Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӳре-шара

Вӗренӳ
kartinkin.net сайтри сӑн
kartinkin.net сайтри сӑн

Раҫҫейри шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентме пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтерет Ҫутӗм министерстви.

"Истори астӑвӑмӗ юлтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентмелли пирки йышӑну турӑм", - тенӗ Сергей Кравцов министр.

Сӑмах май, халӗ ку предмета пӗлӳ ҫурчӗсенче 5-мӗш класран вӗрентеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78596
 

Политика
council.gov.ru сайтри сӑн
council.gov.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Сенатор деклараци тӑратнӑ.

Николай Ваильевичӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 11 миллион та 171 пин те 633 тенкӗпе танлашнӑ. Эппин, вӑл уйӑхне 900 пин ытла тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.

Унӑн мӑшӑрӗ декларацире 727 пин те 577 тенкӗ кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, 2 ҫурт тата мунча пур. Ҫӗр лаптӑкӗ пӗтӗмпе 6 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашать.

Николай Федоровӑн харпӑрлӑхӗнче - 265 тӑваткал метрлӑ хваттер тата пурӑнмалли мар ҫурт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78563
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре агробиотехнопарк уҫӑлӗ. Ҫавна Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Викторий Абрамченко та ырланӑ.

Агробиотехнопаркра пахча-ҫимӗҫпе ҫӗрулмине, хӑмлана тарӑннӑн тирпейлеме палӑртнӑ, унтах ӑратлӑх ӗҫне та аталантарӗҫ.

Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ген селекциллӗ лабораторисем ӗҫлеттерсе ярасшӑн.

«Агропрорыв» проекта ӗҫлеттерсе ярсан 2030 ҫул тӗлне пирӗн республикӑра ют ҫӗршывран ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗхпе ҫӗрулми туянасси 55 процент таран чакмалла, хӑмлан ҫӗнӗ сорчӗсемпе хамӑра 65 процент таран тивӗҫтермелле.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ 42-мӗш маршрут перевозчикӗпе, «Крокус Автопа», килӗшӗве пӑрахӑҫлӗ. Администраци кун пирки уведомлени янӑ.

Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, перевозчик ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе ӗҫлеме хирӗҫленӗ, 4 автобуса маршрута кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӑл килӗшӳ условийӗсене пӑсать.

Ҫитес вӑхӑтра администраци урӑх перевозчик тупас тӗллевпе конкурс ирттерӗ. Конкурс пуличчен вӑхӑтлӑх перевозчик пулӗ-и е ҫук-и – паллӑ мар.

 

Персона

Паян ЛДПР парти лидерӗ Владимир Жириновский вилнӗ. Ку информацие официаллӑ майпах ҫиреплетнӗ. Хальхинче ку хыпар суя мар. Темиҫе кун маларах Жириновский вилнӗ тесе сас-хура тухнӑччӗ, анчах вӑл тӗрӗс мар пулнӑ.

Владимир Вольфович кӑшӑлвируспа чирленӗ, нарӑсӑн 2-мӗшӗнченпе пульницӑра выртнӑ. Тухтӑрсем юлашки кунӗччен унӑн пурнаҫӗшӗн кӗрешнӗ. Пӗр хушӑ вӑл медикаметозлӑ комӑра та выртнӑ. Анчах, шел те, политик йывӑр чире парӑнтарайман.

Владимир Жириновский 2021 ҫулта 75 ҫул тултарнӑ. Акан 25-мӗшӗнче 76-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тумаллаччӗ. Унпа Мускаври Союзсен ҫуртӗнче сывпуллашма палӑртнӑ. ЛДПР лидерне Троекуров ҫӑви ҫинче пытарӗҫ. Унта унӑн тӑванӗсем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.

 

Республикӑра
Юрий Голубых
Юрий Голубых

Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управляющийӗ Александр Логвинов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл пенсие тухнӑ. Управляющи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Юрий Голубыха шаннӑ.

Александр Логвинов пирки каласан, Раҫҫей банкӗн тытӑмӗнче вӑл 44 ҫул ӗҫленӗ. Регионти уйрӑма 2013 ҫултанпа ертсе пырать.

53 ҫулти Юрий Голубых управляющин заместителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Липецк хулинчен. Пӗтӗм Раҫҫейри финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управленийӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫлет.

 

Хулара

Паянтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Шупашкарта "Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проект старт илет. Вӑл шкул ачисен патриотлӑх туйӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем урокра Раҫҫей гимне юрлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, гимна ОБЖ тата истори урокӗсенче шӑрантарӗҫ.

"Кашни шкул график тӑвӗ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен "Россия - священная наша держава, Россия - великая наша страна" ачасен сассипе янӑрама пуҫлӗ", - ҫапла пӗлтернӗ сити-менеджер. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова та ачасен ҫӗршыв гимнне пӗлмеллине, патриот пулмаллине палӑртнӑ.

 

Политика
kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ.

2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.

 

Республикӑра

Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Максим Дроздова шаннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унпа ӗҫ килӗшӗвне паянтан тытӑнса кӑҫалхи авӑн 29-мӗшӗччен алӑ пусӗҫ.

Аса илтерер: организацин 67 ҫулти ертӳҫине Вячеслав Александрова ӗҫрен ӗнер кӑларнӑччӗ.

 

Персона
Николай Зайцев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Николай Зайцев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Николай Зайцев 80 ҫул тултарнӑ. Паянах ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ.

Николай Архипович Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Презденчӗн Чӑваш Енри элчи пулнӑ.

Николай Зайцев Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Атӑлҫи вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Тӑвай ҫынни ӗмӗр тӑршшӗпех пуҫлӑх пуканӗсене йышӑнса пурӑннӑ. Унӑн биогарфийӗнчи эпир маларах асӑннӑ икӗ фактсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи те пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, [49], 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, ... 289
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 26

1945
80
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
25
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