Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Александр Башлаева паян ӗҫрен хӑтарнӑ.
Асӑннӑ ҫын министр ҫумӗнче пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Вӑл 1978 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх унивеситетӗнчен 2000 ҫулта вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Промышленность тата граждан строительстви» специальноҫа алла илнӗ.
«Регионстрой», «Промжилстрой» предприятисенче тӗрлӗ должноҫе ӗҫленӗ, каярах вӑл республикӑри тӗрлӗ проект организацийӗнче, Чӑваш Ен Строминӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ Александр Воробьев Фейсбукра ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ заявление сӑн ӳкерсе вырнаҫтарнӑ. Унта паянхи кун тӑрать.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хирӗҫ пулман, заявление алӑ пусса панӑ та должноҫрен кӑларнӑ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене Елена Хомченко пурнӑҫлать. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе министр ҫумӗнче ӗҫлет.
Аса илтерер: Александр Воробьев ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Вӑл 40 ҫулта.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,4 млн тенкӗ тӑракан машина туянма хатӗрри пирки, ҫавна май аукцион иртесси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне хыпарланине аса илес тӗк, администраци ҫырнӑ условисем Toyota RAV4 машина пекрех пулнӑ.
Виҫӗ кунранах, ӗнер, аукциона пӑрахӑҫланӑ. Ахӑртнех, ку хыпар массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ҫитнипе те ҫыхӑннӑ.
Машинӑна вырӑнти «Финанс тата хуҫалӑх енӗпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗ туянасшӑн пулнӑ имӗш. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт район администрацине мар, ҫак центра кирлӗ. Администраци пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлсен ку йӗркесӗрлӗхе пӑрахӑҫлама хушнӑ-мӗн.
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ онлайн мелпе иртӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Ку ыйтупа культура министрӗ Светлана Каликова калаҫнӑ.
Паллах, ку кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май тӳре-шара Шупашкар урамӗсенче уяв колоннисене уттармалла мар тесе йышӑннӑ. Кун вырӑннӗ ӗҫ коллективӗсем халӑх тетелӗсенче #1маячувашия хэштегпа сӑнӳкерчӗксем тата видеороликсем вырнаҫтарӗҫ. Министр пуҫарӑвне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ.
Ҫапах Ҫӗнтерӳ парадне ирттерӗҫ. Мероприятие онлайн мелпе трансляци тӑвӗҫ. Ку халӑх йышлӑ пухӑнасран сыхлӗ. Концерт ирттерессине тата салют ярассине хальлӗхе татса паман.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле.
Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла.
Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,2 миллион тенкӗ тӑракан машина туянасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет.
Аукцион документацийӗнче мӗнле модель кирлине палӑртман. Анчах мӗнлерххи кирли пирки ҫырса кӑтартни Toyota RAV4 машина евӗртерх. Машинӑна администраци вырӑнти хысна укҫипе туянасшӑн.
Аукцион ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн машинӑна 10 кунра Красноармейскине илсе ҫитермелле.
Палӑртмалла: 2018 ҫулта район администрацийӗ 1,4 миллион тенкӗ тӑракан KIA Sportage туяннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумне Николай Косулина ӗнер ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ оганӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Николай Косулина министр ҫумӗ пулма 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче суйланӑччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ун чухнехи ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пыракан конкурс комиссийӗ Николай Косулиншӑн пулнӑччӗ. Конкурса икӗ кандидат: Николай Косулин тата Николай Судаков — хутшӑннӑччӗ, иккӗшӗ те асӑннӑ министерствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑччӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.
Апла пулин те Петров ведомствӑран пуҫӗпех кайман. Халӗ вӑл ГКЧСа пӑхӑнакан учрежденире пуҫлӑхӑн ҫумӗ тата граждан оборонин мероприятийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. «Граждан хӳтлӗхӗн мероприятийӗсене тивӗҫтерекен служба» хысна учрежденийӗ ГКЧСпа пӗр ҫуртрах, Шупашкати Мир проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан 234-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Документпа ӗҫлӗ хутсен ярӑмӗнче паллашма пулать. Хушӑва та паян алӑ пуснӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗнче, министерство ӗҫченӗсем Александр Шевлягина чысланине эпирпӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |