Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Комсомольски округӗнче ҫуралнӑ Анна Кириллова 103 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ.

Вӑл ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ: малтан колхозра вай хунӑ, унтан вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, кайран Шупашкарти садикре заведующи пулнӑ. Паянхи кун вӑл хӗрӗпе Шупашкарта пурӑнать.

Анна Григорьевна мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукӗпе, 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Кинемей 103 ҫулта та куҫлӑхсӑр вулать, чӑваш телекӑларӑмӗсене пӑхма юратать, пӳртре хуллен кӑштӑртатса ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28349
 

Персона

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ Геннадий Тафаев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ.

Геннадий Ильич 1953 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Диплом илсен ялти шкулта вӗрентекенре ӗҫленӗ, район хаҫачӗпе туслӑ пулнӑ.

1988 ҫултанпа университетра ӗҫленӗ. Кандидат, доктор диссертацийӗне хӳтӗленӗ. 2001 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ: кафедрӑсене ертсе пынӑ, студентсене вӗрентнӗ.

Унӑн тӗп ӗҫӗ – Атӑлҫи Пӑлхара тӗпчени. Вӑл Атӑлҫи историне тӗпчекен ӑсчахсене пӗрлештернӗ.

Геннадий Ильичпа паян 12 сехетре Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ чиркӳре сывпуллашӗҫ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш эстрада тӗнчинче Саша Ҫиларман ятпа палӑрнӑ юрӑҫӑн хӗрӗ Аксиния Никифорова Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча Ҫӗнӗ хум (выр. «Детская Новая волна») конкурсӑн ҫурмафиналне хутшӑнӗ.

Ҫак кунсенче Хусанта суйлав турӗ иртнӗ, унта федерацин Атӑлҫи округӗнчи 500 ытла пултаруллӑ ача хутшӑннӑ. Анчах жюри ҫурмафинала хутшӑнма 9 ҫӗнтерӳҫе кӑна палӑртнӑ. Ҫав йыша кӗме Чӑваш Енри икӗ ача тивӗҫнӗ: Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнчи А. М. Михайлов ячӗллӗ ача-пӑча искусство шкулӗн вӗренекенӗ Аксиния Никифорова (9 ҫулта) тата Шупашкарти «Пять октав» вокал студине ҫӳрекен Елена Еремеева (11 ҫулта).

Ҫурмафинал ака уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.

 

Хулара

Шупашкарта йытӑсен парачӗ иртӗ. Мероприяти ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ. «Парад собак» (чӑв. Йытӑ парачӗ) пулӑма ҫак чӗрчунсене юратакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие республикӑн тӗп хулинче тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.

Хула администрацийӗнче шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек парад — чӑннипех те кирлӗ мероприяти, вӑл социаллӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫынсене йытӑ-кушакшӑн тӑрӑшма вӗрентет.

Парад вӑхӑтӗнче йытӑсен пултарулӑхне темиҫе дисциплинӑпа хаклама май килӗ: «Йытӑпа ташлани»; ноузворк; фрисби; ЗКС (хӳтлӗхпе хурал служби); йытӑсене кӳлсе ҫӳрени.

Йытӑ парадне хутшӑнас тесен paradsobak.ru сайтра регистрациленмелле.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.

Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.

Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

 

Тӗн
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Мӑнкунӑн тӗп палли – Сӑваплӑ ҫулӑм – Шупашкара Мӑнкун каҫӗ умӗн ҫитӗ. Ӑна Иерусалимран илсе килӗҫ.

Сӑваплӑ ҫулӑма Шупашкарти аэропортра кӗтсе илӗҫ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков илсе ҫитерӗ. Кайран ӑна Введени соборне илсе кайса Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитне Савватие парӗҫ. Чӑваш Ен ҫыннисем унран ҫурта ҫутма, унпа пӗрле Сӑваплӑ тӑпрана киле илсе кайма пултарӗҫ.

Аса илтерер: Мӑнкун кӗлли пынӑ вӑхӑтра Шупашкарти 5 чиркӳ патӗнчи ҫулсене хупӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_83420
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ машина ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби учрежденин МАХри каналӗнче пӗлтернӗ.

Шупашкарти Рихард Зорге урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Фольксваген Пассат» автомобиль вутра кӗлленнӗ.

Энтузиастсен урамӗнчи общежити тӗлӗнче «Ниссан Примера» ҫунма пуҫланӑ. Ӑна машина хуҫи, 49 ҫулти арҫын, хӑй сӳнтернӗ. Анчах хӑй те шар курнӑ, аллине пӗҫертсе янӑ. Пушар ҫын чӗртсе янӑран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкарти ҫак икӗ инкек те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Галина Персидская паян 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Ҫар мухтавӗн музейӗнче саламланӑ.

Галина Георгиевна Ленинградра ҫуралнӑ. Вал вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑрлӑха аса илсе нумай каласа кӑтартма пултарать. Ҫӗнӗ ҫулта ачасене ҫуршар пӗремӗк пани те асра юлнӑ. Сӑвӑ вӗренсе каласан вара пӗр пӗремӗк панӑ. Галина амӑшӗ килне илсе килнӗ кӗнекери «Таня» сӑвва пӑхмасӑр каланӑ. Унан авторӗ Петӗр Хусанкай пулнӑ.

Галина Георгиевна паян та ҫамрӑксемпе тӗл пулать, ҫамрӑклӑхӗпе ачалӑхне аса илсе каласа кӑтартать, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет.

Юбиляра республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ячӗпе Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина ӑшшӑн саламланӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Хулари 1-мӗш клиника тухтӑрӗсем 88 ҫулти кинемейӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн 5 сантиметр тӑршшӗ шыҫӑ пулнӑ, ӑна касса кӑларнӑ.

Ватӑ хӗрарӑм хырӑм тӗлӗнче ыратнине каланӑ. Ку ӑна ҫур ҫула яхӑн канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шурӑ халатлисем малоинвазивлӑ операци – лапароскопи — тума йышӑннӑ. Пӗчӗк шӑтӑксем урлӑ шыҫҫа йӑлтах тӗп тунӑ, ӑна тӗпчеме янӑ. Шыҫӑ усал пулманни паллӑ.

Хӗрарӑм сывалнӑ ӗнтӗ, кӗҫех ӑна киле кӑларӗҫ. Клиникӑн гинекологи уйрӑмӗн заведующийӗ Ирина Едифанова каланӑ тӑрӑх, унӑн практикинче кун пек ватӑ пациент пӗрремӗш хут пулнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Мӑнкун тӗлне Шупашкарта чиркӳсем патӗнчи ҫулсемпе ирӗклӗн ҫӳреме чарӗҫ. Кун пек чару шӑматкун каҫхине, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӑя кӗрӗҫ.

Шӑматкун 18:00 сехетренпе хулари пилӗк храм патӗнче ҫула пӳлӗҫ: Введени кафедра соборӗ (Константин Иванов, Свердлов, Ҫеҫпӗл Мишши, Бондарев урамӗсем); Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ (Мускав ҫыран хӗрри); Пукрав-Татиана соборӗ (Павлов мичман тата Гузовский урамӗсем); Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн чиркӗвӗ (Граждан урамӗ); Асап тӳснисен тата Ҫылӑх каҫарттаракансен храмӗ (Трактор тӑвакансен проспекчӗ).

Ҫулсене чиркӳре кӗлӗ вӗҫленсен уҫӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 1109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 21

1963
63
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
19
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй