Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кремльте Патшалӑх Думин депутатне Алена Аршиновӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ку наградӑна промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, строительствӑра, транспорт ӗҫӗнче, ӑслӑлӑхра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче тата культурӑра, ытти тытӑмра пысӑк ҫитӗнӳсем, усӑллӑ ӗҫсем тунӑшӑн параҫҫӗ.
Палӑртмалла: Алена Аршинова 1985 ҫулта Германири Дрезден хулинче совет ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Кӗҫех вӗсем куҫса кайнӑ, Мускавра вӗреннӗ. 2012 ҫултанпа вӑл – РФ Патшалӑх Думин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи пайташӗ.
Чӑваш Енре культура отраслӗнче ӗҫлекен икӗ ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсемпе хавхалантарасси ҫинчен калакан хушу тухнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Вӑрмарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Валентина Павловскаяна тата Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗн президентне Нина Смирновӑна пама йышӑннӑ.
Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Кӑшӑлвирусран вакцинациленмен ҫынсен мӗн тумалла? Ара, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кафесене, спортзалсене, театрсене кӗртмеҫҫӗ. Ӗнер влаҫ ҫыннисем тӳрӗ эфирта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
«Ача кӗтекен хӗрарӑмсен, прививка тума палӑртман ҫынсен мӗн тумалла? Килте лармалла-и?» - ыйтнӑ ҫынсем. Тӳре-шара хуравланӑ: спектакльсене онлайн мелпе курмалла, библотекӑсемпе музейсене виртуаллӑ майпа ҫӳремелле. Спортзалта тумалли тренировкӑсене вара килтех пурнӑҫлама пулать.
«Хӑйне хисеплекен кашни кафе апат-ҫимӗҫе илсе тухса парать. Ӗҫе е киле апат, ҫимӗҫсем саккас парасси кулленхи йӑла пулса тӑчӗ. Куншӑн укҫа илмеҫҫӗ е кӑшт ҫеҫ тӳлемелле», - тенӗ экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Денис Спирин.
Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти тилхепене халӗ Оксана Ивановӑна шанса панӑ. Унччен гендиректорӑн тивӗҫне Александр Спиридонов пурнӑҫланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, корпораци тупӑшӗ пысӑках мар. Кӑҫалхи ҫур ҫула унта 1 миллиона яхӑн тупӑшпа ҫеҫ вӗҫлеме мехел ҫитернӗ. Ҫавна май корпорацин сӑнав канашӗн иртнӗ уйӑхри ларӑвӗнче пуҫлӑха тупӑша ӳстерме сӗнсе хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх, Оксана Иванова, хальлӗхе гендиректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑрӑшать. Директорсен канашӗн ларӑвӗнче уншӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. Ларӑва республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма Сергей Тоцкие шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сергей Иванович пирки ҫак самантра нимӗн те пӗлместпӗр. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хыпар шыранӑ май ҫакӑн пек информацие асӑрхама тӳр килчӗ. Сергей Иванович Тоцкий ятлӑ ҫынна (сӑнӳкерчӗкре) 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗ пулма шаннӑ. Ҫав ҫын унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ. Вӑл 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Сӑмах май каласан, Удмурт Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин тытӑмӗнче хальхи вӑхӑтра Тоцкий хушамачӗ курӑнмарӗ.
ХУШСА КАЛАНИ
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Сергей Тоцкий, чӑн та, Удмурт Республикинчен.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче VII созыври Депутатсен пухӑвӗ черетлӗ 13-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта республика шайӗнчи тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Пухӑва Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Инна Волкова, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков пырса ҫитнӗ. Ҫакӑ ахальтен мар. Депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри район пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхне суйласси пулнӑ. Ку должноҫе Владимир Ярайкина шанса панӑ.
Владимир Ярайкин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, «Фармаци» унитарлӑ предприятин гендиректорӗн заместителӗ.
