Шупашкар хулинче электромобильсем туянма йышӑннӑ. Асӑннӑ транспортпа парксем тата Атӑл хӗрри тӑрӑх патруле тухӗҫ.
Шупашкар хулин администрацийӗ «Voltus LP41B» икӗ гольфкар туянма аукцион ирттерессине патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Ют ҫершывра кӑларнӑ техникӑна туянма хула администрацине Раҫҫейӗн Промышленность министерстви ирӗк панӑ.
Пӗр электромобиль 1,9 млн тенкӗ тӑрать. Ҫапла вара контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 3,8 млн тенкӗпе танлашӗ. Тӑкака хула бюджетӗнчен саплаштарӗҫ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 26-ӗшнче иртӗ. Подрядчикӑн машинӑпа 2,5 уйӑхра тивӗҫтермелле.
Туянма палӑртнӑ машина халӑх йышлӑ вырӑнсене: хулари парксене, Атӑл хӗррине тата ытти ҫавӑн пек ҫӗре — патруле тухӗ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта харпӑр ҫурт путвалӗнче ҫын виллине тупнӑ. 59 ҫулти арҫынна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ пулнӑран Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫакна тума пултарнӑ 66-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ ҫапларах: вӑл, вӗлернӗ арҫыннӑн пиччӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӳсӗр пулнӑ, шӑллӗ патне кайнӑ. Пӗртӑвансем хирӗҫсе кайнӑ. Пиччӗшӗ шӑллӗне кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 80 хут ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Арҫын вилене путвала пенӗ те хӑй тухса кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна часах тытса чарнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Григорий Пыхтеев художник леш тӗнчене ӑсаннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Художниксен союзӗ паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Григорий Анатольевич 1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарта 1952 ҫултанпа пурӑнать. 1978 ҫулта вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа регион тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ курава тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ.
Ӗнертен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Шупашкарти Тӗп пасарта кӑшӑлвирусран вакцинаци тума пулать. Тухтӑрсем 11-17 сехетсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Ку ӗҫе Хулари тӗп пульница специалисчӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. 18 ҫултан иртнӗ кирек мӗнле ҫын та прививка тӑваять. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла.
Хулари тӗп пульницӑра та кунсерен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Вӑл Ленин проспектӗнчи 1-мӗш тата 12-мӗш ҫуртсенче, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-45-63, 26-00-33, 23-46-69, 35-03-55.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче VI Иванов вулавӗсем иртнӗ.
Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн, Чӑваш Ен Наци музейӗн, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех аслӑ шкулсемпе ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен преподавателӗсем тата студенчӗсем пуҫтарӑннӑ.
Иванов вулавӗсене хутшӑннисем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ: вӗсем чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсен пултарулӑхпе паллаштарнинчен тытӑнса К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейне уҫни таранах каласа кӑтартнӑ.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсен темле лару-тӑрури ҫынна та пулӑшма тивет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, сӑмахран, Алькеш поселокӗнче «ВАЗ-2114» автомобиль бетон юпа ҫине пырса кӗнӗ. Водитель автомбильте хӗсӗнсе ларнӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» гидроинструмент пулӑшнипе водителе салонтан кӑларма пулӑшнӑ, унтан васкавлӑ медицина тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Маларах тата, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 20 сехетре пӗр хӗрарӑм Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӳрни шыҫса кайнине, ҫӗрре хывайманнине пӗлтернӗ. «Умелец» хатӗр пулӑшнипе ҫӗрре хывма май килнӗ.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснӗ. Ҫемьере 9 е 10 ача ӳсекен тӗслӗхсем те пур.
Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсене шута илсен, республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ палӑрмаллах нумайланнӑ. Ку тапхӑрта виҫӗ ачаллӑ 835 ҫемьене шута илнӗ. 182 ҫемьере тӑваттӑмӗш пепке ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсен йышӗ сахалрах пулнӑ: 787 тата 161.
Шупашкарти Калинин районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ҫак тапхӑрта 10-мӗш ача ҫуралнине шута илнӗ. Шупашкарти Мускав районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче 9-мӗш пепке кун ҫути курнӑ ҫемьесем пур.
Ҫул уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти музыка училищинче Питӗрти тӗлӗнтермӗш музыкҫӑсемпе: Павел тата Мария Степановсемпе – тӗлпулу иртӗ.
Павел – аранжировщик, Питӗрти Параппанҫӑсен парачӗн инструкторӗ, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн Рекордсен кӗнекине, 2019 ҫулта тӗнчери Гиннесс кӗнекине кӗнӗ, преподаватель, Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен жюри пайташӗ, Раҫҫейри тата Европӑри «Rudimental start by Pavel Stepanov» тытӑм авторӗ, рудименталлӑ «Sky Rhythm» параппан ушкӑнӗн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсем валли ҫырнӑ пьесӑсемпе кӗнекесен авторӗ.
Мария – пӗчӗк параппан валли ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ, Мравинский ячӗллӗ музыка шкулӗн ҫапса каламалли инструментсен класӗн преподавателӗ, Питӗрти «ФОРМУЛА РИТМА» параппанҫӑсен ушкӑнӗн йӗркелӳҫи.
Шупашкарта ҫынсем валли тепӗр тӗрлӗ кану хатӗрленӗ. Хулара пурӑнакансем «MeGo» электросамокатсемпе ярӑнма пултарӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, хула ертӳҫисем ҫӗнӗ йышши пулӑшу кирлине ӑнланаҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул ҫул тӗлне электросамокатсен тӳпи икӗ урапаллӑ транспорт рынокӗнче 14,5 процент таран ӳсӗ. «Халӑх ыйтнине шута илмелле, меллӗ конкуренци валли май туса памалла», — тесе палӑртнӑ сити-менеджер.
Электросамокатсемпе «MeGo» приложени урлӑ усӑ курма май пур. Унта хака, карттӑна тата парковка точкисене кӑтартнӑ. Электросамокатпа сехетре 25 километртан ытла кайма юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |