
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта 11 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ акци Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн иртнӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем чӑвашла диктант ҫырнӑ. Кӑҫал акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасова теле- тата редиожурналиста суйланӑ.
Кӑҫал диктант ҫыракансенчен ытларахӑшӗ Чӑваш Енрен пулнӗ: пӗтӗмпе 8922 ҫын. Ҫавӑн пекех акцие Чӗмпӗр облаҫӗнче (1043 ҫын), Пушкӑрт Республикинче (810 ҫын), Тутар Республикинче (785 ҫын) пурӑнакансем хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: чӑваш диктантне Иркутск, Самар, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут хулисенче, Мускав тата Ханты-Манси автономи облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашсем те ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле: акцие Францире пурӑнакан ҫын та хутшӑннӑ!

Малашне Ҫӗрпӳрен Шупашкара ҫӳрекен 173-мӗш маршрутпа «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ «Пехет» агромаркета ҫитме май пулӗ.
Халӗ маршрутка суту-илӳ центрӗ патӗнче аялти парковкӑра чарӑнать. Ку – маршрут вӗҫӗ. ЧР Транспорт министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, маршрута халӑха «Пехете» ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе тӑснӑ.
Автобуссем кунсерен кашни 10-20 минутран ҫӳреҫҫӗ. Ирхине Шупашкартан пӗрремӗш рейс 6:20 сехетре тухать, Ҫӗрпӳрен – 5:20 сехетре. Юлашки рейс Шупашкарта – 20:40 сехетре, Ҫӗрпӳре – 20:00 сехетре.
Маршрут Ҫӗрпӳрен тухса Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗ патне ҫитет, унтан «А.Николаев урамӗ» чарӑну урлӑ Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс урамӗпе каять, «Модӑсен ҫурчӗ» чарӑнӑва ҫитсе Президент бульварӗпе «Каскад» патне хӑпарать.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхи уявӗ иртнӗ. Ӑна хулари 40-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта республикамӑрӑн тӗп хулинчи пилӗк шкултан ачасем пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш ачи -2026» ӑмӑртӑва пухӑннисем чи малтанах хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан Ухсай Якковӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартса панӑ, «Крокодил» вӑйӑ вылянӑ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа панӑ, ал ӗҫӗ тума пӗлнине те кӑтартма тивнӗ вӗсен.
1-мӗш вырӑна Валерия Рожкова (40-мӗш шкул), 2-мӗш вырӑна Ульяна Медведева (65-мӗш шкул), 3-мӗш вырӑна Анна Горшкова (20-мӗш шкул) тухнӑ.
«Чи маттурри» номинацире Ева Мулендеева (33-мӗш шкул) ҫӗнтернӗ, «Чи пултарулли» номинацие Вероника Сергеева (7-мӗш вӑтам шкул) тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулинчи 17-мӗш вӑтам шкулта «Пархатар» этнографи фестивалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ.
Хулари 40-мӗш шкул «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑваш халӑхӗн юрри-кӗввин, ташши-вӑййин тӗнчине лекнӗ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире ӑмӑртнӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки» номинацире Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн «Чӗкеҫ» (1б класс, ертӳҫи - А.М. Степанов), «Чӑваш ачи» (9м класс, ертӳҫи - Р.А. Гаврилова) ушкӑнсем тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Т.В. Николаева, Р.А. Гаврилова , А.М. Степанов хутшӑннӑ. Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, чӑваш вӑййисене вылянӑ, куракансене илемлӗ ташӑпа савӑнтарнӑ.
«Чӑваш ачи» ушкӑн 1-мӗш вырӑна, вӗрентекенсен ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Кӑҫал та Шупашкарта «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» сӑра фестивалӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Мероприятие Раҫҫейри мӗнле артистсем килесси паллӑ.
Кӑҫал фестивальте сцена ҫине «Агата Кристи» тата «Вирус» ушкӑнсем тухӗҫ. Унсӑр пуҫне «Божья коровка», «Каникулы», «Кама Кама», «Меломаны», «Балакирь», «Река времени» ушкӑнсем пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Тата, паллах, сцена ҫине чӑваш эстрада артисчӗсем тухӗҫ.
Аса илтерер: «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» сӑра фестивалӗ утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Шупашкарта 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус юпана пырса ҫапӑннӑ.
Ку эрнекун, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Энергозапчасть» чарӑнура пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, водителе тӑрук япӑх пулса кайнӑ та вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Маршрутка малтан маршруткӑпа пӗр еннеллех пынӑ троллейбуса лекнӗ, унтан юпана пырса тӑрӑннӑ.
Юрать-ха, пассажирсем аманман. Анчах вӗсем самаях хӑраса ӳкнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, авари водитель хӑйне япӑх туйнӑран пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш хастарӗсем Иван Яковлев палӑкӗ умне пуҫтарӑнннӑ.
«Ирхине йӗпе-сапана пӑхмасӑр ҫутӑ кӑмӑлпа Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умне пуҫтарӑнтӑмӑр.
Каҫкӳлӗм Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Сенкер фойинче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Хальхинче пирӗн хӑнасем республикӑри чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пулчӗҫ. Хыҫҫӑн пурте пӗрле «Нарспи» спектакль куртӑмӑр.
Пурне те паянхи уяв ячӗпе тепӗр хут саламлатпӑр, инҫе ҫула ҫывӑхлатса Клуб ларӑвне килнӗшӗн, шухӑш-туйӑмӑрсене уҫса панӑшӑн тав тӑватпӑр! Эпир пӗлетпӗр: сирӗншӗн те, пирӗнни пекех, кашни кун — тӑван чӗлхе», — тесе хыпарланӑ Марина Карягина.

Паян, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ.
Аса илтерер: Чӑваш чӗлхи кунне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Постановленийӗпе уявлама йышӑннӑ. Ака уйӑхӗнче Иван Яковлева халалласа республикӑри шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче, театрсенче, музейсенче тематика мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Аслӑ Патриархӑмӑрӑн Иван Яковлевӑн палӑкӗ патӗнче митинг ирттересси, чечексем хурасси йӑлара.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарать. Республика уява паллӑ тума хатӗрленет.
Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул ачисем валли тӳлевсӗр экскурсисем йӗркелеме палӑртнӑ. Ку акци «Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем» акципе килӗшӳллӗн иртӗҫ.
Ачасен Шупашкарти паллӑ вырӑнсене ҫитсе курма май пулӗ. Ӑҫта? «Анне» палӑк патне, Чапаев скверне, Хӗрлӗ тӳреме, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне. Экскурсоводсем ачасене Шупашкар историйӗпе паллаштарӗҫ, халапсем те каласа кӑтартӗҫ.
Палӑртса хӑварар: экскурсисене 2 пин ытла ачана явӑҫтарма палӑртнӑ.

«Сӑрҫи» заповедникри упасем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Унта пурӑнакан утамансем фотокапкӑна лекнӗ.
Чи малтан фотокапкӑна хӑмӑр упа лекнӗ. Кӑҫал вӑл ытти чухнехинчен каярах вӑраннӑ. Анчах кадрсем ҫав тери илемлӗ пулса тухнӑ.
Ҫав кунах 300 метр аякра вырнаҫтарнӑ тепӗр камерӑна ҫамрӑк упа лекнӗ. Заповедникӑн тепӗр вырӑнӗнче инспекторсем упа амипе ҫурин йӗрӗсене асӑрханӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче нумаях пулмасть икӗ дикобраз пурӑнма пуҫланӑ.
