Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, Шанхайри килӗштерсе ӗҫлекен организацин (ШОС) тата БРИКС саммичӗсем иртнӗ май Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Максим Соколов пресс-конференци вӑхӑтӗнче ку шухӑша асӑнса хӑварнӑ. Унта вӑл журналистсене Китая каякан ҫӗнӗ транспорт коридорӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫӗнӗ автотрасса Чӑваш Ен урлӑ выртмалла-мӗн.
«Хуларан пӑрӑнса иртекен ҫӗнӗ автомобиль трассине кӑҫал Чулхулара уҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсем Чӑваш Енре тата Тутарстанра пуҫланмалла. Чӑваш Енре ӗҫе уйрӑм партнерсене явӑҫтармалла. Пушкӑртстана ҫул Бавлов енчен выртӗ, унтан вӑл Ӗрӗнпура тухса кайӗ. Кӑҫал, сӑмах май, унта хулана хӗвелтухӑҫ енчен иртекен ҫул тума пуҫланӑ. Кайран ҫул Казахстана тата малалла выртӗ. Ҫул тӑршшӗ пурӗ 2000 километр ытла пулӗ. Тепӗр енчен те ӗҫсем пур. Ку вӑл — Барнаул-Урумучи ҫул. Унта пирӗн 1100 километр ҫул тӑвас ӗмӗт», — илсе кӑтартнӑ министр сӑмахне «Федераци хыпарӗсем 24» интернет-портал.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчен ретро-урапасем ҫула тухнӑ. Ӑҫта? Севастополе ҫити. Ӑна «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем йӗркеленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрти 60–70-мӗш ҫулсенчи «Волга» тата «Москвич» урапасем темиҫе ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. «Шупашкар – Севастополь» ҫулҫӳреве тухас тесе «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем отпуск та илнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем талӑкне 700–800 ҫухрӑм кайӗҫ.
Ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 тултарнине халаллӗҫ. Ун валли маларах, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, хатӗрленме тытӑннӑ. Хастарсем Крымри чӑваш диаспорипе ҫыхӑннӑ, маршрут хатӗрленӗ, ытти регионти ретро-урапа хуҫисене чӗннӗ. Ҫулҫӳреве Йошкар-Ола, Чулхула, Хусан ҫыннисем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ретро-кортеж Шупашкартан ирхи 6 сехетре тухса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗсем Севастопольте пуласшӑн.
Ҫак кунсенче Чулхулара «Малта пыракан. XXI ӗмӗр» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри VI конференци иртнӗ. Унта ҫӗршывра йӗркеленӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ пуҫлӑхӗ» тата «Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн хӗрарӑм-ертӳҫисен ассоциацийӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн хӳттипе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне хӗрарӑм-пуҫлӑхсене палӑртса вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ сферине витӗм кӳнине уҫса парассине кӗртеҫҫӗ.
«Хӗрарӑм — малта пыракан. XXI ӗмӗр» номинацире республикӑн Спорт министерствин ача-пӑчапа ҫамрӑксен Олимп резервӗллӗ спорт 8-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Алина Иванова, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмпе конкурса 23 регионти тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан 56 хӗрарӑм хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Мария Ивановна Шумилова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе тӑванӗсем, юлташӗсем, тӳре-шара саламланӑ.
Мария Ивановна Чулхулара ҫуралнӑ. 1929 ҫулта Ленинградри фабрикӑпа савут шкулне вӗренме кайнӑ. 1933 ҫулта ҫар ҫыннине Михаил Шумилова качча тухнӑ. Туй хыҫҫӑн мӑшӑр Харькова куҫса кайнӑ. Иккӗшӗ те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ.
1950 ҫулта тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче пурӑннӑ. Мария Ивановна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2009 ҫултанпа пурӑнать.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче XIX балет фестивалӗ уҫӑлать. Унта сцена ҫине 10 ҫул ытла тухман «Баядерка» спектакль тухӗ. Балет фестивалӗ валли ӑна ҫӗнетме шутланӑ.
Ку спектакль Галина Сергеева халӑх артистки ертсе пынӑ чухне тухма пӑрахнӑ. Илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижер Ольга Нетстерова каланӑ тӑрӑх, постановкӑна ҫӗнетме, сцена ҫине тепӗр хут кӑларма ӗмӗтленнӗ вӗсем.
Ку спектакльшӗн театр ЧР патшалӑх премине тивӗҫнӗ пулнӑ, ӑна Питӗрти тата Мускаври критиксем лайӑх хак панӑ.
Балет фестивальне Людвиг Минкусӑн «Баядерка» спектаклӗ уҫӗ. Кӑҫал ҫавӑн пекех «Лебединое озеро», «Дон Кихот», «Бахчисарайский фонтан» курма май пулӗ.
Вӗсене лартакансем тӗрлӗрен пулӗҫ. Тӗслӗхрен, «Лебединое озеро» постановкӑна Йошкар-Олари Мари театрӗ лартӗ. «Бахчисарайский фонтан» постановкӑна, премьерӑна, Чулхуларан илсе килӗҫ. Вӑл унти сцена ҫине темиҫе эрне каялла ҫеҫ тухнӑ.
Фестивальти гала-концерт та интереслӗ пулӗ. Унта пирӗн артистсем, Италири, Францири, Англири, Раҫҫейри тӗп театрсенчи хӑнасем хутшӑнӗҫ.
Вырӑс хӗрарӑмӗн чӑтӑмлӑхӗ пирки шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть теҫҫӗ-ха. Анчах чӑваш хӗрарӑмӗсем те тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗхпе, пултарулӑхпа, вӑй-халпа, талпӑнулӑхпа палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чулхулара штангӑна выртнӑ ҫӗртен тӗртсе ярассипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ушкӑн та хутшӑннӑ. Йыша Етӗрнере ҫуралнӑ Евгения Савицкая кӗни пирки вырӑнтисем мӑнаҫланса пӗлтереҫҫӗ. Унтан та ытларах вӗсем ҫӗршыври ӑмӑртура Женя чи вӑйлисен йышне лекейнишӗн савӑнаҫҫӗ. Етӗрне пики ӑмӑртура чи вӑйлӑ пилӗк спортсменка шутне лекнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Тутарстанри Лариса Коткова, иккӗмӗшне Шупашкарти Анастасия Петрова, виҫҫӗмӗшне Ярославльти Екатерина Починкина йышӑннӑ.
Евгения пирки калаҫнӑ май вӑл «Ҫулталӑкри чи лайӑх тӳре» номинаицре ҫӗнтернине палӑртма кӑмӑллӑ.
Сӑнсем (4)
Раштавӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнчен 46 ача Мускава ҫула тухнӑ. Паллӑ ӗнтӗ унта Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӗн тума кайни — ёлкӑна!
Кӑҫал раштавӑн 26-мӗшӗнче пулакан Президент чӑрӑшне 46 ача кайнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ачасене уявра хастартарах пулма суннӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци пухӑнать-ҫке-ха.
Шӑпӑрлансем ҫула тухас умӗн уявран мӗн кӗтнине каласа кӑтартнӑ. Хӑшӗ-пӗри ёлкӑра юрлама ӗметленет, теприсем — ташлама. Виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ калама шухӑшлаҫҫӗ.
Раштавӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енрен тепӗр делегаци кайӗ. Вӗсем Чулхулари чӑрӑша ҫула тухӗҫ. Унта РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич уяв ирттерӗ.
Чулхулана Чӑваш Енри 30 ача кайӗ. Вӗсем — ача ҫурчӗн воспитанникӗсем, нумай ачаллӑ ҫемьерисем, вӗренӳре палӑрнисем.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул — музейра» проектпа килӗшӳллӗн «Вӑхӑт лабиринтӗнче» курав уҫӑлать. Кун пирки Чӑваш наци музейӗ пӗлтерет.
Куравра Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен сехечӗсене катартӗҫ: Ф.Ф.Ясковский лесовод, В.К.Магницкий этнограф, А.Канаш ӳнерҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ С.И.Андреев, В.Г.Толстой-Антарский таврапӗлӳҫӗ, В.Д.Шилов майор генерал, А.Д.Кӑлкан, А.А.Ӗҫхӗл, В.С.Чаплина ҫыравҫӑсем, Стихван Шавли поэт, А.И.Петрухин тата А.Д.Поздеев профессорсем.
Кунсӑр пуҫне юбилейлӑ датӑсемпе кӑларнӑ сехетсем пулӗҫ. Тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ, С.Федоров ячӗллӗ микрохирурги уҫӑлнӑранпа 20 ҫул иртнӗ ятпа кӑларнӑ сехетсем.
Курава килнисем Чӑваш Енре пулнӑ делегацисен парнисене те курма пултарӗҫ. Ав Чулхулари чукун ҫул, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ сехет парнеленӗ.
Ҫавӑн пекех Козьмодемьянскри культурӑпа истори музейӗнчи, Шупашкарти коллекционерӑн Сергей Трифоновӑн сехечӗсем пулӗҫ. Курав 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнчи Геннадий тата Ирина Маркидановсем «Ача амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа чӗрӗк ӗмӗр ытла пурӑнакан мӑшӑр награда илме хутсене сакӑр ачаллӑ чухне тӑратнине пӗлтернӗ. Ордена савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура илме Чулхулана кайнӑ ҫӗре ҫемьере тӑххӑрмӗш ача та ҫуралма ӗлкӗрнӗ.
Ордена мӑшӑра Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци окургӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тыттарнӑ. Наградӑна илме ҫемье пысӑк йышпа тухса кайнӑ. Ҫар службинчи пӗр ывӑлӗ кӑна унта ҫитеймен.
Ҫемье пирки ялта хисеплӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Геннадий Николаевич Чулхула чукун ҫул ҫинче монтерта тӑрӑшать иккен, Ирина Константиновна — Юпсар клуб ертӳҫи. Геннадий Маркиданов пуҫарнипе яла газ ҫитнӗ-мӗн. Арӑмӗ вара шкул ачисене ҫыхма, ҫӗлеме, тӗрлеме вӗрентме кружок йӗркеленӗ. Хӑйсен тӗп пуянлӑхне ҫемье ачисенче курать иккен.
Чулхулара Майӑн 1-мӗшӗ ячӗллӗ паркра «Кутӑн май ҫурт» ҫӗнӗ аттракцион уҫӑлнӑ. Тӗлӗнмелле ҫурта икӗ уйӑх тунӑ.
Йывӑҫран тунӑ пӗр хутлӑ ҫурт паркри ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Унӑн официаллӑ мар адресӗ те пур: Ялтински урамӗ, 4-мӗш ҫурт. Унӑн йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта тӑвас шухӑш Раҫҫее Европӑран килнӗ. Кунашкал пӗрремӗш ҫурта Германире тунӑ. Унтан кун пеки Ялтӑра, Екатеринбургра, Новосибирскра, Омскра тата Мускавра тупӑннӑ.
Аттракциона чи пӗрремӗш Канавински районӗнчи 82-меш ача пахчин шӑпӑрланӗсем килнӗ. Пӗчӗкскерсем кутӑн май вырнаҫнӑ сӗтел-пуканран, телевизортан, холодильникрен питӗ тӗлӗннӗ.
Аттракциона йӗркелекенсенчен пӗри Рубен Алавердян каланӑ тӑрӑх, унта тӗнче тепӗр май ҫаврӑннӑн туйӑнать. Ҫуртра темиҫе пӳлӗм пур: прихожӑй, тӗпел, ача-пӑча пӳлӗмӗ, пысӑк зал, ҫывӑрмалли тата музыка пӳлӗмӗсем. Пӗтӗмпе — 160 тӑваткал метр.
Сӑнсем (6)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.