Районта ҫӗнӗ пуҫлӑха суйлани унчченхи пуҫлӑх, Владимир Мурайкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн мандатне тивӗҫнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулнӑ Юрий Волошин паян 80 ҫул тултарнӑ.
Юрий Петрович Харьков хулинче ҫуралнӑ, унтах вӑл ӗҫ биографине пуҫӑннӑ. 1983 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килсе Промышленность тракторӗсен заводӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1998 ҫулта ӑна Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен заводне ертсе пыма шаннӑ. Каярах вӑл Чӑваш Енӗн Правительствинче ӗҫленӗ. Унта Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — промышленность тата энергетика министрӗ пулнӑ.
Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, Юрий Волошин — принципа пӑхӑнакан, ҫирӗп ыйтакан, тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан тата хӑйӗн ӗҫне парӑннӑ ҫын.
Паян – вӗрентекен кунӗ. Мускавра Правительство ҫуртӗнче Михаил Мишустин премьер-министр педагогсене пысӑк награда панӑ.
Раҫҫей правительствин Хисеп грамотине илекенсен йышӗнче Шупашкарти 4-мӗш лицейра математикӑна вӗрентекен Елена Михайлова та пулнӑ. Ӑна Михаил Мишустин хӑй грамотӑна тыттарнӑ. Елена Александровна ку тытӑмра 42 ҫул вӑй хурать.
Сӑмах май, паян пирӗн республикӑра та Элтепер вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсене чысланӑ.
Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствинче ертӳҫӗне ҫирӗплетнӗ. Министр тивӗҫӗсене 36 ҫулти Александр Кондратьев пурнӑҫлӗ. Асӑннӑ ведомствӑра вӑл кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе тӑрӑшать.
Унчченхи министр, Евгений Герасимов, пукана ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пушатнӑ. Вӑл должноҫран кайсан министр тивӗҫне пурнӑҫлама министр ҫумӗ пулнӑ Александр Кондратьева шаннӑччӗ. Халӗ республика Элтеперӗ ӑна заместитель пуканӗнчен хӑтарса министр тилхепине тыттарнӑ. Кандидатурӑна ҫӗршывӑн Промышленность министерствинче ҫирӗплетсен Кондратьев министр пулӗ.
Александр Андреевич 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Мускаври патшалӑх строительство университетӗнчен «Гидротехника строительстви» специальноҫа алла илни ҫинчен калакан дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2011 ҫулта Управление патшалӑх университетӗнчен – «Организаци менеджменчӗ» енӗпе.
2005-2021 ҫулсенче «Россети», «ФСК ЕЭС», «РусГидро» организацисен ӗҫ тӑвакан аппарачӗсенче тата хушма предприятийӗсенче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей Правительствин Хисеп грамотине те тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре ҫӑкӑр хакӗ ӳснине кӑҫал тыр-пул тухӑҫӗ пӗчӗк пулнине, ҫавна май унӑн хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку Раҫҫейӗпех палӑрать: типӗ ҫанталӑк тӑнӑран тыр-пул ӑнса пулман.
ЧР Правительство ҫуртӗнче ҫӑкӑр пӗҫерекен, ҫӑнӑх хатӗрлекен предприятисен тата суту-илӳ сечӗсен элчисемпе тӗлпулу иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӑкӑр хакне ӳсессине чаракан хушма мерӑсем хатӗрлеме сӗннӗ. Лару-тӑрӑва ҫӑнӑх хатӗрлекенсем урлӑ йӗркелеме сӗнеҫҫӗ: вӗсене ҫӑнӑх хакне пӗр шайра тытса тӑмашкӑн субсиди уйӑрмалла. Кун валли мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртмалла.
Олег Николаев хушнипе Ял хуҫалӑх министерстви тӑватӑ енлӗ килӗшӳ хатӗрлӗ: ку Чӑваш Ен Правительствине, ҫанӑх хатӗрлекенсене, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене тата суту-илӳ сечӗсене пырса тивет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |