Италири Пезаро хулинче илемлӗ гимнастикӑпа тӗнче чемпионачӗ пынине чылайӑшӗ кӑсӑклансах пӑхрӗ пулӗ. Ӗнер ӑмӑрту вӗҫленчӗ. Пирӗн гимнасткӑсем яланхиллех маттур пулчӗҫ. Тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура вӗсем куракан патне пуринчен кайран тухрӗҫ, анчах унччен хӑйсене аван кӑтартнӑ ушкӑнсене ним мар иртсе кайрӗҫ.
Маттур хӗрсен йышӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен Евгения Леванова та пуррине республикӑн Спорт министерстви пӗлтерет. 17-ри пике вуникке ҫитиччен Чӑваш Енӗн илемлӗ гимнастикӑн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ҫак ӑсталӑха вӗреннӗ. Халӗ вӑл — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче. Хӗрсене гимнастика ӑсталӑхне Ирина Винер-Усманова тренер вӗрентет.
Тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшне ҫӗнсе илнӗ. Апла пулсан ҫак ҫитӗнӳре Шупашкарта ҫуралнӑ Евгения тӳпи те пур тесе хӑюллӑнах каламалла.
Раҫҫейре пурнӑҫ пахалӑхне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсем регионсенчи ҫурт-йӗре, инфратытӑма, ешӗллӗхе, урамсене, общество инфратытӑмне тата ыттине тишкернӗ.
Танлаштарӑмра Мускав пӗрремӗш вырӑн йышӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар ӗнтӗ. Вӑл 221 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр (196 балл). Чулхула виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 172 балл пухнӑ.
Танлаштарӑмра хуласене унта пурӑнакансен йышӗпе пайлас мар-тӑк Шупашкар Чулхуларан маларахри йӗркене вырнаҫӗччӗ. Вӑл 172 балл пухнӑ. Чулхула пысӑк хуласен списокне кӗнӗ.
Куҫма Чулкаҫ шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара, Лапшу Ҫтапанне, пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чулкаҫ Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак ятпа Литература музейӗнче уяв йӗркеленӗ. Куҫма Чулкаҫ чӑваш литературинче «Лапшу Ҫтаппанӗ», «Упа тытни», «Кӗтӳ ачи», «Хӑвӑл каска», «Пулӑҫӑ халапӗсем» тата ытти хайлавпа палӑрнӑ. Унӑн сӑнарӗсем кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫухалса каймаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑй те йывӑр пурнӑҫа шӳтпе ҫемҫетме пӗлнӗ.
Куҫма Чулкаҫ выҫлӑх ҫулӗсенче Чулхулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ, ӑна вырӑссем пулӑшнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасра ҫуралнӑ. Унта унӑн ятне манмаҫҫӗ. Литература каҫне унӑн ентешӗсем, ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем килнӗ, Куҫма Чулкаҫа аса илнӗ.
Тӑван республикӑмӑрта чӑнкӑ туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсемех ҫук-ха. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ачасем Шупашкарти олимп резервӗн 1-мӗш шкулӗнчи скалодромра тупӑшнӑ. Унта республикӑн тӗп хулин шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту иртнӗ.
Шупашкарта йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Хусанти, Кироври, Меллекесри (Дмитровградри), Тольяттинчи, Самарти, Чулхулари хӗрачасемпе арҫын ачасем килсе ҫитнӗ. Тупӑшӑва сакӑр ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитнисем таран йыхравланӑ.
Кӗҫӗн ушкӑнра Кироври Екатерина Дульгерова тата Давид Мамин ҫӗнтернӗ. 10–13 ҫулсенчисенчен — Хусанти Алиса Валеева тата Самарти Алексей Толмачёв, 14–15 ҫулсенчи хӗрсемпе яшсенчен — Тольяттинчи Тимофей Софрыгин тата Чулхулари Мария Плеснева.
Ту ҫине хӑвӑрт улӑхнӑ ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе тата дипломсемпе чысланӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сочире иртекен Раҫҫейри инвестици форумӗнче Чӑваш Енӗн тата Чулхула облаҫӗн пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Валерий Шанцев регионсен правительствисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ халӗ те пӗчӗк мар, ҫитес вӑхӑтра кӑтартӑва 10 млрд тенке ҫитересшӗн. Ҫак цифрӑна Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Ял хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Республикинчен пирӗн чылай вӗренмелли пур. Тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе те ырӑ тӗслӗхсем вӗсен самай. Эпӗ сахал мар хулана ҫитсе курнӑ. Шупашкар хули хӑйӗн илемӗпе куҫа илӗртет. Чулхулапа танлаштарсан, Шупашкарта хӑтлӑ, хитре, таса. Эпир Чӑваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсем кӑна мар, ӗҫлеме пӗлекен чӑн-чӑн партнерсем пулса тӑтӑмӑр», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев.
Чӑваш Енӗн телерадиокомпанине хӑйӗн пурнӑҫӗн 47 ҫулне халалланӑ Вячеслав Телятов телеооператор пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑскер пирӗн республикӑна 24-ра килнӗ. Вӑл кинооператорта та тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче Чӑваш Енри мӗн чухлӗ паллӑ ҫынна ӳкермен-ши! Унӑн ӗҫтешӗ, Зинаида Паршагина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Телятов тӑрӑшнипе утмӑла яхӑн спектаклӗн телеверсине куракан патне ҫитернӗ. Мӗнпур ӗҫ телекомпанин фондӗнче упранать. 1980 ҫулта Мускавра иртнӗ Олимпиадӑна та вӑл ӳкернӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Вячеслав Телятов кинокомплекс пуҫлӑхӗ пулнӑ. «Штатив 350 килограмм таятчӗ, камера – 150 килограмм ытла. Вӗсене тӗксе куҫарма тиветчӗ», – аса илсе каласа кӑтартнӑ каярах паллӑ телеооператор. Телевиденири ӗҫе вӑл 2008 ҫулта, ҫитмӗл урлӑ каҫсан, пӑрахнӑ.
Телеооператорпа ыран, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ритуал залӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.
Шупашкар хулинчи Сосновкӑри ача-пӑча паркне Совет Союзӗн Паттӑрӗн Михаил Кузнецовӑн ятне панӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Михаил Михайлович Кузнецов — 996-мӗш стрелок полкӗн салтакӗ пулнӑ, 1-мӗш Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Чулхула облаҫӗнчи Шаранга облаҫӗнчи Иккӗмӗш Кузнецово ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑскер икӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑра вӑл пилӗк хутчен аманнӑ, вӗсенчен иккӗшӗнче — хытах.
1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Михаил Кузнецов тата тепӗр ҫичӗ разведчик Одер шывӗ урлӑ ҫирӗп мар пӑрпа каҫса унти ҫӳллӗ вырӑна ярса илнӗ. Дивизин малти подразделенийӗсем пырса ҫитичченех плацдарма хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ. Кузнецов ҫав ҫапӑҫура 20 тӑшмана персе пӑрахнӑ. Линдхен патӗнчи ҫапӑҫура вӑл батальонӑн йывӑр аманнӑ командирӗн ҫумне йӑтса тухнӑ тата полк ялавне ҫӑлнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарта тӗпленнӗ, 1-мӗш ТЭЦра слесарьте ӗҫленӗ. 1997 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Карачура патӗнчи ҫӑвара пытарнӑ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Любовь Гавриловӑпа унта пӗлӳ илнӗ Федор Волков Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсран пысӑк наградӑпа таврӑннӑ. Флейтӑпа калаканскерсем Суздальте иртнӗ «Музыка. Талант. Открытие» (чӑв. Музыка. Пултарулӑх. Открыти) ҫӗршыври иккӗмӗш конкурсра малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Музыка инструменчӗпе калакансене П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗн, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗпе Тӗп музыка шкулӗн профессорӗсемпе доценчӗсем хакланӑ.
Мускаври, Чулхулари, Улатимӗрти, Хусанти, Сарӑтури, Кироври, Екатеринбургри, Хабаровскри тата ытти хуларисем хушшинче Любовь Гаврилова «Соло» номинацире I степеньлӗ лауреат ята илнӗ. «Ансамбльсем» номинацире кун пек степеньлӗ диплома Любовь Гавриловапа Фёдор Волков тивӗҫнӗ. Ҫамрӑксем Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче унччен те пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ.
Республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче витӗмлӗ вырӑн йышӑннӑ предприятисенчен пӗри, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫаплипех ҫул юппинче тӑрать.
Иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнче хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли черетлӗ аукцион иртмеллеччӗ, анчах ун чухне та ӑна туянакан тупӑнман.
Пушанса юлнӑ инкубаторсене чӑх-чӗпе малтан чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурасси пирки хыпарларӗҫ, каярах раштав уйӑхӗн ҫурринче тесе каларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку сӑмах чӑна тухассӑн туйӑнмасть теҫҫӗ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ РФ Перекет банкӗн тата Чулхулари «Корма и концентраты» обществӑн тавӑҫӗсене пӑхса тухнӑ тав ку ыйту патне таврӑнассине ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17 тата 17-мӗшӗсене куҫарнӑ. Авӑн уйӑхӗнчи ларура Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче унчченхи тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑччӗ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтменнине пӑхмасӑрах Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗччӗ.
Филипп Лукин ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗ Филипп Лукин ятне ямасть. Унта ҫӳресе музыка жанрӗпе ҫывӑхланнӑ ачасем сумлӑ вӗренӳ учрежденийӗсене кӗме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унтан пӗлӳ туптаса тухнисенчен Арсений Васильев Хӳтӗлев министерствин Мускаври ҫарпа духовой училищӗне вӗренме кӗнӗ, Артем Фадеев — Чулухулари М.А. Балакирев ячӗллӗ музыка училищин фортепиано уйрӑмне, Мария Дашкова – Хусанти И.В. Аухадеев ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмне. Музыка шкулне 2012 ҫулта вӗренсе пӗтерсе хыҫҫӑн Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑсталӑха туптанисенчен Мускаври, Хусанти патшалӑх консерваторийӗсене, Мускаври тӗн академине кайса кӗнӗ.
«Эпир хамӑр выпускниксемпе чӑннипех те мухтанатпӑр», — терӗ шкул директорӗ Наталья Толокнова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.