Улатӑр районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Нина Ивановна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Нина Шпилевая – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ. Вӑл 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче илнӗ. Ҫапла вара вӑл — зоотехник та, патшалӑхпа муницпалитет правине те аван пӗлет.
Улатӑр хулин администрацине Денис Трифонов ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва муницпалитетра паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ.
Пуҫлӑх пуканне йышӑнма харӑсах тӑватӑ ҫын ӗмӗтленнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ кандидатурӑна тишкернӗ те ятарласа йӗркеленӗ конкурс комссийӗ. Депутатсен ларӑвӗ валли икӗ кандидатурӑна суйласа илнӗ: Юлия Друзинӑна тата Денис Трифонова.
Денис Владимирович 42 ҫулта. Вӑл 2003 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Улатӑрти хулан электричество сечӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем кирлӗ. Чебоксары.рф сайтра 30 ытла ваканси вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн структура подразделенийӗсенче специалистсем тата ертсе пыракансем кирлӗ.
Ӗҫне кура укҫи темелле-тӗр. Шалу виҫи тӗрлӗрен. 20 пин те тӳлеҫҫӗ, 30 пин те, 65 пин те. Ку вӑл епле тивӗҫе пурнӑҫланинчен килет.
Хула администрацийӗн пресс-служби вакансисем пуррине Инстаграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмах май каласан, малтанласа кадр резервне те заявка хӑварма пулать.
Нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйсен ӗҫне критиклекенсене ӗҫе чӗннӗччӗ.
⠀
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗ гендиректор пулса ӗҫлеме ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Компанири ҫав тилхепене ӳлӗмрен Александр Бусыгин тытса пырӗ.
Александр Александрович — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1974-мӗш ҫулхи. Аслӑ пӗлӗве Самар хулинчи С.П. Королев ячӗллӗ патшалӑхӑн аэрокосмос университетӗнче илнӗ. Унта вӑл вӗҫекен аппаратсемпе двигательсене эксплуатацилеме вӗренсе тухнӑ.
Алла диплом илнӗ ҫулах, 1997 ҫулта, Бусыгин Чӑваш Енри «Межрегионгаз» обществӑн филиалӗнче оперативлӑ диспетчер службин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Унтан вӑл ытти пайсене те ертсе пынӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӑн заместителӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Стройминӗн «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн директорне Юрий Алексеева ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи МИХсем пӗлтернине ӗненсен, Юрий Иванович тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ, министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ тесе эпир хыпарланнине пирӗн вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Анчах ҫав кунах республика ертӳҫи тепӗр йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Георгий Богуславский министр заместителӗнчех ӗҫлӗ.
Ӗҫлӗ документ пирки Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫӑмлатнӑ. Унта вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Богоуславскийпе алӑ пуснӑ контракт вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ, халӗ унӑн ӗҫ вӑхӑтне ҫӗнӗ йышӑнупа тӑсса панӑ. Ку вӑл — крлӗ юридици процедури ҫеҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне Иван Архипов ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
«Аспект» вӗренӳпе методика центрӗ эпир маларах асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать. Вӑл ҫынсене ҫӗнӗ профессие алла илме пулӑшать, хушма пӗлӳ илсе професси шайне ӳтерме те унта май пур. Ӗҫсӗр ҫынсем патшалӑх шучӗпе вӗреннипе пӗрлех «Аспектра» кирек кам та тӗрлӗ ӑсталӑха укҫа тӳлесе илейрет.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Александр Колесников паллаштарнӑ. Сӑмах май, Колесников хӑй те унччен «Аспектра» ӗҫленӗ, унта директор пулнӑ. Иван Архипов пирки каласан, вӑл маларах Чӑваш Енӗн Правительствинче тимленӗ.
Чӑваш Республикин халӑхӑн ӗҫлӗх центрне ертсе пыма Виктор Ковалёва ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшнче паллаштарнӑ. Виктор Михайлович асӑннӑ центрта унччен ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та коллективра тӑрӑшакансем ӑна япӑх мар пӗлеҫҫӗ.
Виктор Ковалёв ӗҫлӗх службинче 1999 ҫултанпа тӑрӑшать. Малтан специалист пулнӑ, унтан Ӗҫлӗх центрӗн Етӗрне районӗнчи пайне ертсе пынӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗҫлесе те вӑл самай опыт пухнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ тӗп режиссёрпа паллаштарнӑ. Тилхепене 50 ҫулти Александр Кладькона тыттарнӑ.
Александр Иванович — театрпа кино актёрӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1971 ҫулта Украинӑри Одесса хулинче ҫуралнӑ. Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче, каярах унтах режиссура кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Фонтанкӑри Ҫамрӑксеен театрӗнче артистра ӗҫленӗ, Псковри А.С. Пушкин ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл режиссёр пулса лартнӑ ӗҫсем тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин общество транспортӗнче билет хакланасси пирки систернӗ. Ку кӗҫех пулмалла.
Хакӗ ӳсӗ, анчах 4 тенкех мар – ҫапла пӗлтернӗ Денис Спирин. Ара, халӑхра билет 4 тенкӗ хакланасси пирки сас-хура ҫӳренӗ. Сити-менеджер вара ку иккӗленӗве сирнӗ.
Перевозчиксене мӗн чухлӗ тӑкак пулни пирки информаци хатӗрлеме каланӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна туман. Администрацие ку хыпара троллейбус управленийӗ тата темиҫе перевозчик ҫеҫ илсе ҫитернӗ. Ҫавна май хальлӗхе билет хакӗ мӗн чухлӗ ӳсесси паллӑ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |