Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.4 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Анчах Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара килнӗ чухне кӑна, каялла килнӗ чухне вара – ҫук. Микрорайонта вӑл Шупашкар проспекчӗпе кайӗ.

Интервал ан пысӑклантӑр тесе маршрут ҫине тата троллейбуссем хушӗҫ. Хальхи вӑхӑтра маршрут ҫинче – 16 троллейбус. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара тепӗр икӗ транспорт хушӑнӗ.

61-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта Силикат урамӗнчен тухса Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗпе кайса Гладков урамне ҫитет.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона 60-мӗш троллейбус кӗме пуҫланӑ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна полици тытса чарнӑ: вӑл пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Шупашкара тапӑннине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ.

Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ ролик авторне часах тупса палӑртнӑ. Каччӑна Шупашкарти 1-мӗш полици участокне илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Каччӑ каҫару ыйтнӑ, никама та кӳрентерме шутламаннине каланӑ – ҫакна видео ӳкернӗ. Административлӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.

Аса илтерер: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнченпе республикӑра БПЛАсем тапӑннине ӳкерме, видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Юханшыв бульварӗнче тепӗр икӗ ҫӗнӗ арт-объект вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ҫемье тата Музей кунӗсене халаллӗҫ.

Бульварта «Тухья» скульптура тата пысӑк карап евӗр хӑйӑрпа вылямалли вырӑн пулӗҫ. Унӑн тӑршшӗ – 20 метр ытла. Вӑл хулари чи пысӑкки пулӗ. Унта ҫемйипех выляма май пур. Ачасем вара юханшывҫӑ профессийӗпе ҫывӑхрах паллашма пултарӗҫ.

Ҫак икӗ арт-объект «Русло» гелерейӑна пуянлатӗ. Аса илтерер: галерея Атӑл хӗррипе вырнаҫнӑ. Унта — Шупашкарпа тата Куславккапа паллаштаракан ӗҫсем.

 

Раҫҫейре
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Полици лейтенанчӗ отпускра канас вырӑнне «Сталинградская весна – 2026» астӑвӑм вахтине хутшӑннӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнчи Городище районӗнчи Дмитриевка хуторӗ патӗнче иртнӗ. Унта 1943 ҫулхи хӗлле юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ.

Шупашкарти полицин 5-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Александр Генералов совет салтакӗсене пытарнӑ вырӑнсене шырама хутшӑннӑ. Унпа пӗрле Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те экспедицие хутшӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче лейтенант пулас йӗрке хуралҫисене те вӗрентет.

Чӑваш Енри 62 шыравҫӑ икӗ эрнере 500-е яхӑн гектар тӗпченӗ, унта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ 36 салтака тата нимӗҫ тата совет салтакӗсен 300 ытла артефактне тупса палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
Кардиодиспансер сӑнӳкерчӗкӗ
Кардиодиспансер сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче нумаях пулмасть икӗ ватӑна кардиостимулятор лартса янӑ. Чӗре чирӗпе аптӑракан 84 ҫулти Раиса Егоровнӑпа 86 ҫулти Варвара Михайловнӑна тухтӑрсем нумаях пулмасть операци тунӑ.

Кардиодиспансерта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кинемейсем выҫлӑха аван астӑваҫҫӗ. Кашни апатах тутлӑн пулнӑн ун чухне вӗсене. Хырӑм вара ялан выҫӑ ҫӳренӗ.

Халӗ кинемейсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ темелле. Вӗсен чӗрисем малашне электрокардиостимуляторпа ӗҫлӗҫ.

«Халӗ чӗре лайӑх тапать. Малтанхи пек сывлӑш пӳлӗннипе аптӑрамастӑп», – хавхаланса та хавасланса каласа кӑтартнӑ операци хыҫҫӑн Варвара Михайловна.

Ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе чӗре тухтӑрӗсем саламланӑ, асӑнмалӑх вӗсене чечек парнеленӗ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче Пензӑри ӳнерҫӗн Алексей Каменевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унӑн ӗҫӗсемпе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паллашма пулать.

Куравра ӳнерҫӗн Пензӑра, Раҫҫейри тӗрлӗ регионта тата чикӗ леш енче ӳкернӗ картинисене курма май пур. Палӑртмалла: Алексей ҫак курава хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейӗ умӗн ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл Шупашкара иккӗмӗш хут килнӗ. Малтан, 10 ҫул каялла, пленэра хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне ӑна ӳнер музейӗ питӗ килӗшнине каланӑ вӑл.

Курав уйӑх вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18755
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑ хыҫҫӑн вилнисен йышӗ 3 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки ЧР правительствин вице-премьерӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Паянхи кун тӗлне статистика ҫапла: аманнисем – 47 ҫын. Вӗсенчен ытларахӑшӗ килте амбулатори мелӗпе сипленет. Хальлӗхе 8 ҫын больницӑра выртать. Тепӗр 1 пациент Чулхулари больницӑра сипленет. Ӑна экстреннӑй майпа иртнӗ эрнере унта илсе кайнӑ.

Аса илтерер: Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тапӑннӑ, чылай ҫурта сиен кӳнӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Ҫентерӳ кунне халалланӑ концерт кӑтартӗҫ. Программӑна вӗренӳ заведенийӗн вӗрсе каламалли тата ҫапмалли инструментсен уйрӑмӗ хатӗрленӗ.

Концерт вӑхӑтӗнче оркестр хӑвачӗпе киленме ҫеҫ мар, солистсен илемлӗ сассине те итлесе савӑнма май килӗ.

Вӗрсе каламалли инструментсен оркестрне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Смирнов ертсе пырать. Концерта чӑваш халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Людмила Яковлева, «Нежность» ансамбль (ертӳҫи — Татьяна Антоненко), Владимир Денисов ертсе пыракан вӗрсе каламалли инструментсен ансамблӗ, вӗрсе каламалли инструментсен уйрӑмӗн концерт ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева) хутшӑнӗҫ.

Куракансене ҫавӑн пекех Максим Павлов, Ольга Степанова, Каринэ Мазманян, Валерий Демидов солистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.

Концерт Шупашкарти музыка училищин пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/Radar_Cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/Radar_Cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирхине Шупашкарта каллех сиренӑсем янӑраса кайнӑ. Шкулсемпе ача пахчисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Пӗрремӗш сменӑна пынӑ ачасене каялла киле яраҫҫӗ иккен. Иккӗмӗш сменӑра вӗренекенсен шкула каймаллипе каймалла марри кун каҫипе лару-тӑру епле пулнинчен килӗ.

Ывӑл-хӗрне ача пахчине яракан ашшӗ-амӑшне тӗпренчӗкӗсене килте хӑварма сӗннӗ.

Сӑмах май каласан, иртнинче Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ватса пӗтернӗ ҫуртсене малалла юсаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑна лайӑх хыпар ҫитнӗ. Шупашкарти 47-мӗш шкул Раҫҫейри топ-500 шкул йышне кӗнӗ. Вӑл «Чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ – 2026» номинацире ҫӗнтернӗ.

Экспертсем шкулсенчи педагогсен ӗҫӗ-хӗлне, ачасем олимпиадӑсене тата конкурссене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тунине, вӗренӳ программисен пахалӑхне хакланӑ.

Палӑртса хӑвармалла: конкурсра ҫӗршыври мӗн пур регионти пин-пин шкул хутшӑннӑ. Эппин, топ-500 йыша кӗни питех те сумлӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29045
 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, ... 1121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 06

1897
129
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
30
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та