Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ертӳҫӗсен кадр резервне йӗркелеме конкурс ирттерет.
Кадр резервне Патӑрьелти, Шупашкарти, Ҫӗрпӳри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тата Шупашкарти ачасен реабилитаци центрӗ валли хатӗрлеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсемпе докуменчӗсене ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑнса пӗтерӗҫ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ Ренада Фёдорова тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Тӗрӗссипе, тивӗҫлӗ канӑва унчченех тухнӑ-ха, халӗ вӑл асӑннӑ учреждение ертсе пыма пӑрахма йышӑннӑ.
Ренада Вениаминовна социаллӑ сферӑра 40 ытла ҫул тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан, ӗҫшӗн хыпса ҫунакан опытлӑ пуҫлӑх пирки ӗҫтешӗсемпе ӑна пӗлекенсем нумай ӑшӑ сӑмах калама пултараҫҫӗ. Ренада Вениаминовна Раҫҫей Президенчӗн Тав хутне те тивӗҫнӗ.
Ренада Фёдорова пирки республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, социаллӑ учрежденисен директорӗсем нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ.
Паян, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Борис Клементьев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Паян вӑл 53 ҫул тултарнӑ.
Борис Клементьев ку должноҫре 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 25-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче тӗп налук инспекторӗ пулнӑ, кайран "Газпром межрегионгаз Шупашкарӑн" Ҫӗрпӳри территори уйрӑмне ертсе пынӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ.
«Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкула ҫӗртме уйӑхӗччен утса пӗтересшӗн. ЧР строительство министрӗ Павел Данилов объектӑн 80 проценчӗ хатӗр пулнине пӗлтернӗ.
Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: шкула малтанах 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Кайран кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Халӗ ав ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтерме шантарнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен республика служби 7 вырӑнлӑ минивэн туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Тӳре-шара валли «Hyundai Staria» автомобиль туянасшӑн. Ҫав машина 7,1 миллиона яхӑн тенкӗ тӑрать.
Укҫана тӗллевлӗ субсиди шучӗпе уйӑрасшӑн иккен. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче палллӑ пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ кунта машина гаражра пулӗ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Марина Лежнинана ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх хакласан, Марина Николаевна Лежнина ятлӑ хӗрарӑм унччен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче директорӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫӗсем енӗпе заместитель пулса тӑрӑшни паллӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ӗнертенпе унта министр заместителӗ пулса Резеда Хуснетдинова ӗҫлеме тытӑннӑ. Резеда Минулловнӑна министерствӑри яваплӑ вырӑна шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Владимир Степанов министрӑн паянхи куна илсен виҫӗ заместитель. Владимир Гладнев пӗрремӗш ҫум шутланать, Резеда Хуснетдинова тата Сергей Тоцкий — заместительсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан муниципалитетсен ертӳҫисене ӗҫрен кӑларса яма пултарӗ. Ку вӑл сити-менеджерсене (тепӗр майлӑ каласан, Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене — вӗсем муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем шутланаҫҫӗ) тата муниципалитет округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене пырса тивет.
Ятарлӑ хушӑва Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламан ҫынна малтан асӑрхаттарӗҫ е выговор парӗҫ. Пӗр уйӑхра вӑл юсанмасан ӑна Элтепер ӗҫрен кӑларма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |