Чӑваш Енри Кире спорчӗн федерацийӗ «100 подъёмов гири к столетию Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫӗрҫуллӑхӗ тӗлне кире пуканне 100 хут йӑтасси) ятпа онлайн-акци пуҫарнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче йӗркеленӗ.
«Кире спорчӗ – халӑхра сарӑлнӑ спорт енӗсенчен пӗри. Кире пуканне йӑтакансем Республика кунне чылай ҫул хастар хутшӑннӑ. Кӑҫал, шел пулин те, палӑртнӑ мероприятисене ирттереймерӗмӗр. Ҫапах та онлайн-акци йӗркелес терӗмӗр», — тенӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республикӑн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ, рекордне Гиннес кӗнекинче ҫырса хунӑ Борис Глинкин.
Онлайн-акцие хамӑр республикӑри спортсменсем ҫеҫ мар, Киров, Иваново, Мускав, Чулхула, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи спорстменсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Видероликсене gbn1961@mail.ru электрон почтӑпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ене виҫӗмкун экран евӗр хӳтлӗх хатӗрӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ хыпарлани тӑрӑх республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ.
Пластик хӳтлӗх хатӗрсене «Фармаци» предприятин аптека базине кӳрсе килнӗ. Пурӗ 700 экран. Вӗсене Чулхулари уйрӑм ҫын предприятийӗсенчен пӗринче туса кӑлараҫҫӗ. Хӳтлӗх хатӗрӗсене «Фармаци» предприяти республикӑн медицина организацийӗсене валеҫӗ.
Пластик хӳтлӗх хатӗрӗсене тухтӑрсене чирлӗ ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑннӑ чух тӑхӑнма парӗҫ. Экрансене антиспектикпа тасатма пулать. Ҫӑмӑл. Вӗсене темиҫе хут та тӑхӑнма май килӗ.
Сӑмах май, пирӗн республикӑра та ун пек хатӗрсем туса кӑларма пуҫланине пӗлтернӗччӗ.
«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» трасса Чӑваш Енри ултӑ район территорийӗпе иртӗ. Пирӗн республикӑра ҫав ҫул тӑршшӗ 94 километр пулӗ. Кун пирки ЧР строительство министрӗ Владимир Осипов республика ертӳҫине Олег Николаева пӗлтернӗ. Транспорт отрасльне республикӑра ҫитес пилӗк ҫулта аталантармалли стратегие ҫав трассӑна та кӗртнӗ.
Машинӑсене хӑвӑрт ҫӳреме саракан трасса Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт коридорӗн «Мускав — Чулхула — Хусан» сыпӑкӗ пирӗн республикӑшӑн та меллӗ пулассине шанаҫҫӗ.
Халӗ яваплисем проект умӗнхи ӗҫсемпе тимлеҫҫӗ.
«Мускав — Чулхула — Хусан» трасса тӑршшӗ 729 км пулӗ, кашни енпе икшер полоса тума палӑртнӑ. Вӑл ҫулпа машинӑсем сехетре 120 километр хӑвалайӗҫ. Трассӑна тӑвассине тӑватӑ тапхӑрпа палӑртнӑ. Мӗнпур ӗҫе 2027 ҫул тӗлне вӗҫлесшӗн.
Паян Чӑваш Енри икӗ ҫын Испанирен тӑван тӑрӑха таврӑнма палӑртнӑ. Вӗсем тата Раҫҫейри ытти ҫын «Аликанте – Чулхула» авиарейспа килмелле пулнӑ. Анчах тем сӑлтава пула рейса каярах вӑхӑта куҫарнӑ. Ятарлӑ самолет хӑҫан пуласси те хальлӗхе паллӑ мар. Ҫавӑн пирки ятарлӑ Telegram-каналта пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫыхӑну мелне ют ҫӗршыври ентешӗмӗрсене кӑшӑлвируса пула Раҫҫее илсе килесси пирки хыпарлама юри йӗркеленӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне ҫапла вара Чӑваш Енӗн 211 ҫынни чикӗ леш енче тӑрса юлни паллӑ, ҫав шутра — 22 ача. Вӗсенчен чылайӑшӗ — Таиландра, Индире, АПШра, Индонезире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри 21 ҫынна тӑван тӑрӑха тавӑрма май килнӗ. Вӗсенчен 7-шне — Индирен, 8-шне —Таиландран, 2-шне — Турцирен, 1-ер ҫынна — АПШран, Латвинчен, Кипртан, Испанирен.
Ҫӗмӗрлепе Чулхула чиккинче те пропуск пункчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмах май, кӑшт маларах Етӗрне районӗн чиккинче урӑх регионтан килекенсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Йӑлтах – кӑшӑлвируса пула.
Понтонлӑ каҫӑ урлӑ документ кӑтартсан ҫеҫ каҫма пулать халӗ. Инспекторсем Чулхула облаҫне унта прописка пур пулсан ҫеҫ ярӗҫ. Кӳршӗ облаҫрен вара Чӑваш Енре прописка пур пулсан ҫеҫ кӗртӗҫ.
Чулхулара пурӑнкансен, ӗҫлекен ҫынсен код кӑтартсан ҫеҫ чикӗ урлӑ каҫма май пур. Чӑваш Енрисенчен справка ытаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ӳссе пырать. Лабораторинче ҫирӗплетнисен йышӗ ӗнер 17-пе танлашнине пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр икӗ ҫын тупӑннӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пациентсен малтанхи анализӗ иккӗленӳллӗ тухнӑ. Ҫавна кура анализсене Чулхулари лабораторире ҫӗнӗрен тӗрӗсленӗ. Пирӗн патри лаборантсем иккӗленни кӑлӑхах пулман — диагноз ҫирӗпленнӗ.
Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвирус анализӗ шанчӑксӑррине пӗлсенех ҫав икӗ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те халӗ тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Асӑннӑ ҫак икӗ пациентран пӗри чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ.
Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене 19 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутран пӗри сывалнӑ.
Юлашки талӑкра Раҫҫейре тепӗр ултӑ ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Пилӗк ҫын – Мускавра, тепри – Чулхулара. Чирлесе ӳкнӗ ҫак ҫынсем юлашки 2 эрнере Италире пулнӑ.
Палӑртмалла: Италире коронавируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Китайра ку амакпа кӗрешеҫҫӗ, унта 10 кунра пульница та туса лартнӑ. Diamond Princess круиз ларнерӗнчен эвакуациленӗ Раҫҫей ҫыннисен те коронавирус пулни палӑрнӑ. Вӗсене Хусана 14 кунлӑха карантина илсе килнӗ.
Коронавирус тӗнчипех сарӑлнине кура ҫынсене ют ҫӗршыва тухса ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Чулхула чӑвашӗсем наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ.
Чулхула облаҫӗнчи Канавинск районӗнчи «Мы вместе!» (чӑв. Эпир пӗрле) VII фестиваль Маргарита Назарова ячӗллӗ Чулхулари циркра иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие Чулхула тӑрӑхӗнчи 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестивале вӑрҫӑ ветеранӗсем те курма пынӑ. Халӑха савӑнтарма 15 наци диаспорин, общество организацийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ» общество организацийӗн «Чулхула чãвашēсем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Алина Артемьева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль вырӑнти циркӑн асра юлмалли программипе вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енри кадетсем федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлкине хутшӑннӑ. Унта ача ҫурчӗсенче, шкул-интернатсенче, округри кадет корпусӗсенче вӗренекен ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи арҫын ачасемпе хӗрачасене, ӗҫри тивӗҫе пурнӑҫланӑ чух пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен ывӑл-хӗрне, общество пӗлтерӗшлӗ проектсенче, шкулти олимпиадӑсенче ҫӗнтернисене йыхравланӑ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлка, ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чулхулари «Юпитер» концертпа кану комплексӗнче иртнӗ. Унта Чӑваш кадет корпусӗнчи 2о ачана илсе кайнӑ. Хӑнасене Чулхулари патшалӑх университечӗн нимеҫисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем ачасемпе савӑнӑҫлӑ конкурссемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ. Чулхулари М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсем юмах кӑтартнӑ. Хӗл Мучипе Юрпике ачасене пылак кучченеҫпе савӑнтарнӑ. Хулари экскурси те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ.
Чулхулара шеф-поварсен тата рестораторсен форумӗпе килӗшӳллӗн Пӗтӗм Раҫҫейри кулинарсен «Chef a la Russe» уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта профессионалсем тата юниорсем хутшӑннӑ. Финала Чулхулари, Дзержинскри, Муромри, Ярославльти, Хусанти, Рязаньти, Тӗменти, Ижевскри, Глазоври, Шупашкарти, Питӗрти командӑсем тухнӑ.
Пирӗн регион чысне «Варвара» ресторан поварӗсем хӳтӗленӗ: Александр Гониашвили, Владислав Аляхов, Даниил Ккан. Пирӗн ентешсем чи нумай балл пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсен конгресне кайӗҫ. Вӑл ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Питӗрте иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |