Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Хурамакассинчи мӑшӑр ҫӗр ҫырли ӳстерет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.08.2026 07:35 | 4 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Хурамакассинче пурӑнакан мӑшӑр ҫӗр ҫырли туса илет. Кун валли вӗсем патшалах пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.

Елена Никифорова 2024 ҫулта «Агростартап» гранта тивӗҫнӗ. Патшалӑх хӗрарӑма 4 миллион тенкӗ укҫа панӑ. Унпа ҫемье 75 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унччен ҫулталӑкра 3 тонна ҫырла татнӑ пулсан, халӗ 12 тонна пуҫтарса илеҫҫӗ.

Пӗлтӗр фермерсен ҫемйи каллех патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ. Хальхинче — 10 миллион тенкӗ. Унпа ӗҫчен мӑшӑр 55 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унсӑр пуҫне темиҫе ретлӗ теплица, тумлакпа шӑвармалли тытӑм илсе вырнаҫтарнӑ. Кун пек теплицӑра ҫанталӑк епле пулассинчен хӑрамалла мар.

Ҫырлана мӑшӑр пысӑк федераци сечӗсене те ӑсатать, ҫав шутра — Хусана, Мускава тата Екатеринбурга.

#ял хуҫалӑхӗ, #укҫа-тенкӗ, #пулӑшу, #Хусан, #Екатеринбург, #Мускав, #Хурамакасси, #Шупашкар районӗ, #фермерсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем