Чулхула тӑрӑхӗнчи пакунлисем преступлени тунӑ тесе шутланипе икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Пӗрне, аслӑраххине, — Совет районӗнче. Теприне, вунӑ ҫул кӗҫӗнреххине, — Дзержинскра.
Пакунлисенчен тарса ҫӳренӗ арҫынсем Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе пӗлтернӗ маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче.
Таркӑнсем ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Усал ӗҫе Чӑваш Республикинче тунӑ.
Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерстви шыранӑ. Киров тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ арҫынсем Чулхула тӑрӑхне ҫитнӗ. Унта чарӑннӑ. Иккӗш икӗ ҫӗрте ҫӳренӗ. Ҫавах вӗсем пакунлисен аллине ҫакланнӑ. 1982 ҫулта ҫурални те, унран кӗҫӗнрех тусӗ те. Вӗсене ҫӗркаҫ тытса чарнӑ. Таркӑнсене Чӑваш Республикинчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Чулхула облаҫӗнчи Истомино ялӗнче ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан «Гвардеец» центр уҫӑлнӑ. Вӑл — федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче ӗҫлекенскер. Ун пек центрсене Раҫҫейре халиччен уҫман-ха.
Ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан центр ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта робот техникин, парашют ӗҫӗн, авиамоделированин, программӑлассин, радиоэлектроникӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывтарӗс тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентӗҫ. Ҫар специальноҫӗсене те хӑнӑхтарӗҫ. Педагогсем унта хӑйсен професси пӗлӗвне тарӑнлатайӗҫ.
Округри вӗренӳ центрӗ Чулхулари В.Ф. Маргелов ячӗллӗ кадет корпусӗн подрзаделенийӗ шутланать.
Патриот воспитанийӗ паракан центра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров хутшӑннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ӗҫчен ҫынсен кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫапла, календарьте апла кун та пур иккен. «ТурСтат» информаци агентстви ҫак кун тӗлне ятарлӑ тишкерӳ хатӗрленӗ. Ӗҫчен ҫынсен кунӗ елне агентство интервьюерӗсем тӗнче тетелӗ пулӑшнипе ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсене вӗсем чи ӗҫчен халӑх ӑҫта пурӑннине хуравлама ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисен пысӑк пайӗ ӳрӗк ҫынсем Мускавпа Питӗрте пурӑнаҫҫӗ тесе каланӑ. Екатеринбург, Ҫӗнҫӗпӗр тата Чулхула хулисенче те ӗҫчен халӑх тӗпленнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен Мускавшӑн 37% сасӑланӑ, Питӗршӗн — 23%, Екатеринбургшӑн — 14%, Ҫӗнҫӗпӗрпе Чулхулашӑн — 8%.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, сӑмах май, кашни виҫҫӗмӗш ҫын ӗҫченнисен шутне кӗрет-мӗн.
Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче «Питрав пуххи» (вырӑсла Петровские гуляния) иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулчӗ вӑл. Регионсен хушшинчи чӑваш культурин уявне Чӑваш Республикинчи хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.
Лысая гора ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Вырӑссемпе пӗрле. Воротонец районӗнчи тепӗр виҫӗ ялта та пур чӑвашсем.
Сӑрпа Атӑл пӗрлешнӗ вырӑнти ял чӑвашӗсем хӑйсен йӑлине, авалхи культурине упраҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен фольклор ансамблӗсем ҫитрӗҫ. Ҫӗмӗрлепе Етӗрне районӗсенчен пулчӗҫ вӗсем. Шупашкартан хӑнасем килчӗҫ. Юрӑҫсем, сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем. Ара Мишши, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Василий Захаров, Лидия Филиппова ҫитнӗ. Шупашкарти Роза Степанова чӑваш юрӑҫи юрларӗ.
Фестивальте тӗрлӗ курав ӗҫлерӗ.
Паян Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Кокель ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XIII пленэр-симпозиум уҫӑлнӑ. Ӑна
Патӑрьел район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи культура мероприятийӗн географийӗн нихҫанхинчен анлӑ. Унта Лӑпкӑ океан патӗнчен пуҫласа Хӗвеланӑҫ Европӑран килсе ҫитнӗ. Хакас Республикинчи, Хабаровск крайӗнчи, Чулхула облаҫӗнчи художниксем пленэра кӑҫал пуҫласа хутшӑнаҫҫӗ. Сумлӑ йышра Беларуҫри Витебск хулинчи Светлана Врублевская доцент та пур.
Пленэр Турханти вӑтам шкулта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче куравпа тата «ҫавра сӗтелпе» вӗҫленӗ. Пленэр-симпозиума хутшӑннисен ӗҫӗсене пухса Шупашкарти художество музейӗнче те курав уҫӑлмалла.
Пленэра йӗркелесе пыраканӗ — культурологи докторӗ Владимир Васильев. Илемлӗх ертӳҫи — Раҫҫей халӑх художникӗ Ревель Федоров.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи Мускавран Чӑваша килекенсене пуйӑспа тата автобуспа турттарма пуҫласшӑн. Халӗ те автобус та, пуйӑс та ҫӳрет-ҫке тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫапла, паян та хутлаҫҫӗ вӗсем. Анчах кунта сӑмах пассажирсене мультимодальнӑй меслетпе турттарасси пирки пырать. Ун пек мелпе ытти хӑш-пӗр хулана унччен ҫыхӑнтарнӑ-ха. Халӗ, ав, Шупашкара та ҫапла майпа килме май килӗ.
Ҫӗнӗ йышши турттарӑва утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен йӗркелӗҫ. Малтан пассажирсем пуйӑспа Чулхулана ҫитӗҫ, унтан тӳрех автобус ҫине куҫса ларайӗҫ. Чулхуларан Шупашкара килмешкӗн автобусра 720 тенкӗ тӳлемелле. Расписанипе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайтӗнче паллашма май килӗ. Хальлӗхе вӑл хатӗр марччӗ. Анчах унти пресс-службӑра ӗҫлекен Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, расписание ҫывӑх кунсенче пӗлтерӗҫ.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула Чӑваш Ен урлӑ тӑвас сӑмах нумаях пулмасть тухрӗ. «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫулпа ҫыхӑннӑ хушу та тухнӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче алӑ пуснӑ документра ҫул тума условисем йӗркелес тӗллеве палӑртнӑччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ӗҫлет. Унта хутшӑннӑ май пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Российские автомобильные дороги» (чӑв. Раҫҫейӗн автомобиль ҫулӗсем) патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ. Енсем «Европа – Хӗвел Анӑҫ Китай» автоҫул тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Трассӑн пӗр пайӗ — «Мускав – Чулхула – Хусан» тӳлевлӗ ҫул. Ҫул тӑршшӗ — 729 километр. Трасса пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртмелле. Пирӗн республикӑра унӑн тӑршшӗ 89,3 километрпа танлашмалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Болдино ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри поэзин Пушкин фестивалӗ 53-мӗш хутчен иртнӗ.
Унта пирӗн республикӑран Валерий Туркай хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Валерий Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ пулнине палӑртнӑ.
Уяв маларах эпир асӑннӑ ялти ӑслӑлӑхпа культура центрӗнче уҫӑлнӑ. Валерий Туркай чӑваш халӑхӗ Пушкина питех те юратнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл поэтӑн «Зимний вечер» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Ӑна Валерий Туркай чӑвашла куҫарнӑ.
Болдино ялне пӗрмай ҫӳренӗрен 2017 ҫулта «Александр Пушкин. «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе. А сердце оставляю вам» кӗнеке кӑларнине пӗлтернӗ. Ӑна 1000 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта Пушкинӑн Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем те, вырӑс классикӗ хӑйӗн чӗлхипе ҫырнисем те кӗнӗ.
Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата Аяран хӗрӗпе тӗнче курма тухса кайнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. Ҫула тухнӑ малтанхи кун ҫемье Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ҫул ҫаврӑмне ҫеҫ ҫитейнӗ-мӗн. Кун пирки Никита Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Никита Тӗнче ҫемйине ҫӗнӗ кайӑк пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче килнӗ. Ҫапла вара хӗр пӗрчӗк хӑйӗн пӗрремӗш ҫуралнӑ кунне ҫул ҫинче кӗтсе илӗ.
Ҫулпа васкавлӑ пыма кутамккасем йывӑрри те кансӗрлет-мӗн. Йыш хӑйсемпе пӗрле 100 килограмм ытла таякан хатӗр-хӗтӗр илнӗ.
Тӗнчесем Финляндине ҫитме палӑртаҫҫӗ. Унта лекиччен вӗсен Чикме урлӑ каҫса Чулхула витӗр тухмалла.
Тенчесен ҫулҫӳревне tenche-travel.ru сайтра пӑхма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |