑмра ӗнер 14 сехет те 30 минутра пичетленӗ.
РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 427-мӗш номерпе алӑ пуснӑ хутра Раҫҫейӗн сыхлӑх фондӗнчен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 4,35 млрд тенкӗ укҫа уйӑрассине каланӑ. Вӑл паллиативлӑ (йывӑр чирлисен асапне ҫӑмӑллатмалли) пулӑшу валли кайӗ.
Ҫак суммӑран Чӑваш Ене те укҫа лекӗ. Пурӗ 49,88 миллион тенкӗ. Сӑмах май каласан, укҫан пысӑк пайӗ — 148 миллион тенкӗ — Пушкӑртстана кайӗ.
Пульницӑсенче паллиативлӑ пулӑшу уйрӑмӗсем уҫнине тата гериаторсем ӗҫлеме пуҫланине специалистсем ҫӗршывра пурӑнакансен кун-ҫулӗ вӑрӑмланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакансем ӗнер республикӑн тӗп хулинче хӑш скверпа парка, тӳреме, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑна хӑтлӑх кӳрессипе те хӑйсен шухӑшне палӑртрӗҫ.
Хулана илемлетмешкӗн йышӑннӑ проект — федераци шайӗнчиех. Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫлама регионсене пӗлтӗр укҫа уйӑрма тытӑннӑ. 2017 ҫулта Шупашкарти 25 картише тата халӑх йышлӑ ҫӳрекен 3 лаптӑка хитрелетнӗ.
Шупашкарта кӑҫал 18 вырӑна палӑртса хӑварнӑ. Хӑшне илемлетме маларах пуҫӑнмаллине пӗлес тесе ӗнер танлаштарӑм сасӑлавӗ йӗркелерӗҫ. Унта Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та хутшӑннӑ. Ҫӗршывӑн Президентне суйланипе пӗрлех вӑл Шупашкарта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене палӑртассипе те хӑй шухӑшне пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ Геннадий Волков скверне мала хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |