Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫре вырнаҫнӑ «Изамбаевский» тулли мар яваплӑ общество Чӑвашран тарнӑ. Ку предприяти темиҫе тӗрлӗ сыр кӑларать, унӑн ассортиментӗнче услам ҫу та пур. Ура ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫак предприяти хӑйӗн производствине тата аталантарасшӑннине шута илсе ӑна Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарассипе ӗҫлекен федераци корпорацийӗ те нумаях пулмасть укҫа уйӑрма пулнӑччӗ.
1999 ҫултанпа тӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑ общество нумай пулмасть регистраци вырӑнне ылмаштарнӑ. Халӗ унӑн юридици адресӗ — Чулхулара.
Производствӑна Каҫал тӑрӑхӗнчех тытса тӑрсан та адреса кӳршӗллӗ регионта регистрациленнине савут пуҫлӑхӗ Вадим Агамирян ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илейменнипе, тӗрӗслевпе надзор органӗсем вӗҫӗм аптӑратнипе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑра налукҫӑсем кӑна 16 хутчен тӗрӗсленӗ иккен.
Вырӑнти сыр савучӗ урӑх регионта регистрациленнине Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин вӑл тӑрӑхра паян пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи ку тӗслӗхе тӗрӗслевпе надзор органӗсемпе, район администрацийӗпе тата усламҫӑпа хӑйӗнпе пӗрле тӗплӗн тишкерме чӗнсе каланӑ.
Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир те вӗҫӗмех ҫырса тӑтӑмӑр. Пӗр енчен, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприяти шӑпи ҫав района кӑна хумхантармалла пек, анчах ятлӑ-сумлӑ общество республика шайӗнче те пӗлтерӗшлӗ.
Сӑнавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хапрӑка хапрӑк хуҫисем хӑйсемех панкрута кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ыйтупа республикӑн Арбитраж судне пӗр шухӑшлӑн тенӗ пек ҫитнӗ предприятисен йӗрӗ пӗр хуҫа патне пырса тухать-мӗн.
Ӗнер Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтмен пулин те Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне хӑй тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ. Ку хыпара ларура пулнӑ Андрей Иванов журналист хӑйӗн статйинче ҫырса пӗлтернӗ.
«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва Арбитраж сучӗ юпа уйӑхӗн 4-мӗшне куҫарнӑ.
«Мускав – Омск» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкара «Россия 24» телеканал корреспонденчӗсем килнӗ, вӗсем ҫулсене тӗрӗсленӗ.
Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул лайӑх лару-тӑрура. Ҫула «Кондор» плотномерпа тӗрӗсленӗ. Вӑл — нумай каналлӑ сканер, ҫулӑн ҫиелти сийне хаклать.
Сӑмах май, федераци телеканалӗн журналисчӗсем тӑваттӑмӗш хулана ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе япӑх ҫул енӗпе Чулхула «палӑрнӑ».
Чи малтанах Тимофей Кривов урамӗпе Мускав проспекчӗ хӗресленекен вырӑна тӗрӗсленӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, кунта авари час-часах пулать. Пӗлтӗр унта 9 авари пулнӑ. Репортаж ӳкернӗ чухне те урапасем пырса ҫапӑннӑ.
Унтан корреспондентсем Ишлей проездне ҫитнӗ. Унта та аварисем пулаҫҫӗ. Крылов тата Шумилов урамӗсенчи ҫулсене те тӗрӗсленӗ. Журналистсем 14 кунра Раҫҫейри темиҫе хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кисан (Рязань), Улатимӗр, Чулхула, Екатеринбург. Пӗтӗмӗшле илсен, журналистсем Шупашкарти ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Чулхулара пулнӑ взрывра шар курнӑ ҫынсене Шупашкара илсе килнӗ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче сирпӗнсе суранланнӑ икӗ арҫынна тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, илсе килнӗ. Унччен вӗсем Чулхула пульницинче пулнӑ. Кунта вӗсене тӑванӗсемех илсе ҫитернӗ. Тепӗр арҫынна вара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине сипленме хунӑ.
Аса илтерер: сирпӗнӳ ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Хута каякан 12 хутлӑ ҫуртра компрессор сирпӗннӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вырӑна тӗплӗ пӑхса тухнӑ, унти япаласене тӗпчев ирттермешкӗн илнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе судмедэкспертиза ирттерме палӑртнӑ. Следовательсен ку пӑтӑрмахра кам айӑплине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
РФ ШӖМӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи салтаксене ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпассипе тивӗҫтермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Шупашкарти ҫар чаҫӗнче салтак тивӗҫне пурнӑҫлакансем те малашне кӑлпасси ҫиме пуҫлӗҫ.
4300 килограмм ҫурматӗтӗмленӗ кӑлпасси туянмашкӑн 1,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗр килограмм 283 тенке ларать. Кӑлпасси Хусанти виҫӗ чаҫе, Чулхула облаҫӗнчи ултӑ чаҫе тата Шупашкарти чаҫе килӗ.
Пирӗн хулара ҫар службинче тӑракан салтаксене ыттисенчен сахалрах кӑлпасси лекӗ — 50 килограмм (14 пин тенкӗлӗх). Чылай пайӗ Чулхулари чаҫсенчи яшсем валли кайӗ.
Тендера хутшӑнмашкӑн заявленисене нарӑс уйӑхӗн 5-15-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫне 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Таможньӑра ӗҫлекенсем иртнӗ ҫул епле ӗҫленине хакланӑ та, Чӑваш Енри таможня посчӗ Чулхула таможнин посчӗсен хушшинче (пирӗн патри пост унта кӗрет) пӗрремӗш вырӑна мала тухнӑ.
Чӑваш Енри таможня постне халӗ Игорь Зуев ертсе пырать. Ку должноҫре вӑл пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен кӑна-ха. Анчах ку тытӑмра 1990 ҫултанпах ӗҫлет. Чи малтан вӑл инспектортан ӗҫе кӳлӗннӗ. 2006 ҫултанпа ҫав ҫын Сарӑтури таможньӑра пуҫлӑхӑн кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Таможня пуҫлӑхӗсемпе ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл Чулхулари тамжня пуҫлӑхӗпе Юрий Лушников генерал-майорпа, унӑн пӗрремӗш ҫумӗпе, таможеня службин полковникӗпе Марат Гараевпа тата таможня пуҫлӑхен тепӗр ҫумӗпе — Чӑваш Енри таможня посчӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Зуевпа курнӑҫнӑ.
Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери «Чемпионсен хӗллехи кубокӗ» иртнӗ. Ӑна «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ
Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ мероприятие сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Михеев, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Любэ» ушкӑнӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ) тата ыттисем.
Турнирта сакӑр тупӑшу пулнӑ. Унта Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Раҫҫейӗн ытти хулисенчи спортсменсем вӑй виҫнӗ.
«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи пысӑк должноҫри ҫынсен рейтингне чӳк уйӑхӗнчи кӑтартӑва шута илсе хатӗрленӗ.
Унти кӑтартупа килӗшӳллӗн, медиатанлаштарӑм лидерӗсен йышне Чулхула, Шупашкар тата Епхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ. Алексей Ладыков иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 860,59 балл пухнӑ.
«Медиалоги» компани тунӑ тишкерӳпе килӗшӳллӗн, МИХсем ытларах Алексей Ладыков «Садовый» микрорайона тухса ҫӳренине ҫутатнӑ.
Сӑмах май, медиарейтинга МИХсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Телекураври, радиори, хаҫат-журналти, информаци агентствинчи, тӗнче тетелӗнчи МИХсенчи хыпарсене шута илнӗ.
Канашри агрегат савутӗнче лару-тӑру лайӑхах мар. Предприяти 58 процент ҫеҫ ӗҫлет. Пысӑк саккассем те ҫук унта.
Хуҫалӑх савучӗн шӑпине нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Компани хуҫи «ГАЗ» савутра хӑш-пӗр производствӑна хупасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, кӗпер пуҫтаракан тата «ПАЗ» маркӑллӑ автобус осьне пухакан пайсене Чулхулана куҫарӗҫ. Ҫавна май Канашри предприятире уйӑхне 400 урапа тӑвас ӗҫ пӗчӗкленет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тупӑш 10 процент чакать. Анчах ӗҫ вырӑнӗсене сахаллатасшӑн мар.
Савут ҫӗнӗ инвестици проектне кӗтет. Ҫавна май ҫулталӑкне 500 урапа тума тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ станоксем туянӗҫ. Анчах савут тӗппипех лайӑх енне ӗҫлесе каяссине ҫирӗппӗн калама ҫук.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Автозавод районӗнчи Ҫамрӑксен канупа культура центрӗнче чӑваш Акатуйӗ иртнӗ. Уява «Чулхулан чӑваш наци культура вырӑнти автономийӗ» общество организацийӗ Чулхула хула Думин депутачӗ Владимир Амельченко пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Уявра ЧНК Президиумӗн пайташӗ, «Чӑваш xӗpapӑмӗ» комитет ертӳҫи Нина Петрова, «Иран чӗлхиллӗ халӑхсен конгресӗ» Чулхулари халӑх организацийӗн ертӳҫи Эрадж Боев тата вырӑнти обществӑлла хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫи Вера Белякова саламланӑ.
«Кӑҫалхи аслӑ Акатуйӑн тӗллевӗ Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе мешехине упраса хӑварасси тата тӗрлӗ халӑх хутшӑнавӗсене пуянлатса аталантарасси пулчӗ», — тенӗ иккен Чулхулари чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева. Кун пирки ЧНК сайтӗнче конгрес Президиумӗн тата вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.