Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакан Селедкинсем пирки Пӗрремеш каналпа каласа кӑтартнӑ.
Ҫак ҫемье кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйсен кил-ҫуртне тӗлӗнсе каймалла илемлӗ капӑрлатать иккен. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 ҫул ҫапла тӑвать-мӗн. Тӗрле кӳлепе ӑсталама та юратать ҫемье.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ку ҫемье ҫинчен Пӗрремӗш канал сюжет кӑтартнӑ.
Кил хуҫи, электрик пулса ӗҫлекен Александр, кашни ҫулах ҫак вӑхӑтра виҫӗ эрнелӗх отпуск илет. Мӑшӑрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем кил-ҫурта капӑрлатаҫҫӗ. Кӑҫал 600 метр гирлянда кирлӗ пулнӑ.
