Шупашкарти пысӑк суту-илӳ центрӗсенчи ҫынсене эвакуациленӗ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен, ҫынсене «Мадагаскар», «Мега Молл» тата «Волжский» стуту-илӳ центрӗсенчен эвакуациленӗ. Асӑннӑ паблик хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче сирпӗтекен хатӗр хуни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫитнӗ.
Ятарлӑ службӑсем суту-илӳ центрӗсене тӗрӗсленӗ, сирпӗтмелли хатӗрсем вӗсенче тупӑнман.
«За рулем» (чӑв. «Руль умӗнче») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарти Мир проспектӗнче автобус юпа ҫумне пырса ҫапӑннӑ та ҫапла май транспорт юхӑмне хупласа лартнӑ.
Сӑлтавӗ вара 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус «Приора» машшинпа ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн автобус ҫутӑ юпи ҫине тӑрӑннӑ. Юпа ҫине троллейбуссен контакт пралукӗсене те карнӑ пирки вӗсем ҫул ҫине персе аннӑ. Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑн патӗнчен пӗтӗм транспорта Кабель ҫулӗ ҫине пӑрса яраҫҫӗ, ҫавна май асӑннӑ вырӑнта машшинпа кайма кансӗр.
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра шар курнисем ҫук, аварие лекнисене нихӑшне те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Шупашкарти халӑха социалӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ҫынсене чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗрентеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуба ҫӳрекенсем валли чӑваш тӗррин занятийӗсене йӗркеленӗ. Кашни ҫынпа — уйрӑмшар.
Тӗрӗ ӗҫне хӑнӑхас кӑмӑллисемпе центрӑн ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза ӗҫлет. Паянхи куна занятие социаллӑ пулӑшу илекен 5 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Краснов. Геннадий Германович тӗрлеме тахҫанах юратать. Тӗрлӗ техникӑна алла илнӗскер халӗ чӑваш тӗррине тӗрлет. «Чӑваш тӗрри маншӑн — тӑван тӑрӑх историйӗ», — тет Геннадий Германович.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче шкул тӑвасшӑн. 2022-2024 ҫулсем валли пӑхса хунӑ хыснара ку тӗллевпе укҫа уйӑрнӑ. Ку ыйтӑва паян Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче татса панӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи 375 вырӑнлӑ шкула «Ял территорийӗсен хальхи сӑнӗ» проектпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Ӑна 2022-2023 ҫулсенче тумалла. Ку тӗллевпе 276 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Ҫитес виҫӗ ҫулта Шупашкарти «Садовый», «Университет» микрорайонсенче шкулсене туса пӗтермелле.
Удмурт Республикинчи Грахово районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫав тӑрӑхри Пархатар (вырӑсла — Благодатное) ялӗнче тӗпленнӗ Вера Григорьева пирки: «Великая чувашка» (чӑв. Аслӑ чӑваш), — тесе калаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки вӑл «Хыпар» хаҫат журналистне Алина Ильинана пӗлтернӗ.
Алина Ильина хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашсем пурӑнакан ҫав ял Столыпин реформи хыҫҫӑн, Хусан кӗпӗрнийӗ вырӑнти ҫӗрсене сутнӑ чухне 11 чӑваш ҫемйи лаптӑк туянса унта тӗпленнӗ май пуҫланса кайнӑ.
«Вера ҫак ял яшӗпе Олег Григорьевпа ҫемье ҫавӑрнӑ, хӑйсем пӳрт лартнӑ. Мӑшӑрӗ чӑваш пулни те ӑна тӑван чӗлхерен пистермен. Ҫавӑнпа вӗсен виҫӗ хӗрӗ те чӑвашла пӗлет. Аслисем иккӗшӗ чӑвашла калаҫаҫҫӗ, кӗҫӗнни ӑнланать, анчах пуплемест. Аслӑ хӗрӗ ҫак ялтах пурӑнать, почта уйрӑмне ертсе пырать. Вӑталӑххи район больницинче — завхоз, кӗҫӗнни — районти шкулта математика учителӗ. Вӗсем пурте кӑҫалхи ҫыравра хӑйсене «чӑваш» тесех ҫыртарнӑ», — тесе пӗлтернӗ Алина Ильина журналист.
Хӗрарӑмӑн ашшӗ енчи тӑванӗсем Ҫӗрпӳ районӗнчен иккен, анчах Вера Шупашкара килсе курман.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре Шупашкарти Павлов мичман урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 90 ҫулти хӗрарӑм пурӑннӑ.
Пушар 4-мӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ. Ҫулӑм сӗтел-пукана, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Ватӑ кил хуҫи хӗрарӑмне пушарнӑйсем урама илсе тухнӑ. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Хулари тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗр юсавсӑрлӑхне пула тухнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1423 пушар пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти художник, Анастасия Степанова, кӑшӑлвируса пула пульницӑри кӑшӑлвирус уйрӑмӗнчи реанимацинче пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ выртнине Ирина Павлова журналист ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Вӑл хӑйӗн постӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, « Настя Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ, ҫепӗҫ те сӑпайлӑ хӗр».
Ӗнерхи постра палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем хӗре кардиодиспансера ЭКМО аппаратпа сывлаттарма куҫарасшӑн. Анчах ун пек аппарат Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре иккен те унта лекме йывӑр.
Паян Настьӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Кун пирки те Ирина Павлова пӗлтернӗ.
Пӗчӗк хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ арҫынна юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ ҫулла пулнӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Эгер бульварӗнче 44 ҫулти ӳсӗр арҫын хӑй палланӑ 5 ҫулти хӗрачана сак ҫине пырса ларнӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн чӗрҫи ҫине лартнӑ та ясар шухӑшӗсене пурнӑҫлама хӑтланнӑ.
Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ҫакна курса йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ. Арҫынна ҫав кунах тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, преступлени вӑхӑтӗнче арҫын хӑй мӗн тунине ӑнланнӑ. Суд ӑна ҫирӗп ружимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисенчен 43 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, лавккана кайсан карас телефонне ҫухатнӑ.
Хӗрарӑм Университет урамӗнчи суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче пулнӑ. Унта вӑл телефона кӑларса ӳкернӗ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗ тӑракан ҫухалнӑ аппарата пӗр каччӑ илнӗ. Сӑнран пӑхсан вӑл 25-30 ҫулсенче, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Хӑй сӑрӑ тӗслӗ курткӑпа, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ.
Каччӑна уйӑрса илнисене йӗрке хуралҫисене ҫак номерсемпе: 8 (8352) 24 09 27 е 102 — пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине Шупашкарта патрульпе пост службин машинине сехӗрленсе ӳкнӗ хӗрарӑм чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫурт балконӗ хӗрринче, пиллӗмӗш хутра, хӗрарӑм тӑнӑ.
Полици лейтенанчӗ Александр Григорьев часрах подъезда чупса кӗнӗ /алӑка кӳршисем уҫнӑ/, миҫемӗш хваттер пулма пултарнине шутласа тупнӑ. Шаккасан балкон ҫинче тӑракан хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисем уҫнӑ. Вӗсем хӗрӗ хӑрушлӑхра пулнине пӗлмен те.
Ҫав вӑхӑтра полици лейтенанчӗ Дмитрий Ярлыкин урамра хӗрарӑмпа калаҫса тӑнӑ, хӑрушӑ утӑм тӑвасран ӳкӗтленӗ. Александр Григорьев хваттере кӗрсен хӗрарӑма вӑйпах каялла илсе кӗнӗ. Ӑна васкавлӑ медрулӑшу тухтӑрӗсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |