Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ.
Аса илтерер: хулан унчченхи сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ.
Сити-менеджер пуканне йышӑнас кӑмӑллисенчен конкурса 2 кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ. Вӗсем — Николай Ершов тата Дмитрий Пулатов. Кандидатсем хула аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ, унпа конкурс комиссине паллаштарнӑ. Комиссие республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ.
Кайран Депутатсен пухӑвӗнче сасӑлав ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» пӗр шухӑшлӑн пулса Дмитрий Пулатовшӑн сасӑланӑ. Пухӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республика ертӳҫи кадр улшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. 699-р номерлӗ йышӑнура «Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсем» хысна учрежденийӗн директорне Александр Немова ӗҫрен кӑларасси пирки каланӑ. Асӑннӑ организаци ркспубликӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӑхӑнса тӑрать.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске хушура директора мӗн сӑлтавпа тилхепесӗр хӑварнине ӑнлантарса тӑман.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Иванович ҫак учреждение 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ертсе пыма тытӑннӑ. Маларах, 2017 ҫулта, ӑна унта директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ.
Паян Шупашкар хулин администрацийӗнче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Кун пирки Алексей Ладыков сити-менеджер Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Паянтан хулари Мускав районӗн администрацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Тилхепене Сергей Ильина тыттарнӑ.
Сергей Вячеславович «Трактор савучӗсем» концернра, «Волгостальконструкция» предприятире тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта самай яваплӑ вырӑн йышӑннӑ. 2012 ҫултанпа вӑл «Городская реклама» (чӑв. Хула реклами) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пынӑ. Вӑл тӑрӑшнипе хыснана ҫулталӑкра укҫа кӗресси 11-12 миллион тенкӗрен 5 хут ӳссе 50 миллион тенке ҫитнӗ.
«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ.
Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
«Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ.
2022 ҫула мӗне халалламалла? Чӑваш Енри тӳре-шара ҫак ыйту пирки шутлама тытӑннӑ. Хальлӗхе темиҫе сӗнӳ пур.
Ҫитес ҫулталӑка паллӑ ентешсене халаллама сӗннӗ. Ахальтен мар, 2022 ҫулта Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 60 ҫул ҫитет. Пиарщиксем 2022 ҫула Ача ҫулталӑкӗ е Медицина ҫулталӑкӗ тума сӗннӗ.
Ҫулталӑка мӗнле ят парӗҫ? Общество палатинчен, министрествӑсемпе муниципалитетсенчен сӗнӳсем кӗтеҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев (вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑччӗ) кӑшӑлвирус ҫакланни пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл унта ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, «канма, пурнӑҫ пирки шухӑшлама, хӑйӗнпе хӑй пулма» сӑлтав тупӑннӑ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен больница хучӗпе нихӑҫан та ларман. Хальхи пирки вӑл «сиплев вӑхӑтӗнчен ытла ҫынран уйрӑм пулни» тесе хаклать.
Тӳре-шара хӑйне япӑхрах туйнӑран (ӳт температури 37,5 градуса ҫитнӗ, сунас ернӗ, шӑрша туйми пулнӑ) кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тутарнӑ. COVID лекнине пӗлсен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ питӗ тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен ҫирӗп иммунитет тата вакцинаци тутарни вирусран хӳтӗлессе шаннӑ.
Валерий Шигашев шухӑшланӑ тӑрӑх, психика енчен ывӑнни, ревакцинаци курсне вӗҫлеменни вируса организмра тӗпленме май панӑ. Ҫапах та прививка тутарнӑшӑн ӳкӗнмест, хӑйне аван туйнӑран (ахаль чухне пулсан чир пирки шухӑшламан та пулӑттӑм тесе палӑртнӑ) вакцинацие пула организм вируспа кӗрешме хатӗртен чире ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерессе шанать.
Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи, хушӑвӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ-тӑр. Ӗҫлӗ документра вӑл республикӑри строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан ҫынсене чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Шупашкарти «Регионжилстрой» ятарлӑ застройщикӑн гендиректорне Валерий Борисова хавхалантарма палӑртнӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята Шупашкарти 9-мӗш ЖБКри 2-мӗш формовка цехӗн формовщикне Сергей Алмакаева, 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин штукатурне Любовь Гавриловӑна, маларах асӑннӑ «Регионжилстрой» предприятин плнапа производство пайӗн пуҫлӑхне Людмила Захаровӑна, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗн каменщикне Виталий Ильина, 28-мӗш строительство управленийӗн малярсен бригадирне Людмила Рыбалкинӑна, «Шупашкар керамики» обществӑн цех пуҫлӑхне Руслан Семёнова парӗҫ.
Комсомольски районӗнчи тӳре-шара коррупципе ҫине тӑрсах кӗрешме шутланӑ. Ҫавна май унта район администрацийӗн ҫуртӗнче пӗрремӗш хутра ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ.
Мӗн тума кирлӗ-ха ҫак ещӗк? Ахаль ҫынсем унта коррупципе ҫыхӑннӑ хыпарсене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хут ҫине ятпа хушамата, ҫырӑва каялла ямалли почта адресне кӑтартмалла. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак ещӗке килнӗ хыпарсене халӑх хушшинче сармӗҫ.
Ҫӑхавсене ещӗке ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен яма пулать.
Ҫӗмӗрлери паркра юрӑ-кӗвӗ илтӗнни хула ҫыннисене килӗшмен. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Вӗсене репертуар килӗшмест-мӗн.
Ҫӗмӗрле хулинчи паркра тата ача-пӑча лапамӗнче шансон янӑранӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ку ҫемьепе канмалли вырӑн статусӗпе килӗшсе тӑмасть. Ҫынсем кӑмӑлсӑрланнине кура Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ тӗрӗслев ирттернӗ те паркра «Радио дача», «Дорожное радио» радиоканалсем янӑранине палӑртнӑ.
Тӳре-шара тек шансон пулмассине пӗлтернӗ. Ун вырӑнне урӑх юрӑ-кӗвӗ суйлӗҫ.
«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн директорӗ пулма Алексей Ключникова сӗннӗ. Конкурс маларахах иртнӗ-ха, хыпара «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Ертӳҫӗне суйлама республикӑн Экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятарлӑ конкурс ирттернӗ.
Полиграфи предприятийӗн устав капиталӗ — 53,8 млн тенкӗ. Вӑл пӗтӗмпех Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗ шутланать.
Алексей Ключников 1972 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче бухгалтер учёчӗпе аудит ӑсталӑхне алла илнӗ. Банк сферинче 1995 ҫултанпа ӗҫленӗ. Перекет банкӗн 8613-мӗш пайӗнче тӗп бухгалтер ҫумӗ, тӗп бухгалтер, операци управленийӗн пуҫлӑхӗ, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2010 ҫулта ӑна «Чӑвашкредитпромбанк» правленийӗн председателӗ пулма шаннӑ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацине ӗҫлеме куҫнӑ, унта 2016 ҫулччен гендиректор пулнӑ. Издательствӑпа полиграфи комплексӗнче Алексей Александрович халӗ ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |